Чӑваш Ен вӑрлӑхпа 100% ытларах тивӗҫтернине палӑртать республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Чӑваш Ен вӑрлӑхпа 100% ытларах тивӗҫтернине палӑртать республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Чӑваш Республикин Правительствин ҫуртӗнче кашни эрнере пулакан планерка иртнӗ. Ӑна Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Сергей Артамонов ирттернӗ. Ӗҫе пухӑннисем  ҫурхи уй-хир ӗҫӗсем мӗнле пынине сӳтсе явнӑ. Палӑртса хӑваратпӑр, тӑтӑшах ҫӑвакан ҫумӑрсем тата тӑпра нӳрлӗхӗ ытлашши пулнине пӑхмасӑр, республикӑн агропромышленноҫ комплексӗ ҫӗнӗ сезона хатӗр.

  «Кӑҫалхи ҫанталӑк аграрисене чӑрмав кӳрет: ҫумӑр нумай ҫунӑран тӑпра ытлашши нӳрелнӗ, «пиҫсе» ҫитесси те яланхилле мар. Эпир пӗлтӗрхинчен кӑштах юлса пыратпӑр, апла пулсан лайӑх ҫанталӑк условийӗсене кӗтсе илсе, туххӑмрах ҫурхи ӗҫсене пурнӑҫламалла, чӑрмавсем пачах та пулмалла мар. Вӑхӑта вӑраха тӑсма никамӑн та ирӗк ҫук.

Пур-пӗрех ака-суха кампанийӗ хастар ӗҫлет, хӑвӑртлӑха ӳстерсе пыма тӑрӑшать.  Техника пур округра та уй-хире тухнӑ. Хальхи вӑхӑтри тӗп тӗллевсем – кӗрхи сухана  кулленех сӳрелемелле тата кӗрхи тыр-пула апатлантармалла. Эпир ял хуҫалӑх производителӗсене пур енлӗн тивӗҫтертӗмӗр: вӑрлӑх, ГСМ тата удобренисем пур, патшалӑх пулӑшавне валеҫсе панӑ. Чӑрмавсем пулмалла мар», – тесе палӑртса каланӑ  Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

 Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пуҫарнипе отрасль пулшӑвӗн мерисене анлӑлатсах пыраҫҫӗ. Юлашки 6 ҫулта патшалӑх пулшӑвӗн пур формисемпе усӑ курса республикӑри хуҫалӑхсен автопаркне 5 пин ытла единица ҫӗнӗ ял хуҫалӑх техникипе пуянлатнӑ.

 Кӑҫалхи ака-суха лаптӑкӗ 542,7 пин гектар йышӑнать, ку иртнӗ ҫулхи кӑтартусемпе танлаштарсан нумайрах. Вӗсенчен ытларах пайне – 281 пин га пӗрчӗллӗ культурӑсем йышӑнаҫҫӗ.  Вӑрлӑх сахал мар, ҫителӗклӗ таран хатӗрленӗ, ҫурхи ӗсем валли 22 пин тонна минералӑ удобрени пур тата ытти те.

 Уй-хире тухма 6 пин трактор хатӗр.  Ҫурхи ӗҫсене пурнӑҫлама ҫичӗ округра тытӑннӑ. Хальхи вӑхӑтра 2 пин га акса хӑварнӑ.  Вӗсенчен  1 пин гектар - тулӑ, 551 гектар – урпа, 345 гектар – сӗлӗ, 120 гектар – пӑрҫа йышӑнать.

  «Тыр-пул акасси кая юлни  тепре чухне тата та пысӑкрах тухӑҫа пухса илме пулӑшать. Халӗ вӑхӑтпа пӗлсе перекетлӗ усӑ курмалла, чӑрмавсем кӑларса тӑратмалла мар, туххӑмрах ҫурхи ӗҫсене графикпа килӗшӳллӗн пурнӑҫламалла», – тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Сергей Артамонов. Вӑл муниципалитетсен пуҫлӑхӗсене уй-хирсене тухса ҫӳреме, май пур таран кирлӗ пек сӗнӳсемпе пулӑшма чӗнсе каланӑ.

 «Пирӗн ресурссем ҫителӗклӗ. Ҫанталӑк лайӑхлансан ака-сухана хӑвӑрт ирттерме тӑрӑшмалла. Чӑваш Республикинче уй-хир ӗҫӗсене тӗрӗслесе пыма ятарлӑ республика штабне йӗркеленӗ. Кун пек штабсем муниципалитет округӗсенче те пур», – пӗлтернӗ Чӑваш Республикин вице-премьерӗ – ял хуҫалӑх министрӗ, «Российское село»  парти проекчӗн регионти ертӳҫи Андрей Макушев.



04 мая 2026
17:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter