Олег Николаевпа Антон Алиханов Чӑваш Енӗн промышленноҫлӑ потенциалне аталантарасси ҫинчен сӳтсе явнӑ

Олег Николаевпа Антон Алиханов Чӑваш Енӗн промышленноҫлӑ потенциалне аталантарасси ҫинчен сӳтсе явнӑ

Мускавра Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тата Раҫҫей Федерацийӗн промышленноҫпа суту-илӳ министрӗ Антон Алиханов ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Тӗп ыйтусен шутӗнче - регион промышленноҫӗн аталанӑвӗн кӑтартӑвӗсем тата ҫӗнӗ инвестици проекчӗсене хута яни. 

2025 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, Чӑваш Ен пысӑк  кӑтартусемпе палӑрнӑ. Республика Раҫҫей Федерацийӗн Промышленноҫпа суту-илӳ министерствин промышленноҫ политикине пурнӑҫлас енӗпе тунӑ рейтингра 15 вырӑн ҫӳлерех хӑпарса 13-мӗш вырӑна тухнӑ.

Промышленноҫ производствин индексӗ 102,7% танлашнӑ. Асӑннӑ кӑтартупа Атӑлҫи федераллӑ округра 5-мӗш, ҫӗршывра 25-мӗш вырӑна тухнӑ республика.

 Чи малтанах мӗнпур предприятисене аталантарас тата ҫӗннисене йӗркелес тесе Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ патшалӑх пулӑшавне хастар явӑҫтарать, федераци енчен сахал мар тӗрев илет.

  «2023 ҫултан пуҫласа 2026 ҫулхи пуш уйӑхӗччен Чӑваш Республикин промышленноҫ предприятийӗсене Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх программипе, Промышленноҫпа суту-илӳ министерстви 14,4 млрд тенкӗ ытла пулӑшу парса тивӗҫтернӗ», - тесе хыпарланӑ Антон Алиханов.

 Чӑваш Республикин промышленноҫне аталантармалли стратегиллӗ ҫул-йӗрсене пурнӑҫлама РФ Промышленноҫпа суту-илӳ министерстви Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗпе пӗрле Чӑваш Республикин промышленноҫ потенциалне аталантарас енӗпе 2025-2027 ҫулсене валли мероприятисен планне ҫирӗплетнӗ.

  «Ку документ питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ, унта пӗтӗмпех пулӑшу мелӗсем, укс̧а-тенкӗ çăлкуçĕсем тата предприятисем валли уçăмлă тĕллевсем палăртнă. Чăваш Енпе  РФ Промышленноçпа суту-илӳ министерствин планра промышленность инфраструктурине хăвăртрах аталантарма тата импорта улӑштарма палӑртнӑ. Паян эпир индустри паркĕсене резидентсемпе тултарассипе, машиностроени продукцийĕ туса кăларакансене субсиди парса  витӗм кӳретпӗр. Çавăн пекех çĕнĕ производствăсем хута яратпăр, беспилотлă системăсен тата станок тăвакан кластерсен çĕнĕ ушкăнĕсене йĕркелетпĕр. Федераципе регион пулăшăвне пула Чăваш Енри предприятисем технологи енчен çӳллĕрех шайра аталанасса шанатăп», - тесе каланӑ Олег Николаев.

 Ертӳҫӗсем уйрăмах «Чебоксарский завод силовых агрегатов» (ЧЗСА) ООО никĕсĕ çинче склад техники кăларас проект пурнăçласси пирки те канашланӑ.  Çак уйăхра çĕнĕ корпус туса пĕтерме палăртаççĕ, унта çулталăкне 4 пин таран вилкăллă погрузчик пухма пулать. Логистикăра тата строительствăра кирлĕ дизельпе электричество погрузчикĕсем пирки сăмах пырать. Спецификаллă инвестици контрактне (СПИК 1.0) пурнăçласа завод тăватӑ çулта производствӑна 80 % çитерме палӑртнӑ.

Тĕлпулӑва хутшăнакансем «Химпром» ПАО лаптăкĕ çинче пуласлӑхра хлорпа каустик мембранлă мелпе туса кăларасси пирки те сӳтсе явнӑ. Çак технологи экологи енчен таса тата пысăк тухӑҫлӑ пулассине шантарать.  Çавăн пекех регионти машинăсем тăвакан отрасльшĕн пысāк пěлтерěшлě «Тракторные заводы» Концерна патшалӑх енчен пулӑшу парасси пирки те канашланӑ ертӳҫӗсем.

 Промышленноçа квалификациллě кадрсемпе тивěçтерес тесе Чӑваш Ен Шупашкарта «Наука тата университетсем» наци проекчěпе килěшӳллӗн нумай аслǎ шкул кампусне йěркелес заявка панǎ. Проекта 2033 çулччен планланǎ, интеллектуаллǎ электротехника тата энергетика, хими, биотехнологи тата «ǎслǎ» ял хуçалǎхě енпе пулӗҫ.

Олег Николаев палǎртнǎ тǎрǎх, кампус специализацийěсем республикǎри экономикǎна  тивӗҫтереҫҫӗ. Проект наука аталанǎвěшěн питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулассине те асӑннӑ ертӳҫӗсем. 2035 ҫул валли хута каякан производствӑсемшӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ пуласса палӑртнӑ.  



05 мая 2026
10:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter