Чӗрӗ мемориал: республикӑри «Астӑвӑм садӗнче» 560 пин ытла йывӑҫ ӳсет

Чӗрӗ мемориал: республикӑри «Астӑвӑм садӗнче» 560 пин ытла йывӑҫ ӳсет

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ  Олег Николаев «Астӑвӑм сачӗ» Пӗтӗм тӗнчери акцие хутшӑннӑ. Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн регион Ертӳҫипе пӗрле ытти официаллӑ хӑнасем Шупашкар округӗнчи Ишек ялӗнче вырнаҫнӑ «Астӑвӑм ҫӑлкуҫӗ» паркра 150 тӗп туя лартса хӑварнӑ.

Кӑҫал республикӑн вӑрман фончӗн ҫӗрӗсем ҫинче 54 пин ытла йывӑҫ лартма палӑртнӑ. Вӗсен лаптӑкӗ 31 гектартан иртет тесе пӗлтереҫҫӗ специалистсем.

Олег Николаев «Астӑвӑм сачӗ» акцие Чӑваш Енре пысӑк тимлӗх уйӑрнине каланӑ, ҫут ҫанталӑка, вӑрман пуянлӑхне упрасси ӗлӗкренех ӑруран ӑрӑва куҫса пынине асӑннӑ.

Ҫапла Чӑваш Ен пирӗн ҫӗршыва хӳтӗленӗ салтаксене тав туса вӗсене манманнине ҫирӗплетет. 

 «Акцие хутшӑнса ултӑ ҫулта эпир 560 пин ытла йывӑҫ лартрӑмӑр. Ку пӗтӗмпех Раҫҫей Президенчӗ Владимир Владимирович Путин пуҫарнӑ пысӑк ӗҫе эпир малалла тӑснинне палӑртать. Паянхи кун кашни йывӑҫ Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен сӑнарӗ. Чӗрӗ палӑксем.  Эпир  Тӑван ҫӗршывӑмӑр Аслӑ вӑрҫинче тата ятарлӑ ҫар операцийĕ вăхăтĕнче пуҫне хунӑ паттӑрсене асăнса йывăçсем лартатпăр. Çак астăвăмпа эпир хамăрăн мăнаçлăха упратпăр тата çирĕп йăласем çинче никĕсленекен пуласлăха тăватпăр», - тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ.

РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева «Астăвăм сачĕсем»  Тӑван ҫӗршывӑмӑрӑн Аслӑ вăрçи вăхăтĕнче вилнĕ 13,5 миллион мирлĕ çынна асăнса лартăннине каланӑ.

Йывӑçсем лартни чěрӗ палӑксем пулса тӑрӗҫ. 

 Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Леонид Черкесов йывӑçсем - пурнӑç символнĕ пулса тӑнине каланӑ. Республикӑра пурӑнакансене мемориалсене упраса хӑварас енӗпе тимлĕ пулнишӗн тав тунӑ.

Ятарлӑ çар операцине хутшӑннӑ Никита Юринов паттӑрсене асӑнса вӗсене ӗмӗрех чӗремӗрсенче упрани пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине каланӑ. 

Акци «Астӑвӑм сачӗ» 2020 ҫултанпа Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин хушӑвӗпе, Раҫҫей Ҫут ҫанталӑк министерствипе Рослесхоз пулӑшнипе, «Экологи ырлӑхӗ» наци проекчӗн шайӗнче иртет.



06 мая 2026
11:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter