Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Радио кунӗ ячӗпе саламлани
Хисеплӗ радиохыпарлав ӗҫченӗсем, связистсем тата отрасль ветеранӗсем!
Сире професси уявӗпе – Радио кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!
Чӑваш Ен кӑҫал радиохыпарлавӑн ҫӗр ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать. Шӑпах пӗр ӗмӗр каялла, 1926 ҫулта, Шупашкарта пӗрремӗш хут чӑвашла радиокӑларӑм эфира тухнӑ. Унтанпа отрасль калама ҫук пысӑк ҫул утса тухнӑ – ҫирӗм точкӑллӑ пӗрремӗш радиоузелран пуҫласа хальхи вӑхӑтри цифра хыпарлавӗ таран.
Ҫӗр ҫул хушшинче темӗн те улшӑннӑ, анчах чи кирли ҫаплипех юлнӑ, ку вӑл – связистсен ӗҫӗ, шӑпах ӑна пула республикӑра пурӑнакан кашни ҫыншӑн эфир меллӗ те юрӑхлӑ пулса юлать. Паян Раҫҫей телекуравӗпе радиохыпарлав сечӗн филиалӗ «Чӑваш Республикин РТПЦ-рӗ», хальхи технологисемпе тата информацие ҫитерекен станцисен сечӗпе усӑ курса Чӑваш Енӗн пӗтӗм территорине цифрӑллӑ тата аналоглӑ хыпарлавпа шанчӑклӑн тивӗҫтерсе тӑрать. Эсир ӗҫ ҫине яваплӑ пӑхни тата ӗҫлевӗн пысӑк стандарчӗсем Раҫҫей телекуравӗпе радиохыпарлав сечӗн пӗтӗм филиалӗ хушшинче аварисӗр трансляци енӗпе малта пыма май параҫҫӗ.
Чӑваш радиовӗн кун-ҫулне пуҫарса яракансене тата ӑна пуянлатса пынӑ ҫынсене эпир уйрӑмах ӑшшӑн аса илетпӗр. Шӑпах вӗсем республикӑра пурӑнакансене ентешсен ӗҫри паттӑрлӑхӗ тата Андриян Николаевӑн легендарлӑ уҫлӑхри вӗҫевӗ ҫинчен каласа панӑ. Сирӗн пархатарлӑ ӗҫӗре пула пирӗн чӑваш литературипе музыкин классикӗсен сассисен хаксӑр «ылтӑн фончӗ» пур.
Хуласемпе ялсенче тата республика тулашӗнче пурӑнакан ҫӗршер пин итлекен валли «Чӑваш Ен – Раҫҫей радиовӗ», «Чӑваш Ен наци радиовӗ» тата «Тăван радио» йӑлана кӗнӗ пекех эфира икӗ чӗлхепе тухаҫҫӗ.
Ку чухнехи радио – мобильлӗ приложенисем те, интернет-стриминг та, подкастсем те. Эсир тӗнчери кирек хӑш вырӑнта та усӑ курма меллӗ мультимедиллӗ хутлӑх йӗркеленине пула классика эфирӗн чикки урлӑ ӑнӑҫлӑ каҫма пултартӑр. «Итле те кур» проект телекуравҫӑсем валли пуҫласа радиостуди алӑкӗсене уҫрӗ – тӳрӗ эфира халӗ илтме кӑна мар, курма та пулать. Тӗп хуларисем кӑна мар, муниципалитетсенчи хыпарлавҫӑсем те ӑнӑҫлӑ аталанаҫҫӗ, вӗсен шутӗнче: «Улатӑр радиовӗ» тата «Ҫӗнӗ Шупашкар хыпарӗсем» радиопрограмма.
Республикӑра пурӑнакансем сирӗн пысӑк шайри ӑталӑхӑра, ӗҫе парӑннине, тӑван чӗлхене тата хальхи технологисене лайӑх пӗлнине, итлекенсене чунтан юратнине тивӗҫлипе хаклаҫҫӗ. Сирӗн ӗҫӗр ӑрусене пӗрлештерет, чӑваш сӑмахӗн чӗрӗ сассине упрать.
Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, хавхалану, ҫӗнӗ проектсем, лайӑх илтӗнекен сигнал тата сире кашни эфиртах кӗтекен шанчӑклӑ итлекенсем сунатӑп!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
