Экономикӑна кадрсемпе тивӗҫтересси Чӑваш республикин Аслӑ экономика канашӗн анлӑ ларӑвӗн тӗп теми

Экономикӑна кадрсемпе тивӗҫтересси Чӑваш республикин Аслӑ экономика канашӗн анлӑ ларӑвӗн тӗп теми

Экономикӑна кадрсемпе тивӗҫтересси Чӑваш республикин Аслӑ экономика канашӗн анлӑ ларӑвӗн тӗп теми пулса тӑнӑ.

Ларӑва уҫнӑ май регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев кадр ыйтӑвӗ паян ҫӗршывӑн экономика хӑрушсӑрлӑхӗпе тата технологи аталанӑвӗпе тӳрремӗнех ҫыхӑннине палӑртнӑ. «Кадрсем» наци проекчӗн мероприятийӗсемпе тата Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн хушӑвӗсемпе килӗшӳллӗн кӑҫалхи раштавӑн 1-мӗшӗччен экономика отраслӗсене 2036 ҫулччен кадрсемпе тивӗҫтермелли стратегие ҫирӗплетӗҫ. Унӑн тӗп принципӗ-ӗҫ рынокне технологи улшӑнӑвӗсене хӑнӑхтарасси.

 «Пирӗн вӑрах вӑхӑтлӑх стратегисене ӑнӑҫлӑ пурнӑҫа кӗртес тата ҫӗршывӑн технологи суверенитетне тивӗҫтерес тесен бизнеса тата пур шайри вӗренӳ учрежденийӗсене те тарӑн интеграцилемелле. Ҫавӑнпа Чӑваш Ен наукӑпа технологи аталанӑвӗн тӗшши, инновацисен драйверӗ пулса тӑракан тата ҫамрӑксене хӑйне пурнӑҫа кӗртме ҫӗнӗ майсем уҫакан хальхи аслӑ шкулсем хушшинчи кампуса йӗркелессишӗн хастар ӗҫлет», - тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн ум сӑмахӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Чӑваш Ен ҫӗршыври ӗҫсӗрлӗхӗн чи пӗчӗк кӑтартӑвӗсенчен пӗрне сыхласа хӑварать. 2025 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх пӗтӗмӗшле ӗҫсӗрлӗх шайӗ 1,7 процентпа танлашнӑ (Раҫҫейри вӑтам кӑтарту 2,2 процентпа танлашать). Лару-тӑрӑва демографи кӑткӑслатать: ҫӗршывра ӗҫлекенӗн вӑтам ҫулӗ 42,5 ҫула ҫитнӗ.

 «2032 ҫулччен Чӑваш Ен экономикине 76 пин ытла ҫӗнӗ специалист кирлӗ пулӗ. Промышленноҫра, сывлӑх сыхлавӗнче, вӗренӳре, ял хуҫалӑхӗнче  ытларах кадрсем кирлӗ пулӗ. Кадр ыйтӑвӗн прогнозне пӗрремӗш хут республикӑри 3,6 пин организаци хутшӑннипе 7 ҫуллӑха хатӗрленӗ, ӑна ҫулсерен йӗркелӗҫ. Ӑна шутланӑ чухне пирӗн технологисен витӗмне шута илмеллех», -  тесе сӑмаха малалла тӑснӑ  Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн пулӑшуҫи Наталия Воскресенская.

Ҫав хушӑрах вӑтам професси пӗлӗвӗллӗ е ҫӗнӗлле вӗреннӗ специалистсемпе квалификациллӗ рабочисене ыйтасси те ҫав-ҫавах пысӑк. Пӗтӗмӗшле прогнозлӑ ҫичӗ ҫул хушшинче экономикӑна ҫакӑн пек квалификациллӗ 40 пине яхӑн ӗҫчен кирлӗ пулӗ.

Халӗ республикӑра «Ача сачӗ - шкул - СПО - аслӑ шкул – хушма професси пӗлӗвӗ» кулленех кирлӗ пек пӗлӳ паракан модель ӗҫлет. Система экономикӑн чӑн секторӗпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлет, практика кӑтартӑвӗсене те кӑтартать: СПО организацийӗсене кӗрекенсен шучӗ ӳсет, «Профессионалитет» программӑран вӗренсе тухакансене ӗҫе вырнаҫтарассин тӳпи пысӑк. Предприятисем вӗренӳ программисене йӗркелес тата практикӑсене йӗркелес ӗҫе хастартарах хутшӑнаҫҫӗ. 

Бизнес валли вӗрентӗве йӗркелемелли тӗп инструментсенчен пӗри тӗллевлӗ вӑрентсе кӑларасси. 2025/2026 вӗренӳ ҫулӗ валли республикӑри аслӑ шкулсене 857 тӗллевлӗ вырӑн уйӑрнӑ. 456 ҫынна илнӗ те. 2026 ҫултанпа тӗплӗ квота кӗртеҫҫӗ: кашни вырӑна конкретлӑ ӗҫ паракана тата пулас ӗҫе вырнаҫмалли территорие ҫирӗплетӗҫ. Ҫакӑ пур еншӗн те хутшӑнӑвӑн уҫӑмлӑхне ӳстерет, предприятисемшӗн хӑрушлӑха чакарать. 

Чӑваш Ен экономикин икӗ локомотивӗ - агропромышленноҫ комплексӗпе промышленноҫ валли кадрсем хатӗрлесси ҫине уйрӑмах тимлӗх уйӑрнӑ. Промышленноҫ секторӗнче пысӑк технологиллӗ производствӑсем, электротехника тата машиностроени валли специалистсем хатӗрлесси ҫине  те самай пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. 

РФ Патшалӑх Думин финанс рынок ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен Комитетӑн Председателӗ Анатолий Аксаков бюджет пайӗнче цифра технологийӗсем анлӑн пурнӑҫа кӗрсе пынине палӑртнӑ.  Чӑваш Енре пуҫаруллӑ та пысӑк тавра курӑмлӑ предпринимательсем сахал мар пулнине те тепӗр хут палӑртса каланӑ.  Пирӗн пӗрлехи тӗллев республикӑна аталантарса ыттисенчен те лайӑхрах вӑй илтерсе пырассине каланӑ вӑл.

РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева туризм ыйтӑвӗсем ҫинче тарӑнрах чарӑнса тӑнӑ. 

Ларура тӗрлӗ пысӑк предприятисен ертӳҫисе тухса калаҫнӑ. Вӗсем те кадр ыйтӑвӗсем пирки чарӑнса тӑнӑ, регионти вӗренӳ пайӗнчи проектсене пурнӑҫа кӗртсе пырас ӗҫе хастар хутшӑнассине хыпарланӑ.

Экономикӑн Аслӑ канашӗн ларӑвӗнче Чӑваш Республикин 2025–2030 ҫулсенчи социаллӑ-экономика аталанӑвӗн тулли программӑн проекчӗсене  тепӗр хут тишкернӗ. Проект ӗҫ-хӗлне тытса пырас системӑра пурнӑҫласси пирки те сӑмахланӑ.  Хальхи вӑхӑтра кӗртнӗ тӳрлетӳсене шута илсе, республика тулли программине 33 мегапроект, 40 драйвер-проект, 612 инвестици проекчӗ тата 1995 инфратытӑм проекчӗ кӗреҫҫӗ.



08 мая 2026
10:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter