Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Шупашкарта пурӑнакансене адреслӑ пулӑшу парассине хӑвӑртлатма тата патриотла проектсене анлӑлатма хушнӑ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Шупашкарта пурӑнакансене адреслӑ пулӑшу парассине хӑвӑртлатма тата патриотла проектсене анлӑлатма хушнӑ

Чӑваш Ен Пуҫӑлӑхӗ Олег Николаев Правительство ҫуртӗнче иртнӗ паянхи канашлура тӗллевлӗ хушусем панӑ. Вӗсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтернӗренпе 81 ҫул ҫитнине халалланӑ республикӑри мероприятисемпе ҫыхӑннӑ.

Республикӑри 32 пин ытла ҫынна Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе тивӗҫлӗ тӳлевсем проактивлӑ йӗркепе заявленисемсӗрех панӑ. Ҫав вӑхӑтрах икӗ пин ҫынна яхӑн тӳлеве хальхи вӑхӑтра кирлӗ даннӑйсем ҫуккине пула илеймен.

Олег Николаев Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерствине льгота илсе тӑракансен даннӑйсен базине тӗрӗслеме тата вӗсене ҫӗнетсе тӑма хушнӑ.

 «32 пин ытла ҫынна тӳлевсене проактивлӑ майпа панӑ - ку аван кӑтарту. Анчах та тӳлев илекенсен 5% ытларах пайӗ вӗсемсӗр юлнӑ. Тӗплӗн тишкерме тата даннӑйсене ҫӗнетме хушатӑп. Тӳлевсене вӑхӑтра тата туллин пурин патне те илсе ҫитермелле», - тесе палӑртса каланӑ Олег Николаев.

Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова ӑнлантарнӑ тӑрӑх, укҫа-тенкӗ каялла тавӑрса памалли тӗслӗхсем ытларах чухне банк карттине е пурӑнмалли вырӑна улӑштарнипе ҫыхӑннӑ. Тӳлев илеймен граждансем Социаллӑ пулӑшу мерисемпе тивӗҫтерекен центра кайма пултараҫҫӗ.

Аса илтеретпӗр, 2026 ҫултанпа Чӑваш Енре Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе тӳлевсене ҫулсеренех тӳлеҫҫӗ. Вӗсен виҫи ҫакнашкал: 10 пин тенкӗ - вӑрҫӑ инваличӗсемпе участникӗсем, участниксен тӑлӑх арӑмӗсем, концлагерьсенчи ҫул ҫитмен узниксем, блокадӑри Ленинградра пурӑннӑ ҫынсем валли; 3 пин тенкӗ - тыл ӗҫченӗсемпе «вӑрҫӑ ачисем» валли.

Республика Пуҫлӑхӗ уйрӑмах ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пулса иртнӗ БПЛА-па пысӑк масштаблӑ тапӑнӑвӗн сиенне пӗтерессине тимлӗх уйӑрнӑ. Олег Николаев службӑсене тата волонтёрсене хӑвӑрт юсав ӗҫӗсем ирттернӗшӗн тав тунӑ тата Шупашкарти шар курнӑ ҫынсене адреслӑ пулӑшу пама хушнӑ.

 «Ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнчи тапӑну тӑшманӑн сӑнне уҫҫӑн кӑтартса пачӗ, вӑл гражданла объектсене перет. Пирӗн халӗ пӗрлӗхе ҫирӗплетмелле. Тӑшмана парӑнтармалла. Правительство социаллӑ блокне тата Шупашкар хулин администрацине ҫынсен пурнӑҫри мӗнпур йывӑрлӑхне хӑвӑрт шута илсе витӗм кӳме, пулӑшупа тивӗҫтерме хушатӑп. Паянхи пурнӑҫра «чунпа пӗрле пулни» уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Йывӑр самантра никама та пӑрахса хӑвармалла мар»,  - тесе сӑмаха малалла тӑснӑ Олег Николаев.

Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫӗнтерӳ ҫулӗсем» ҫарпа патриотизм программине пурнӑҫласси ҫинчен  сӑмах пуҫарнӑ май, Олег Николаев шкул ачисене патриотизм маршручӗсене ытларах явӑҫтарма сӗннӗ. Вӗрентӳ министрӗ Дмитрий Захаров пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗнче авто-пешеходлӑ экскурсисене 900 ытла шкул ачи хутшӑннӑ. Планра 5-11-мӗш классенче вӗренекенсемпе пӗлӳллӗ турсем ирттересси.

Чӑваш Республикин культура министрӗ Светлана Каликова ҫак эрнере пӗр вӑхӑтрах тӑватӑ муниципалитетра: Канаш, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри тата Ҫӗрпӳ округӗсенче -  «Ҫӗнтерӳ ритмӗнче» республика автоклубсен фестивалӗ пуҫланнине пӗлтернӗ.

Республика Пуҫлӑхӗ округсенчи автоклубсен ӗҫне ытти патриотла акцисемпе, ҫав шутра Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен союзӗн «Песни о СВОоих» проекчӗпе пӗрле йӗркелеме кирли ҫинче чарӑнса тӑнӑ.



12 мая 2026
15:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter