Аслӑ Каҫал ен салинче вырнаҫнӑ ҫӗнӗ шкулӑн строительство ӗҫне Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тӗрӗсленӗ

Аслӑ Каҫал ен салинче вырнаҫнӑ ҫӗнӗ шкулӑн строительство ӗҫне Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев  тӗрӗсленӗ

Аслӑ Каҫал ен салинче вырнаҫнӑ 640 вырӑнлӑ ҫӗнӗ шкул 70% ытла хатӗр. Объект тахҫан кивӗ ҫурт ларнӑ вырӑнта хӑпартӑнать. Ӑна 2023 ҫулта аварийлӗ тесе йышӑннӑ пулнӑ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Комсомольски округӗнче пулнӑ май ҫак ял ҫыннисемшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ объектра мӗнле ӗҫсем пынине тӗрӗсленӗ. 20 пин тӑваткал метр ытла лаптӑк йышӑнакан ҫӗнӗ вӗренӳ заведенийӗ республика адреслӑ инвестици программи шайӗнче хӑпартӑнать. Ӗҫсем 2024 ҫулхи юпа уйӑхӗнче пуҫланнӑ, генеральнӑй подрядчик «ПМК № 8» АО. Строительство площадкинче куллен 80 ытла ҫын тӑрӑшать.

 «Каҫал енре шкул тӑвасси Чӑваш Енре вӗренӳ системине ҫӗнетессин анлӑ программин пайӗ. Кӑҫал кӑна эпир 38 шкула тӗпрен юсатпӑр, вӗсенчен 36-шне кӗркунне тӗлне уҫатпӑр. Ҫӗнӗ объектсем тӑвассипе пӗрлех эпир 121 шкула тӗпрен юсаса ҫӗнетрӗмӗр. Халӗ пирӗн тӗп тӗллев хуласемпе ялсенче ҫӗнӗ шкулсем тӑвасси анчах мар, ачасем валли условисене комплекслӑ майпа улӑштарасси те пулса тӑрать. Ку вӑл хальхи йышши классем, ача сачӗсене тӗпрен юсасси, ҫулталӑк тӑршшӗпех канмалли тытӑма аталантарасси. Эпир ачасем хӑйсен тантӑшӗсемпе хутшӑнса, аталанса, хӑтлӑ условисенче канма пӗрлехи хутлӑх тӑватпӑр», тенӗ Олег Николаев.

Хальхи вӑхӑтра специалистсем тӑрӑ хӑпартас, фасад тӑвас енӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Тулаш коммуникацисем хатӗр. Шалти ӗҫсем пирки калас пулсан, кунта пӗр вӑхӑтрах электричество, вентиляципе хутса ӑшӑтас системӑна вырнаҫтараҫҫӗ, стенасене штукатурлаҫҫӗ. Пысӑк пӗлтерӗшлӗ самант – котельнӑйне халех хута яма юрать. Пӗтӗмпех йӗркелесе ҫитернӗ», – тесе ҫирӗплетнӗ специалистсем.  

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев объекта пӗрремӗш хут кӑна мар килет. Шкул строительствин ӗҫне вӑл хӑйӗн тӳрремӗн тӗрӗслесе тӑрать. Ҫӗнӗ ҫурта хута яни иккӗмӗш сменӑпа вӗрентессине пӑрахӑҫланма май парать. Спортпа туслашма лайӑх условисем пур.

Контрактӑн пӗтӗмӗшле хакӗ 1,27 млрд тенкӗ, укҫа-тенкӗне республика хыснинчен уйӑрнӑ. Шкула ҫавӑн пекех ҫӗнӗ оборудованисемпе тивӗҫтерӗҫ. Мӗнпур ӗҫе контрактпа килӗшӳллӗн 2026 ҫулхи авӑн уйӑхӗ вӗҫленнӗ тӗле пӗтерме плана кӗртнӗ.

 



12 мая 2026
11:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter