Чӑваш Енре спортӑн тӗрлӗ енӗпе аталанмалли нумай функциллӗ инфратытӑм йӗркеленнине палӑртнӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Чӑваш Енре спортӑн тӗрлӗ енӗпе аталанмалли нумай функциллӗ инфратытӑм йӗркеленнине палӑртнӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Сӗнтӗрвӑрри муниципаллӑ округи сывлӑха ҫирӗплетекен тата спортпа туслаштаракан «Шурӑ чулсем» ятлӑ центр никӗсӗ ҫинче хӑпартнӑ ҫӗнӗ витнӗ модульлӗ спорт залне уҫнӑ ҫӗре Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑннӑ.

Объекта 2025 ҫулта «Бизнес-спринт (Эпӗ спорта суйлатӑп)» федераци проекчӗ шайӗнче хута янӑ. Ун лаптӑкӗ - 1,5 пин тӑваткал метр шутланать. Строительство валли 190 миллион тенкӗ ытла тӑкакланӑ, вӗсенчен 134 миллионне яхӑн федераци хыснинчен куҫарнӑ.

«2021 ҫулта эпир ачасен сывлӑхне ҫирӗплетесси тата аталантаресси ҫинчен калакан концепцие хатӗрлесе ҫирӗплетрӗмӗр. Пирӗн тӗллев - площадка юсасси кӑна мар, ачасем ҫулталӑк тӑршшӗпех спортра аталанма, хӑйсен ӗмӗчӗсене пурнӑҫлама, педагогсем тренер ӑсталӑхне туптама пултаракан нумай енлӗ инфратытӑм тӑвасси пулчӗ. Малашне кунта модульлӗ бассейн уҫасшӑн», - тесе ырӑ хыпара пӗлтернӗ Олег Николаев. Вӑл «Росинка» тата «Звездный» ачасен сывлӑха ҫирӗплетекен лагерсенче те ҫакнашкал объектсем пулассине хыпарланӑ.

«Шурӑ чулсем» центр 1996 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Физкультурӑпа спорт министерстви пуҫарнипе уҫӑлнӑ. Паянхи кун тӗлне объект регионти чи лайах тренировкӑсен бази пулса тӑнӑ, пин-пин ача канма, вӗренме тата пултаруллхне аталантарма пултарайрать ҫак центрта. 30 ҫулхи юбилей ячӗпе центр тахҫантанпах кӗтнӗ парнене тивӗҫнӗ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ спортсменсем валли йркеленӗ условисене курса хакланӑ. Спортсменсене хывӑнса тӑхӑнмалли анлӑ пӳлӗмсем, медицина е тата тавра-курӑмлӑха аталантармалли ятарлӑ площадкисем йӗркеленӗ. Спорт хатӗрӗсем ҫителӗклӗ. Кӗрешӳ, баскетболпа, мини-футболла выляма мӗнпур условисем хатӗр.

Уйрмах тин ҫеҫ спорта ҫӳреме пуҫланӑ спортсменсем савнаҫҫӗ. Ҫу уйахен 30-мӗшӗнчен пуҫласа кунта спорт енӗпе тӗрлӗ тренировкӑсем ирттерме палӑртнӑ.



14 мая 2026
09:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter