Купăрлясемшĕн çу уйăхĕн 19-мĕшĕ – кĕтнĕ уяв

Шупашкартан, Муркашран килнĕ хăнасем Николай Васильевич палăкĕ умне чечексем хучĕç, сума суса сăмахсем каларĕç.

«Ял-йыш хăйĕн мухтавлă ентешĕн ятне вилĕмсĕрлетни курӑнать. Купăрляна пырса кĕрсенех çуртсем çинче – «Никольский урамĕ» тесе, яла кĕрсен «Никольский  паркĕ» тесе çырнине куртăмăр. Паллă профессорăн ячĕпе ырă ĕçсем туни савăнтарать. Эпир те хамăр енчен унăн ятне туллин упрама тăрăшатпăр. «Хыпарăн» кашни номерĕ Никольскин сăнĕпе уçăлать. Вăл пире чăваш журналистикине аталантарма вăй парса тăнине туятпăр», – палăртрĕ «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ - тĕп редакторĕ Дмитрий Моисеев.

Купăрлясемшĕн çу уйăхĕн 19-мĕшĕ – кĕтнĕ уяв

Вĕсем Николай Никольские халалласа ирттерекен митинга курма, концертпа киленме парка килеççĕ. Хаçат ĕçченĕсемпе тĕл пулса аса илÿсемпе паллаштараҫҫӗ, хăйсен пурнăçĕ ҫинчен каласа кӑтартаҫҫӗ.

Пĕлтĕр кĕркунне ял халăхĕ парк çумĕнчи пĕвене тасатнă, туйăсем лартнă, сцена та ăсталанă. Çĕнелнĕ парка каçсерен çынсем уçăлма тухаççĕ. Паян унти сцена пушă пулмарĕ, Ваçкасси культура çуртĕнчи пултарулăх ушкăнĕ илемлӗ юрӑсемпе савăнтарчĕ.



Хыпар
18 мая 2026
15:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter