Олег Николаев KazanForum-ра: Чӑваш Ен ҫӗнӗ рыноксем уҫать тата тӗнчери партнёрлӑха ҫирӗплетет

Олег Николаев KazanForum-ра: Чӑваш Ен ҫӗнӗ рыноксем уҫать тата тӗнчери партнёрлӑха ҫирӗплетет

Хусан хулинче «Раççей – Ислам тĕнчи: KazanForum» XVII Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕ иртрĕ. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăннӑ. Унпа пĕрле республикăран пысăк делегаци ĕçленĕ, ун йышĕнче:  министрсем, пысăк предприятисен ертӳçисем, бизнес пĕрлĕхĕн представителĕсем. Стратегиллĕ сессисен, дискуссиллĕ панелсен, ĕçлĕ калаçусен тĕп темисем: суту-илӳпе экономика çыхăнăвĕсем, наука, технологисем, туризм енĕпе пĕрле ĕçлесси.

Форумăн ĕçлĕ программийĕн шайĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Киргизи Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш ҫумӗпе Данияр Амангельдиевпа тĕл пулнӑ. Тĕлпулура бизнес çыхăнăвĕсене çирĕплетес тата инвестици хутшăнăвне анлăлатас, выльăх-чĕрлĕх ăратне лайăхлатасси тата эмбрион технологийĕсем енĕпе пĕрле ĕçлесси пирки канашланӑ.

Олег Николаев палăртнă тăрăх, Чăваш Енпе Киргизи хушшинчи хутшăнусене нумай çуллăха планланипе шайлаштармалла. Чăваш предприятийĕсем тахçанах Киргизи рынокне электро машинăсемпе оборудовани, хĕвел батарейисем, спорт хатĕрӗсемпе пушар сӳнтерекенсен тумтирне, пылак çимĕçсене тата ыттине  те ӑсатаҫҫӗ.

 «НПП «Бреслер», «ЧЭАЗ» АО, «Релематика» ООО предприятисем энерги тытăмне аталантарас енĕпе хастар ĕçлеççĕ.

Калаçусен уйрăм блокне ял хуçалăх ыйтăвне кӗртнӗ. «Чебомилк» предприяти эмбрион куçарас енӗпе харпӑр лабораторине тытса тӑрать. Вӑл Киргизи специалистӗсене выльӑх-чӗрлӗх комплексӗсене ҫӗнетме тата ҫӗнӗ ӗҫ меслечӗсене вӗрентме хатӗр. Хӑй енчен, Киргизин ветеринари служби «Чувашское» АО-па  паха ӗҫ опычӗпе  паллашас , пӗр-пӗинпе кирлӗшсе ӗҫлессине палӑртать.

 «Пысӑк выльӑхсен геном трансплантацийӗ паянхи кун Киргизире тата ытти азиат ҫӗршывӗсемшӗн пӗлтерӗшлӗ. Эпир ҫак енӗпе шанчӑклӑ партнерсем пулма хатӗр. Пирӗн предприятисем валли те ҫак проектсем кӑсӑклӑ», – тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ.

Форумра Олег Николаев Кувейт Патшалӑхӗн Раҫҫейри Чрезвычайлӗ тата Полномочи Посолӗ Рашед Хаммад Аль-Адванипе ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ.

Республикӑри предприяти представителӗсем Кувейта тулашри суту-илӳ ҫаврӑнӑшне йӗркелес шухӑшлине палӑртнӑ. Тӗлпулура Кувейт энергетикинче, промышленноҫра тата строительствӑра вырнаҫма май пур таварсем пирки те сӳтсе явнӑ.

Олег Николаев республикӑри таварсен пахалӑхӗ пысӑк шайра пулнине палартнӑ.

 «Чӑваш Енӗн – электроэнергетика енӗпе ыттисемшӗн тӗслӗхре. Эпир халӗ инноваци енӗпе хастар ӗҫлетпӗр. Искусствеллӑ интеллектпа усӑ курни ку сферӑри пысӑк йышӑнусене тупма ҫӑмӑллатать. Тепӗр пысӑк ен  – пысӑк калӑпӑшлӑ техникӑсем, уйрӑмах тракторсем тирпейлесе кӑларасси. Эпир чаплӑ сервис йеркеленӗ. Пирӗн хими промышленноҫӗ тата резина-техника производстви шанчӑклӑ та тухӑҫлӑ пулнине ҫирӗплетет.   Пирӗн ӗҫчешсем компетенцисем ҫинчен пӗлеҫҫӗ тата ҫак енпе интересленессе  пӗлтереҫҫӗ»,  – тесе палӑртса каланӑ Олег Николаев.

Кувейт Посольстви чӑваш производителӗсен сӗнӗвӗсене пӑхса тухма хатӗррине пӗлтерет.

Форумра Олег Николаев «КАМАЗ» ПАО генеральнӑй директорӗпе Сергей Когогинпа та ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ.  Ертӳҫӗсем регионта пиншер ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтерекен промышленноç кооперацине анлăлатасси пирки сӳтсе явнӑ.

Калаҫу вӑхӑтӗнче ертӳҫӗсем республикӑри автобус парне ҫӗнетсе улӑштарас ыйту пирки те канашланӑ. Хале̌ Шупашкарта 20 НЕФАЗ-5299 автобус ӗҫлет. Ку машинӑсем  хула с̧ыннисемшěн питě паха. Ҫитес  виҫӗ ҫулта автобус паркне 100 ед. ытла техникӑпа пуянлатма тӗллев лартнӑ.

Тӗлпулу вӑхӑтӗнче пӗлтерӗшлӗ ыйтусене сӳтсе явнӑ май, кооперацие тарăнлатас, пе̌pлехи бизнес миссие пурнӑҫлассипе ҫыхӑннӑ ыйтусем пирки те чарӑнса тӑнӑ.



18 мая 2026
08:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter