Чӑваш Енри 38 шкул тӗпрен ҫӗнелсе улшӑнӗ: Олег Николаев вӗренӳ учрежденийӗсене хальхи йышши тата ачасемшӗн хӑтлӑ тумаллине каланӑ

Чӑваш Енри 38 шкул тӗпрен ҫӗнелсе улшӑнӗ: Олег Николаев вӗренӳ учрежденийӗсене хальхи йышши тата ачасемшӗн хӑтлӑ тумаллине каланӑ

2026 çулта республикӑри харӑсах 38 шкула тĕпрен юсама палӑртнӑ.  Укҫа-тенкӗне пӗлтӗрхинчен тăватă хут ытларах уйӑрнӑ. Программăна пурнăçа кӗртме 6,9 млрд тенкĕ ытла  пӑхса хӑварнӑ.

 «Вĕренӳ учрежденийĕсен йышӗпе кун пек калăпăш 2021 çулта кăна пулнӑ. Анчах та вĕренекенсен вырăнĕсен шучĕпе эпир кăçалах малтанхи кăтартусене иртсе каятпăр. Укçа-тенкĕ туллин пăхса хăварнă. Халĕ чи кирли - вырăнти процессене тĕрĕс йĕркелесе пырасси. Муниципалитетсен пуçлăхĕсене подрядчиксене тӗрӗслесе тăнисӗр пуçне педагогсене, шкул ачисене тата вӗсен ашшӗ-амӑшне ӗçе хастар явӑҫтарма  чӗнсе калатӑп. Ачасемпе ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен шкул сӑн-сӑпатне хӑйсем йӗркелесе парсан, вӗсем пур япалана та типтерлӗ тытма пуҫлӗҫ», -  палӑртнӑ вӗренӳ учрежденийӗсене тӗпрен юсас программӑна сӳтсе явнӑ май, Правительство ҫуртӗнче эрнесерен ирттерекен канашлура Олег Николаев.

Вӗренӳ шкул системисене ҫӗнетесси федераллӑ программа шайӗнче пурнӑҫланать. Ҫу уйӑхӗн варринчи тӗрӗслев кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, объектсен вӑтам техника хатӗрлӗхӗ 27% танлашать. Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен 15 шкулта юсав ӗҫӗсене вӗҫлеме палӑртнӑ.  21 объектра, вӗсенче анлӑрах юсав ирттермелле, юсав ӗҫӗсене чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен вӗҫлеме палӑртнӑ. Пӗтӗм списокран икӗ шкула 2027 ҫулччен икӗ ҫуллӑха программӑна кӗртнӗ.

Вӗренӳ организацийӗсене хальхи йышши оборудованипе тивӗҫтерессине те пӗр вӑхӑтрах  йӗркелесе пыраҫҫӗ.  Ҫак тӗллевсем валли федераллӑ бюджетран 294 млн тенкӗ уйӑрнӑ  - кашни шкула вӑтамран 8,2 млн тенкӗ. Пӗтӗм поставка контракчӗсене алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.

Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров юсавӑн пур тапхӑрне те - контрактсем ҫырса алӑ пуснинчен пуҫласа юлашки йышӑнӑва ҫитиччен - «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин депутачӗсем, педагогсем тата ашшӗ-амӑшӗсен комитечӗсен представителӗсем кӗрекен общество штабӗсен ҫирӗп тӗрӗслевре тытнине палӑртнӑ.



19 мая 2026
16:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter