Чӑваш Енри спорт объекчӗсем федераци шайӗнчи ӑмӑртусене ирттерме кирлӗ требованисене тивӗҫтернине каланӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
Республикӑн спорт календарӗ сумлӑ пӗлтерӗшлӗ темиҫе пулӑмпа пуянланнӑ. Шупашкарти «Олимпийский» стадионра сусӑрсем хушшинчи Раҫҫей первенствисем, ҫавӑн пекех ҫӑмӑл атлетика енӗпе Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртусем старт илнӗ. Ҫӗршывӑн 30 регионӗнчен килнӗ 300 ытла спортсмен ҫу уйӑхӗн 18 –20-мӗш кунӗсенче хӑйсен спортри ӑсталӑхне кӑтартнӑ.
«Пирӗншӗн ҫакӑн пек пысӑк калӑпӑшлӑ ӑмӑртусене йышӑнни – пысӑк чыс. Кун пек пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӑмӑртусем ырӑ йӑлана кӗрсе пыни аван. Ку спорт инфратытӑмне аталантарас, пурне те усӑ курма майлӑ хутлӑх тӑвас тата спорта пулӑшас енӗпе системӑллӑ ӗҫсен кӑтартӑвӗ тесен те тен йӑнӑшах мар пулӗ.
Юлашки ҫулсенче эпир 110 объекта хута ятӑмӑр тата паянхи кун тӗлне Чӑваш Енри 700 пин ытла ҫын спорт пурнӑҫ йӗркине суйласа илнӗ. Ҫӗнӗ лапамсем проект тапхӑрӗнчех нумай функциллӗ пулса тӑраҫҫӗ, вӗсем ҫинче професси спортсменӗсем те, сывлӑх енчен хавшак ҫынсем те, ачасем те, аслӑ ӳсӗмрисем те тренировкӑсем ирттерме пултараҫҫӗ. Правительствӑн тӗллевӗ – кашни ҫыншӑн спорта ҫитме, ӑсталӑха туптама хӑтлӑ условисем йӗркелесе парасси.
Эпӗ ҫирӗп шанатӑп, ҫакӑн пек шайри ӑмӑртусем республикӑра пурӑнакансене спортпа ытларах туслашма, хӑйсен вӑйне шанса тата тунӑ ҫитӗнӳсем ҫинче чарӑнса тӑмасӑр малалла ӗҫлеме хавхалантарасса», – тесе палӑртса каланӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Ку хутӗнчи ӑмӑртусенче уйрӑмах ветерансем ырӑ тӗслӗх кӑтартнӑ. Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ ушкӑнӗнче СВО участникӗсем Артемий Репкин тата Сергей Анисимов пулнӑ. Республикӑн чысне пурӗ 55 атлет хӳтӗлет, вӗсен хушшинче ҫӗршыври чи лайӑх спортсменсем – Анастасия Евграфова, Евгений Ногаев, Иван Скрынник, Дмитрий Щербаков, Виктория Кузьмина, Надежда Яковлева, Анна Ковалёва.
Чӑваш Ен Правительстви спорт тытӑмне кулленех укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерни сусӑр спортсменсене регион чысне тивӗҫлӗн хӳтӗлеме витӗм кӳрет. Кӑҫал вӗсен спортри ҫӳревӗсем валли 5,6 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Системӑллӑ пулӑшу мӗнле тухӑҫлӑ пулнине цифрӑсем кӑтартаҫҫӗ: 2025 ҫулта адаптивлӑ спорт спортсменӗсем Пӗтӗм Раҫҫейри тата тӗнчери турнирсенче 315 медаль ҫӗнсе илнӗ. Паянхи кун Шупашкарти шкулта 250 ҫын хӑйсен ӑсталӑхне туптать. Наци сборнӑйне халӗ Чӑваш Енрен 42 спортсмен кӗрет: 27 ҫын - ПОДА чирлӗ, 15-шӗ – куҫсӑррисем. Танлаштарма: 2024 ҫулта сборнӑйне 25 ПОДА-ллӑ спортсмен кӗнӗ, 2025 ҫулта вара вĕсен шучĕ 45-е ҫитнӗ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, турнир спортсменсен парачӗпе уҫӑлнӑ. Отрасле куллен аталантаракансен тӑрӑшулӑхне те палӑртнӑ паллӑ пулӑмра. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Указӗпе килӗшӳллӗн нумай ҫул хушши тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн А. Игнатьев ячӗллӗ Спорт хатӗрлевӗн центрӗн директорӗн ҫумне Ольга Максимовӑна «Чӑваш Республикин физкультурӑпа спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят парса чысланӑ. Официаллӑ пай пӗтӗмлетсенех Олег Николаев Раҫҫей Паралимп комитечӗн вице-президенчӗпе Ольга Семеновӑпа тата наци сборнӑйсен аслӑ тренерӗсемпе пӗрле ӑмӑртусен пӗрремӗш ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ.
