Ачасене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерес тесе, лагерьсенче анлă тĕрĕслев ирттермеллине чӗнсе каланӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Ачасене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерес тесе, лагерьсенче анлă тĕрĕслев ирттермеллине чӗнсе каланӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Чӑваш Енре  ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче  ачасен канӑвне йӗркелемелли, сывлӑха ҫирӗплетекен ҫуллахи тапхӑрӗ пуҫланать. Чрезвычайлӑ лару-тӑрӑва асӑрхаттарассине тата сирсе ярассине, пушар хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес ыйтусемпе ӗҫлекен Комисси ларӑвӗнче ача-пӑча лагерӗсене, шкулсене тата социаллӑ учрежденисене палӑртнӑ тапхӑра хатӗрлесе ҫитересси пирки ыйтӑва тӗплӗн пӑхса тухнӑ.  Канашлӑва Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Сергей Артамонов ертсе пынӑ.

Кӑҫал республикӑра ачасен канӑвӗ валли 300 ытла объекта хатӗрлесе ҫитерме палӑртнӑ: хула тулашӗнчи лагерь - 17, шкул ҫумӗнче - 275 тата социаллӑ пулӑшу центрӗсенче 10 лагерь хута яма пӑхса хӑварнӑ.  Правительство кирлӗ пек мӗнпур пулӑшӑва вӑхӑтра тивӗҫтерет. Йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ сахалтан та 1,5 пин ачана тулли канупа тивӗҫтерме бюджетран укҫа уйӑрма палӑртнӑ.  Пӗтӗмпе вара республикӑра ҫуллахи вӑхӑтра 80 пин ытла ача  хӑйсен канӑвне кӑсӑклӑ ирттерӗ.

 «Эпир ачасен сывлӑхне тата хӑрушсӑрлӑхне чи ҫӳллӗ шайра тивӗҫтерни ҫинчен ашшӗ-амӑшне пӗр иккӗленӳсӗр шантарма тивӗҫлӗ. Профильлӗ ведомствӑсем вырӑнти тӗрӗслевсен пахалӑхне вӑйлатмалла, лагерьсен ертӳҫисем вара мӗнпур инфратытӑма палӑртнӑ вӑхӑтра хатӗрлесе ҫитермелле», - тесе каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Лагерьсене видеокурав, хăрушлăх сигналĕн кнопкисем, пушар автоматики тата уçă вырăнта çутăпа тивĕçтерекен системăсем вырнаçтарнă. Канмалли объектсене çыхăну тата пушар сӳнтермелли хатĕрсем ҫителӗклӗ.  Сменӑна ачасене вырнаҫтариччен чи малтанах мӗнпур хатӗрсене тепĕр хут тĕрĕслĕç, аслисемпе пӗрле ачасем вара васкавлă лару-тăрура мĕн тумалли çинчен инструктаж иртĕç.

Республика правительстви территорисене хатĕрленĕ чухне хальхи чăнлăхри пулма пултаракан хăрушлăхсене те шута илнĕ. Çак çуркунне хула тулашĕнчи лагерьсенче терроризма хирĕç вĕренӳсем иртнĕ. Ертӳçӗсем, персонал тата хуралçăсем йĕркеллĕ мар лару-тăрура, беспилотниксенчен тата ракетăсенчен килекен хăрушлăхсене шута илсе, мĕн тумалли алгоритмсене хăнăхнă.

Лару ӗҫне пӗтӗмлетнӗ май, Сергей Артамонов муниципалитетсен ертӳҫисене объектсене хатӗрлессине харпӑр хӑй тӗрӗслевне  илме чӗнсе каланӑ. Вӑл округсен пуҫлӑхӗсене лагерьсене тата шкулсене тӑтӑшах ҫитсе курма, вырӑнти мӗнпур ведомство ӗҫне йӗркелесе пыма хушнӑ.

 



21 мая 2026
17:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter