МЧСра хăйĕн чун туртăмне тупнă

«Пушарпа çăлав служби, итлетĕп сире!» — çак сăмахсенчен пуçланать те кирек мĕнле çăлăнăç. Телефонăн тепĕр вĕçĕнчи çынран малашнехи ĕç-пуç мĕнле пуласси килет. Алина Алексеевăн çавăн пек шăнкăрав пин-пин пулнă. МЧСра вăл хăйĕн чун туртăмне тупнă.

Пĕрремĕш дежурство асра

18 çул каялла Алина Алексеева Шупашкарти 6-мĕш пушар чаçне диспетчера ĕçлеме вырнаçнă. Халĕ — пĕчĕккипе декретра. Вăрнар тăрăхĕнчи Кăмпал ялĕнче кун çути курнăскер ачаран спортăн тĕрлĕ ăмăртăвне хутшăннă. Çăмăл атлетикăпа кăсăкланнă, йĕлтĕрпе чупнă. Районта шкул чысне хӳтĕлесе республикăна тухнă. Чи лайăх 10 спортсмен йышĕнче пулнă. Алина 6 ачаллă çемьере виççĕмĕш çитĕннĕ. Хăмăш шкулĕнче 9 класс вĕреннĕ. 10-11-мĕш классене Калинино шкулне кайнă. Хыççăн Канашри педколледжа çул тытнă. Физкультура учителĕ пулма тĕллевленнĕ.

«Пирĕн çемьере пурте спортпа туслăччĕ. 23-мĕш училищĕре вĕреннĕ чухне йăмăкпа Маринăпа спорт шкулне тренировкăсене çӳреттĕмĕр. Çавăн чухне методистра ĕçлеме сĕнчĕç. Вĕренеттĕм те каяс темерĕм. Ачасемпе те ĕçлеме çăмăл мар. Пушар чаçне чĕнсен хамăн вăя тĕрĕслесе пăхма шухăшларăм. Юлашкинчен кунтах юлтăм. Пĕр кун дежурство тăраттăм та виçĕ кун канаттăм. Вĕренӳре те ĕлкĕрсе пыраттăм. Тĕрĕссипе, пирĕн çемьере никам та МЧСра ĕçлемен. Атте колхозра тĕп инженерта вăй хунă. Анне сутуçăра тăрăшнă, кайран ял хуçалăхĕнче тимленĕ. Пичче хуçалăхра трактористра ĕçлет. Аппа-йăмăк ача садĕнче тăрăшаççĕ. Шăпа МЧС тытăмне илсе çитерессе шухăшлама та пултарайман. Кунта килнĕшĕн пĕрре те ӳкĕнместĕп», — чунне уçрĕ çынсен пурнăçне çăлас ĕçе халалланăскер.

— Пĕрремĕш дежурствăна паянхи кун пек астăватăп. Ĕçе вырнаçма кайиччен эпĕ ку тытăмра вăй хуракансен ĕçĕ пирки ытлах пĕлместĕм. Стажировкăна илчĕç. Пушар чаçĕн пуçлăхĕ Андрей Анатольевич ĕçтешсемпе паллаштарчĕ. Пурте арçынччĕ. Вĕсене курсан вăтанса, хĕрелсе кайрăм. 20 çулта кăначчĕ ун чухне. Диспетчер пӳлĕмне илсе кайрĕç. Пĕтĕмпех ăнлантарчĕç, анчах калани çийĕнчех пуçран тухса ӳкрĕ. Кăнтăрла çитсен ертӳçĕ кăмăл-туйăм пирки ыйтрĕ. Эпĕ пултараймасран шикленнине пĕлтертĕм. «Тӳрех пăлханса ан ӳк. Ĕçлесен-ĕçлесен хăнăхăн. Калинин районне тĕплĕн тишкер. Ăçта хăш урамра çуртсем вырнаçнине, пушар тухас хăрушлăх пур объектсене… тĕпче», — хытарса каланăччĕ. Кайран хăнăхса çитрĕм.

Шăнкăрав пулсан малтанах телефона тытма шикленеттĕм. Çынсене пулăшу кирлине тавçăрса çавăнтах хуравлаттăм. Тĕп управленийĕн пушар сӳнтерекен службинчен офицерсем те шăнкăравлатчĕç. Ман шикленĕве туйса-ши: «Эсир тин ĕçлеме килнĕскер мар-и?» — тесе ыйтнăччĕ. Çапах пулăшатчĕç, ăнлантаратчĕç. Пушар сӳнтерекенсем каçхине дежурствăна килсен çамрăк диспетчерсене вĕрентсе пыратчĕç: ыйтусене хуравлатчĕç, шăнкăравсене йышăнатчĕç. Коллектив туслăччĕ. Яланах пĕр шухăшлă пулнă. Пĕр-пĕрне пулăшнă.

Тин ĕçлеме килнĕскерсене шăнкăравсем йышăнма тӳрех шанмастчĕç. Виçĕ дежурствăна эпĕ диспетчер пулăшуçипе ирттертĕм. Ытларах хам ĕçлеттĕм, вăл тĕрĕслесе тăратчĕ. Инкек вырăнне тухса кайсан васкавлă службăсене ямалла е çук — пĕлтеретчĕ. Пăтăрмахсем ку таранччен пулманччĕ. Ĕçе тӳрĕ кăмăлпа пурнăçлаттăм.

2010 çулхи çулла питĕ шăрăх пулнăччĕ. Пушар чылай тухнăччĕ. Сосновкăра пĕрмай «хĕрлĕ автан» алхасатчĕ. Кинемейсем кунĕн-çĕрĕн шăнкăравлатчĕç. «Сывлама май çук. Мĕн тумалла?» — тесе ыйтатчĕç. Пирĕн пата Тĕп управленирен шăнкăрав çитет. Кунтан ăçта инкек пулнине, миçе техника каймаллине пĕлтереççĕ. Çырса пынă вăхăтра тревога пусатпăр. Ĕçченсем çав вăхăтра хăвăрт-хăвăрт тăхăнаççĕ, хатĕрленеççĕ. Микрофонпа инкек пулнă вырăнăн адресне пĕлтеретпĕр. Путевка çырса паратпăр. Ун хыççăн пушар машини çула тухать. Ытти хушма хыпара раципе пĕлтеретпĕр. Юнашар районта пысăк пушарсем тухсан пирĕн техника та пулăшма каять.

Пире, 6-мĕш чаçри диспетчерсене, тĕп управление 2-3 эрнелĕх стажировкăна та яратчĕç. Унта «112» телефон номерĕпе тӳррĕн шăнкăравсем çитетчĕç. Пĕр дальнобойщик, вырăсла калаçаканскер, çул çинче пулнă авари пирки пĕлтернĕччĕ. «Москакаусы, Москакаусы», — терĕ хайхи чăвашла лайăх пĕлменскер. Телее, эпир пĕр-пĕрне ăнлантăмăр. Арçын Муркаш округĕнчи Москакасси пирки каланă», — ĕçри самантсем çинче чарăнса тăчĕ Алина Николаевна.

«Кашни çеккунт пĕлтерĕшлĕ»

Диспетчер ЧП пирки хыпар йышăнать кăна мар, «хĕрлĕ автанпа» кĕрешекенсемпе инкеке лекнĕ çынпа çыхăну тытса тăрать. Пушар сӳнтерекенсен ĕçне пуçласа вĕçне çитичченех йĕркелет. Хăш чухне пĕлме çук: ача-пăча иртĕхет е чăнах та пулăшу кирлĕ. Апла пулин те ĕçченсем пур шăнкăрава та йышăнаççĕ.

— Пĕр вырăн пирки нумай шăнкăравсем пулсан тӳрех инкекĕн пĕлтерĕшне туйса илетпĕр. Пур çĕре те полицие, васкавлă пулăшăва, газ службине, электриксене яма тăрăшатпăр. Кашни шăнкăравшăн яваплăх туятпăр. Тĕрĕс информацие пушар сӳнтерекенсем патне хăвăрт çитерме тăрăшатпăр. Кашни çеккунт пĕлтерĕшлĕ-çке! — ăнлантарчĕ диспетчерта вăй хураканскер.

Пĕр пулăм вара унăн асĕнче яланлăхах юлнă. Ку Шупашкарти пĕр çуртра пулнă. Икĕ ача хваттерте хăйсем тĕллĕн юлнă. Амăшĕ ĕçре пулнă. Ачасем шăрпăкпа вылянă та пушар тухнă. «01» вырăна хăвăрт çитнĕ. Васкавлă пулăшу та вăхăтра пулнă, анчах шăпăрлансене çăлса хăварайман. Ачасем сĕрĕмпе чыхăнса вилнĕ.

— Ку маншăн дежурствăри пĕрремĕш ача виллисем пулчĕç. Питĕ пăшăрхантăм, куççульлентĕм. Çав ачасем çинчен пĕрмай шухăшласа çӳрерĕм. 3-4 кунран аран тăна кĕтĕм, — хурлăхлă пулăм çинчен аса илчĕ 6 ача амăшĕ.

— Пирĕн ĕçре пушар чаçĕн пăхăнăвĕнче тăракан çуртсем, подъездсем, гидрантсем ăçта вырнаçнине пĕлсен йывăрлăх çук темелле. Дежурствăна юлсан ачасене упăшкан амăшĕ пăхса пулăшатчĕ. Мана «хуняма» сăмах килĕшместчĕ. Качча килсен упăшкан амăшне эпĕ тӳрех «анне» тесе чĕннĕ. Хамăн анне 2013 çулта çĕре кĕчĕ. Тепĕр 10 çултан атте те пурнăçран уйрăлчĕ, — пытармарĕ хĕрарăм.

Пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтараççĕ

Алексеевсем 6 ача çитĕнтереççĕ. Мăшăр 14 çул пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнать. Çемье пуçĕ — Рома — строитель. Мускава, Чулхулана стройкăна çӳрет. Ача пăхасси, кил-çурта тытасси хĕрарăмăн черчен хулпуççийĕ çинче.

— Кĕçĕн ачана çуратнă чухне упăшка стройкăраччĕ. Унтан виçĕ уйăхран çеç килме пултарчĕ. Больницăран тăвансем, упăшкан иккĕмĕш сыпăкри аппăшĕ, хăйматлăх ачи тата ывăл кĕтсе илнĕччĕ. Аслă хĕр Валерия 13-ре, 7-мĕш класран вĕренсе тухать. Ун хыççăн — Тимур, Карина, Стефания, Камилла çуралчĕç. Кĕçĕнни Герман — 9 уйăхра.

Улттăмăшĕ арçын ача пуласса кĕтнĕччĕ. Хĕр нумай пулнăран мăшăр ывăл пирки ĕмĕтленчĕ. Ялта стройка тумалла, ĕç нихçан та пĕтмест. Арçын ачасем кирлех. Упăшка Мускавраччĕ, ывăл пуласси çинчен пĕлсен ăна тӳрех шăнкăравласа пĕлтертĕм. Пĕррехинче каçхине чей ĕçсе ларатпăр. Упăшкана манăн пуçра тахçантанпах пĕр ят мĕлтлетнине каларăм. Вăл та çапла шухăшласа çӳренĕ иккен. Иксĕмĕр те Герман ята килĕштернĕ-тĕр. Упăшкан амăшĕн ашшĕ Герман Романович ятлă пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Йăх ан пĕттĕр тесе ывăла çапла ят патăмăр.

Ачасене пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтаратпăр. Пирĕн çемьере арçыннăн тата хĕрарăмăн ĕçĕ çук. Эп килте çук чухне упăшка пĕтĕмпех тирпейлет, тасатать. Аслине арçын ĕçне тума хăнăхтаратпăр. Упăшка çук чухне мĕн те пулин çĕмĕрĕлсе каять тĕк Тимур юсама вĕрентĕр тетпĕр. Ывăл хăй те техника патне туртăнать. Кăçал 12 çул тултарать. Валерия эпĕ пахчара кăштăртатнă чухне кĕçĕннисене асăрхаса тăрать. Эпир ачасене телефон ытлашши тыттармастпăр. Ăмăртусене, конкурссене, олимпиадăсене кайнă чухне кăна усă курма май паратпăр. Пуçĕсене ĕçлеттерччĕр, хăйсем тĕллĕн шухăшлама вĕренччĕр тетпĕр. Пирĕн ачасем «4» тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пыраççĕ. Виççĕшĕ шкула чупаççĕ. Садике инçе çӳремелле, чăрмавлă пулнăран тепĕр виççĕшĕ килте. Пирĕн ачасем чăвашла лайăх пĕлеççĕ. Валерия биологие, математикăна юратать. Тимур спортпа интересленет. Çăмăл атлетикăпа кăсăкланать, йĕлтĕрпе чупать. Хама хывнă пулинех. Ачасене эпир хăйсене юрăхлă професси суйласа илмеллине ăнлантаратпăр.

Туслă çӳренĕ чухне упăшка пирĕн пысăк çемье пуласси пирки калатчĕ. Вăл та йышлă çемьере çитĕннĕ. Вĕсем 3 пĕртăван ӳснĕ. Пурте — ывăлсем. Упăшка — кӳршĕ ялтан, Мăн Хирлепрен. Эпир ачаран пĕр-пĕрне паллатпăр, ăмăртусене çӳренĕ. Вăл салтака кайса килсен туслă çӳреме пуçларăмăр. Пĕрлешичченех упăшка тĕп килте çурт никĕсне яма тытăннă. 8 çул çурт хăпартрăмăр. Вăл вăхăтра 3 ача çуралчĕ. Çул урлă упăшкан пиччĕшĕ пурăнатчĕ. Çурт хăпартиччен вĕсем патĕнче кун кунларăмăр. 2020 çулта пӳрте кĕтĕмĕр. Икĕ ĕне усраттăмăр. Сĕт хакĕ йӳнелсен ĕнесене сутрăмăр. Ачасем сĕттурăх тавраш ĕçместчĕç. Упăшка 2-3-шер уйăхлăха Мускава стройкăна çӳретчĕ. Ĕнесене сутсан вăкăрсем усрарăмăр. Унтан чăх-чĕп пăхма пуçларăмăр. Хăйматлăх ачисем çуралнă кунра инкубатор парнелерĕç. Эпĕ хам та ун пирки ĕмĕтленнĕччĕ. Ачасене те питĕ интереслĕ. Кăçал 60 çăмарта хутăмăр. Чĕпĕсем тухрĕç», — çапла вĕçлерĕ калаçăва нумай ача амăшĕ.



Хыпар
22 мая 2026
15:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter