«Ялта чи лайӑххисем» слет республикӑри 1500 ытла çамрăк пултаруллӑ яш-кӗрӗме пӗр чӑмӑра пухнӑ
«Ялта чи лайӑххисем» конкурс республикӑри пултаруллӑ яш-кӗрӗме пиллӗкмӗш хут пӗрле пуҫтарнӑ. Кӑҫал вӑл Тӑвай округӗнче иртнӗ, унта 1500 ытла ял çамрăкӗ: вĕрентекенсем, тухтăрсем, аграри пайӗнче тӑрӑшакансем, культурăпа спорт ĕçченĕсем, студентсем пӗр чӑмӑра пухӑннӑ. Форума «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партийӗн «Раҫҫей ялӗ» проекта, Раççейри Халăхсен пĕрлĕхӗн тата Чăваш Республикинчи Халăхсен туслăхӗн çулталăкӗсене халалласа ирттернӗ.
Агрослётăн тӗп пӗтӗмлетӗвӗ – «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин «Халăх программи 2.0» валли сӗнӳсем хатӗрлесси. Çамрăксем 200 ытла пуçарупа тухнă, вĕсем ял инфратытăмне аталантарасси тата çамрăк специалистсене пулăшасси тата ытти те.
Форума Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăннă. Пиллĕк çул хушшинче слёт хастар тата яваплă çамрăксене пĕрлештерекен площадка пулса тăнине уйрӑммӑн палӑртса каланӑ республика пуҫлӑхӗ. Кунта ăрусен диалогĕ тата пӗр-пӗрин паха ӗҫ опычӗсемпе паллашасси, ял территорийĕсене аталантарас енĕпе практикăллă йышăнусем туса хурасси ыйтусем малти вырӑнта тӑнӑ. Республикăра пурнăç пахалăхĕ те улшăннă - ялсенче шкулсем, ФАПсем, культура çурчĕсем çĕкленеççĕ тата çĕнелсе пыраççĕ.
«Чи кирли - пирĕн пурнăç çине пăхасси улшăнчӗ. Эпир кашни хăйӗн тÿпине хывнинчен кашни ял аталанăвӗ тата пӗтӗм республика аталанӑвӗ килнине ăнланатпӑр», – тесе палӑртнӑ вӑл.
Республика Пуçлăхĕ çавăн пекех ял йăла-йĕркесен çăлкуçĕ тата халăхăн вăй-хал çӗрĕ пулса юлнине, вĕсем пире хальхи мĕнпур йывăрлăха çăмăллăн парăнтарма май панине палăртнă. Аслисен опычӗпе çӗнӗ технологисен майӗсене пӗрлештерни ял туризмӗн тата АПК сферинче проектсене пурнăçа кӗртме майсем уçать. Вăл уйрăмах çамрăксен пӗлтерӗшне палăртнă: «Паянхи çамрăксем улшăнусене хастар хутшăнаççӗ, малашне те çак хăвăртлăха ӳстерсе пырӗç. Пӗтӗмпех хамăр алăра», – тесе сӑмаха ҫавӑрнӑ Пуҫлӑх.
Регион Ертӳçи агропромышленность комплексӗнче тата муниципаллă службӑра тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленисене наградӑсем парса хавхалантарнӑ.
Раççей Федерацийӗн Патшалăх Думин депутачӗ Алла Салаева «Лучшие на селе» слёта çӗршывшӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ те паха проект тесе хакланӑ.
Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗ, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн Секретарӗ Сергей Артамонов ҫамрӑк ӑру обществӑпа политика пурнӑҫне хастар хутшӑннине палӑртнӑ, слёт вӑхӑтӗнче вуншар ҫамрӑк специалист парти проекчӗсене пурнӑҫа кӗртме хутшӑнма йышӑннине пӗлтернӗ. «Слётӑн тӗп хаклӑхӗ – унӑн атмосфери: кунта эпир пысӑк ҫемье пек пӗлтерӗшлӗ те кирлӗ ыйтусене сӳтсе яватпӑр тата татса паратпӑр», – тенӗ вӑл.
Форума пухӑннисене Республика кунӗн ҫӗнӗрен пӑхса тухнӑ концепцийӗпе паллаштарнӑ. Маларах социаллӑ сетьсенче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев муниципалитетсенче пур мероприятисене те наци йӑли-йӗркисене тӗпе хурса ирттерме чӗнсе каланӑ, хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗ яланхи пекех малти вырӑна тухмаллине асӑннӑ. Тимлӗхе самантлӑха та ҫухатмалла мар. Ҫӗнӗ концепци чӑваш халӑхӗн тӗп уявӗсенчен пӗри – Акатуй – чӑваш халӑхӗн тӗп уявӗсенчен пӗри, вӑл ӗҫпе тата тӑван ҫӗрпе ҫыхӑннӑ уяв, тенине тепӗр хут аса илтерсе хӑванӑ.
Слёт шайӗнче ял ҫамрӑкӗсен спартакиади, кӗрешӳ тата ҫавӑн пекех квадроциклсемпе ирттерекен ӑмӑртусем иртнӗ. Муниципалитет округӗсемпе хуласен делегацийӗсем художество пултарулӑхӗн смотрӗнче пултарулӑх номерӗсемпе паллаштарнӑ. Лапама илемлӗн илемлетессипе иртекен конкурсра тата пулӑ шӳрпи пӗҫерес енӗпе ирттерекен ӑмӑртусенче хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартса панӑ.
«Ялта чи лайӑххисем» конкурс республикӑри пултаруллӑ яш-кӗрӗме пиллӗкмӗш хут пӗрле пуҫтарнӑ. Ҫамрӑксене пӗчӗкренех ялсен аталанӑвне явӑҫтарасси, хула тулашӗнче те тулли пурнӑҫпа пурӑнма, ӳсме, тӗрлӗ енлӗн аталанма май пуррине ӗнентересси, ял хуҫалӑх ӗҫӗнчи ҫитӗнӳсемпе паллаштарасси, ҫут ҫанталӑка упрама, юратма хӑнӑхтарасси яланхи пекех пӗлтерӗшлӗ. Мероприяти кӑҫалхипе пиллӗкмӗш хут иртнӗ. Ӑна ялти пурнӑҫа ӳсекен ӑру хушшинче сарас, ялта та пурӑнма тата ӗҫлеме лайӑххине кӑтартса парас тӗллевпе ҫулсеренех ирттереҫҫӗ.
