Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Предприниматель кунӗ ячӗпе саламлани
Чӑваш Енӗн бизнес-пӗрлӗхӗн хисеплӗ ҫыннисем!
Сире Предприниматель кунӗ ячӗпе саламлатӑп! Ҫӗршыв Президенчӗн Указӗпе 2007 ҫулта туса хунӑ ҫак уяв, ыттисемпе танлаштарсан, самай ҫамрӑк, унӑн кун-ҫулӗ ҫырӑнма тытӑннӑ кӑна-ха. Ҫав пархатарлӑ ӗҫе эсир те хӑвӑр тӳпӗре хыватӑр!«Чӑваш Енре туса кӑларнӑ» паллӑллӑ тавар ҫинчен хамӑр ҫӗршывра кӑна мар, чикӗ леш енче те лайӑх пӗлсе пӗлсе тӑма шӑпах сирӗн пуҫарӑвӑрпа вӑй-халӑр ытларах пулӑшаҫҫӗ.
Пирӗн патра туса кӑларакан хими им-ҫамӗсем тухӑҫа вун-вун регионта тата ытти ҫӗршывсенче хӳтӗлеҫҫӗ. Чӑваш канфет-премӗкне Китайра питӗ кӑмӑллаҫҫӗ, тракторсене вара Африка континентӗнче кӗтеҫҫӗ. Раҫҫейри вунӑ хӑмла пахчинчен тӑххӑрӑшӗ – Чӑваш Енӗн, вӗсенче пирӗн «симӗс ылтӑн» ҫитӗнет.
Ҫав кашни брендах пуҫаруллӑ, республика экономикине, унӑн аграри секторне аталантарассишӗн хӑйсем ҫине явап илнӗ ҫынсем тӑрӑшнипе вӑй илсе тӗрекленнӗ. Чӑваш Енре пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗхӗн 150 пин ытла субъектне шута илнӗ. Юлашки 6 ҫулта асӑннӑ сферӑра ӗҫлекенсен йышӗ 63,4 процент чухлӗ ӳснӗ, пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх пӗтӗмӗшле хывнӑ налук тата страхлав тӳлевӗсем 2025 ҫулта 54,5 миллиард тенке ҫитнӗ.
Эсир хальхи суту-илӳ инфратытӑмне туса хурас ӗҫре те хастарлӑх кӑтартатӑр. Ҫакна «Пехет» агромаркет тӗслӗхӗ лайӑх ҫирӗплетет, фермерсем халӗ унта хӑйсен продукцийӗпе посредниксемсӗр суту-илӳ тӑваҫҫӗ. Паян ҫав хӑтлӑ вырӑнта регионӑн 40 туса кӑлараканӗ ӑнӑҫлӑ ӗҫлет.
Республика Правительстви сире яланах пулӑшма тӑрӑшать. 2030 ҫулчченхи Комплекслӑ аталану программи шайӗнче эпир пӗтӗмӗшле хакӗ 40 миллиард тенкӗпе танлашакан пысӑк плана – 33 мегапроекта, 620 инвестици проекчӗпе 2120 инфратытӑм проектне –пурнӑҫа кӗртетпӗр. Инфратытӑма анлӑн ҫӗнетес ӗҫе малалла тӑсатпӑр: энерги центрӗсем хута яратпӑр, хальхи логистика комплексӗсем уҫатпӑр. Кашни инвестици проектнех эпир хамӑрӑн управлени тытӑмӗнче цифра мелӗпе сӑнаса тӑратпӑр. Ҫакӑ уҫӑмлӑха, тӗрӗслеве тата сирӗн бизнесӑра чӑн пулӑшу кӳрессине тивӗҫтерет.
Сире хӑюлӑхӑршӑн, пысӑк ӗмӗтӗрсемшӗн тата вӗсене тӑван тӑрӑхра пурнӑҫа кӗртнӗшӗн тав тӑватӑп! Сирӗн проектӑрсем тӗнчери рыноксене тухсах тӑччӑр, ӗҫтешле хутшӑнусем ҫирӗпленсе пыччӑр, пултарулӑх вӑй-халӗ вара нихӑҫан та ан иксӗлтӗр! Уявпа! Раҫҫей предпринимательлӗх кунӗ ячӗпе!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
