Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Пограничник кунӗ ячӗпе саламлани
Чикӗ сыхлакан ҫарсен хисеплӗ ҫар ҫыннийӗсем тата ветеранӗсем!
Сире Пограничник кунӗ ячӗпе саламлатӑп!
Тӑван ҫӗршыв чиккисене сыхласси хӑть хӑш саманара та чи пӗлтерӗшлӗ ӗҫ шутланнӑ та, шутланать те. Эсир хаяр тӗрӗслев ҫулӗсенче патшалӑх чиккисен хуралӗнче сыхӑ тӑнӑ, паян та, ҫӗнӗ йывӑрлӑхсен тапхӑрӗнче, хамӑрӑн территорисене шанчӑклӑн хураллатӑр. Ятарлӑ ҫар операцийӗ сирӗн ума уйрӑм тӗллевсем лартать, вӗсене эсир чыслӑн пурнӑҫласа пыратӑр. Ҫӗршыв суверенитетне тата миллионшар ҫын тӑнӑҫлӑхне шӑпах эсир тивӗҫтеретӗр.
Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ иртнӗ ҫулсенчи паттӑрсен ячӗсем пирӗн асра упранаҫҫӗ. Александр Викторов генерал-полковникӑн, Владимир Тихонов полковникӑн паттӑрла ӗҫӗсем яланлӑх тӗслӗх пулса юлаҫҫӗ. Паян ҫав пысӑк пӗлтерӗшлӗ тивӗҫе чикӗ сыхлавҫисен хальхи ӑрӑвӗ сумлӑн пурнӑҫлать. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр халӗ, ҫак самантра, чикӗри хӑрушлӑхсене хирӗҫ тӑраҫҫӗ. Эпир диверсантсен тапӑнӑвне сирсе янӑ чухне ҫар тивӗҫне вӗҫне ҫитиччен пурнӑҫласа пуҫне хунӑ Александр Николаев лейтенант паттӑрлӑхӗ умӗнче пуҫа таятпӑр. Ҫакӑн пек ҫынсем – Тӑван ҫӗршыва чунтан парӑннин ҫутӑ тӗслӗхӗ, ҫавӑнпа вӗсем хуралта тӑнӑ чухне пирӗн чикӗсен тӗкӗнменлӗхне ҫирӗппӗнех шанма пулать.
Паянхи саманара чикӗре хӗсметре тӑрасси вӑл – хӳтӗлевҫӗ ятне илме ирӗк пуррине куллен ҫирӗплетсе пани. Ку калама ҫук пысӑк яваплӑх, ҫав ҫӑмӑлах мар ӗҫе пурнӑҫлама ҫӳллӗ шайри ӑсталӑх кӑна мар, чун ҫирӗплӗхӗ те, командӑра ӗҫлеме пӗлни те, лару-тӑрӑва хӑвӑрт хак парса тивӗҫлӗ йышӑну тума пултарни те кирлӗ. Сирӗн кашни йышӑнӑвӑр, кашни утӑмӑр – ҫӗршыв хӑрушсӑрлӑхне хывнӑ курӑмлӑ тӳпе.
Ветерансене – уйрӑм тав сӑмахӗсем, вӗсем мухтавлӑ йӑла-йӗрке никӗсӗсене хывса хӑварнӑ тата ҫулсерен пуянлатса пынӑ. Эсир салтаксен ҫамрӑк ӑрӑвӗшӗн паттӑрлӑх тата присягӑна парӑннин ҫутӑ тӗслӗхӗ пулса тӑратӑр.
Сире ҫирӗп сывлӑх, чӑтӑмлӑх тата ҫӑмӑл мар службӑра ҫитӗнӳсем сунатӑп! Хӑвӑра шанса панӑ чикӗ лаптӑкӗсенче яланах йӗрке хуҫалантӑр. Сирӗнпе тивӗҫлипе мухтанакан, килте чӑтӑмсӑррӑн кӗтекен ҫемйӗрсене пур тӗрлӗ ырлӑх тата ӑнӑҫу!
Уяв ячӗпе, патшалӑх чиккисен хаклӑ хӳтӗлевҫисем!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
