Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров тата Олег Николаев Чăваш Республикин аталанăвĕн тĕп çул-йĕрĕсене пăхса тухнӑ

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров тата Олег Николаев Чăваш Республикин аталанăвĕн тĕп çул-йĕрĕсене пăхса тухнӑ

Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров регион Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа ӗҫлӗ тĕлпулу ирттернӗ. Кун йĕркинчи тӗп ыйту - республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕ. Ертӳҫӗсем регионти ӗҫ кӑтартӑвӗсене сӳтсе явнӑ, пуласлӑхри тӗллевсем пирки чарӑнса тӑнӑ. 

 «Чăваш Республики паян аталанса пырас енĕпе лайăх динамикăна кăтартать. Регион Атăлçи федераци округĕнче промышленноç производствин ӳсĕмĕн чи çӳллĕ темпĕсене, ял хуçалăхĕнче те лайăх кӑтартусемпе палӑрать. Ку вăл республика ертӳҫисем юлашки çулсенче йышăннă йышӑнусем пысăк тухăçлӑхпа палӑрнине çирĕплетет. Регионта паянхи кăтартусемшĕн кăна мар, малашлăхшăн  пысӑк тӗллевсем лартаҫҫӗ. Çĕнĕ Шупашкарти Уйрăм экономика зони аталанать, беспилотлă тата автоматизациленĕ системăсен сферинче çĕнĕ промышленноç  ҫул-йӗрӗсем йӗркеленеҫҫӗ. Ку вăл пуласлăхри инвестицисен тата çĕнĕ ĕç вырăнĕсен никĕсĕ пулса тăрать. Кун пирки тепӗр хут палӑртса каламалла. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем патне пысӑк тимлӗх уйӑрни те куҫ кӗретех.  Чӑваш Енӗн паха ӗҫ опычӗ пур. Вӗсемпе кирлӗ пулсан, ытти субъектсем те усӑ курма пултарайраҫҫӗ.  Туризма аталанса вӑй илсе пыма та меллӗ. Чылай объект ыттисемшӗн тӗслӗхре тесен те тен йӑнӑшах мар пулӗ.  Регионта халӑха пурӑнма хӑтлӑ условисем пулччӗр тесе сахал мар тӑрӑшаҫҫӗ.  Ӳсӗме чакарса лартмалла мар, ӳлӗмрен те пысӑк кӑтартусемпе палӑрассишӗн ырми-канми тӑрӑшса, яваплӑха туйса ӗҫлемелле», - тесе каланӑ  Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров.

Регионта промышленноҫ, ял хуҫалӑхӗпе суту-илӳ, ӗҫ укҫин шайӗ ӳссе пырать. Тӗп кӑтартусем ҫӳллӗ шайра пулни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар.  

Кӑҫалхи пӗрремӗш квартал пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, Чӑваш Ен Атӑлҫи федераци округӗнче - пӗрремӗш, Раҫҫейре саккӑрмӗш вырӑн йышӑннӑ. Промышленноҫ производствин индексӗ кӑрлач-ака уйӑхӗсенче 9,7% ӳснӗ, чи пысӑк хӑвӑртлӑхпа электроника, прибор тӑвасси тата электрооборудовани предприятийӗсем аталанаҫҫӗ. Шалу ӳсет: вӑтам уйӑхри номиналлӑ шалу 7,6% хушӑннӑ.

Республикӑн агропромышленноҫ комплексӗ те хӑвӑртрах аталанать - пӗрремӗш кварталта ял хуҫалӑх производствин индексӗ 105,6% танлашнӑ, ҫакӑ Чӑваш Ене Атӑлҫи федераци округӗнче иккӗмӗш вырӑн тата ҫӗршыври чи лайӑх 10 регион йышне кӗме май парать. Республика хӑйне туллин апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтерет тата таварсене ытти регионсене тата тӗнчери 32 ҫӗршыва ӑсатать.

Пӗтӗмӗшле илсен, Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ бюджетне кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне 58,2 млрд тенкӗ кӗнӗ, ку пӗлтӗрхинчен 1,5 хут нумайрах. Ҫав вӑхӑтрах хамӑр тупӑшсем 1,6 хут ӳснӗ те 44,3 млрд тенкӗпе танлашнӑ. Налук тупӑшӗсем 1,7 хут ӳснӗ, вӗсем 40,0 млрд тенкӗпе танлашнӑ - тӗпрен илсен организацисен тупӑш налогӗ тата НДФЛ шучӗпе. Пӗрлештернӗ бюджет тӑкакӗсем 41,3 млрд тенкӗпе пурнӑҫланнӑ, вӗсем 18,5% ӳснӗ. Укҫа-тенкӗн пысӑк пайне - 31,2 млрд тенкӗ - социаллӑ сферӑна янӑ, вӑл шутра вӗренӳ системине тата патшалӑх пулӑшӑвне.

 Экспорт пире хамӑр таварсем тӗнче стандарчӗсене тивӗҫтернине кӑтартса парать. Чӑваш Ен «Ҫурҫӗр-Кӑнтӑр» тӗнче транспорт коридорӗн зонинче вырнаҫнӑ, эпир ҫакна туллин усӑ курма шутлатпӑр. Энергетикӑра, трактор тӑвассинче, станок тӑвассинче эпир яланах вӑйлӑ пулнӑ. Ӳсӗм валли ҫӗнӗ никӗссем тӑватпӑр. Ҫавӑн пекех ЧПУллӗ станоксен, ҫав шутра халиччен ҫӗршывра туса кӑларман моделӗсен, хӑйне евӗр производствине хута яма планлатпӑр. Китайри партнерсемпе пӗрле кӗҫех ҫулталӑк вӗҫнелле пӗрремӗш пилотлӑ тӗслӗхсене илессе кӗтетпӗр», - тесе палӑртса каланӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин пуҫарнӑ наци проекчӗсене пурнӑҫлас ыйтусене те сӳтсе явнӑ. Чӑваш Енре вӗсем 2030 ҫулчченхи социаллӑ-экономика аталанӑвӗн Комплекслӑ программипе синхронизациленӗ. 2026 ҫулта 44 регион проектне пурнӑҫлама 23,8 миллиард тенкӗ  тӑкакланӑ. Ку пӗлтӗрхинчен чылай, 70% яхӑн, нумайрах.

 «Пурнӑҫ валли инфратытӑм» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн, 2025 ҫулта республикӑра 821 пин тӑваткал метртан ытла пурӑнмалли ҫурт-йӗр хута янӑ. 18 муниципалитетра авариллӗ фондран куҫарас ӗҫ малалла пырать. Пӗчӗк хуласемпе ялсенчи хутлӑх пахалӑхне уйрӑмах тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Пӗлтӗр Чӑваш Енре 48 обществӑллӑ хутлӑха хӑтлӑх кӗртнӗ.

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшасси  ыйтӑва та тарӑн сӳтсе явнӑ. Чӑваш Енре пӗр хутченхи тӳлевсенчен тата медицина реабилитацийӗнчен пуҫласа ҫӗнӗрен вӗрентӗвӗн, ӗҫе вырнаҫтарассин тата социаллӑ адаптацин программисем таран тулли система ӗҫлет. Регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хушнипе ку ӗҫе ҫар ҫыннисен ҫемйисем мӗнпур кирлӗ пулӑшу мерисене хӑвӑртрах илччӗр тесе йӗркеленӗ.

Тӗлпулура республикӑри обществӑпа политика лару-тӑрӑвне те пӑхса тухнӑ. Игорь Комаровпа Олег Николаев Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне тата Раҫҫей Патшалӑх Думине суйлама хатӗрленес ыйтусем пирки те чарӑнса тӑнӑ. Регионта «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти йӗркеленипе малтанхи сасӑлав пуҫланнӑ.

Калаҫу вӑхӑтӗнче Чӑваш Ен кирлӗ пек тивӗҫлӗ шайра аталанса вӑй илсе пынине палӑртнӑ.  Хулара е ялта ҫынсене пурӑнма пӗр тан лайӑх условисем пулнине, инфратытӑм пысӑк шайра, ҫурт-йӗрсем пурӑнма хӑтлӑ пулнине тепӗр хут ҫирӗплетсе каланӑ уҫӑ калаҫу вӑхӑтӗнче ертӳҫӗсем.    



29 мая 2026
08:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter