Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун ячӗпе саламлани
Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫыннисем, хаклӑ туссем!
Сире Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!
Ачалӑх – кашни ҫын пурнӑҫӗнчи чи ҫутӑ та асра юлакан тапхӑр. Ҫак вӑхӑтра эпир хамӑршӑн халиччен пӗлмен ҫӗнӗлӗхсене уҫатпӑр, хӑюллӑ ӗмӗтсемпе хавхаланатпӑр тата ним ҫинчен те шутламасӑр кулатпӑр-вылятпӑр. Ҫыннӑн кӑмӑл-сипет никӗсӗсем шӑпах ачалӑх ҫулӗсенче йӗркеленеҫҫӗ, ҫавӑнпа та пирӗн пӗрлехи тӗллевӗмӗр – Чӑваш Енри кашни ача хӑйне хӑрушсӑрлӑхра туйма, пултарулӑхне туллин уҫса пама пултартӑр тата, паллах, чӑннипех телейлӗ пултӑр тесе хамӑртан мӗн килнине пӗтӗмпех тӑвасси.
Эпир хамӑр ачасем валли ҫутӑ пуласлӑх хыватпӑр, ҫав пуласлӑх хӑтлӑ тата хальхи вӑхӑта тивӗҫтерекен хутлӑхран пуҫланать. Чӑваш Енре социаллӑ инфратытӑма аталантарас енӗпе анлӑ ӗҫ пырать: эпир ҫӗнӗ шкулсемпе ача сачӗсем тӑватпӑр, ку чухнехи лагерьсем уҫатпӑр, спорт площадкисене тирпей-илем кӗртетпӗр тата библиотекӑсене ҫӗнететпӗр. Ҫаксем пурте ачасене кӑсӑкланса вӗренме, хӑйсен пултарулӑхне аталантарма тата спортпа туслашма пулӑшакан лайӑх майсем.
Телейлӗ ачалӑх вӑл – яланах пӗрлехи ӗҫлев кӑтартӑвӗ. Ашшӗ-амӑшӗ, аслашшӗ- асламӑшӗ, кукашшӗ-кукамӑшӗ, педагогсемпе тренерсем, тухтӑрсем – сирӗнтен кашниех тивӗҫлӗ ӑрӑва воспитани парас ӗҫе хӑйӗн хаксӑр тӳпине хывать. Пирӗн пӗрлехи яваплӑхӑмӑр – ачасемшӗн шанчӑклӑ тӗрев пуласси тата вӗсене харпӑр хӑйӗн ырӑ тӗслӗхӗпе хавхалантарса тӑрасси.
Хаклӑ ачасем! Эсир – пирӗн тӗп пуянлӑх тата чи пысӑк хаклӑх. Хӑюллӑ ӗмӗтсемпе ҫунатланӑр, пурне те пӗлесшӗн ҫунӑр тата хастар пулӑр. Ҫакна шанса тӑрӑр: эпир сирӗнпе юнашар, сире пулӑшма, хӳтӗлеме яланах хатӗр пулӑпӑр тата сирӗн кашни ҫитӗнӗвӗрпе савӑнса мухтанӑпӑр.
Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, тӑнӑҫлӑх, ырлӑх тата тулӑх пурнӑҫ сунатӑп!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
