Ачасемпе аслисене валли ҫуллахи тапхӑра хатӗрленӗ проектсем тӑван ен пирки ҫӗнӗлӗхсене уҫса пама май парассине палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Ачасемпе аслисене валли ҫуллахи тапхӑра хатӗрленӗ проектсем тӑван ен пирки ҫӗнӗлӗхсене  уҫса пама май парассине палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

С̧ӗртме уйӑхӗн пӗрремӗш кунӗнче Чӑваш Енре тӗрлӗ ҫулсенчи ачасем валли анлӑ проектсем  пурнӑҫа кӗме тытӑннӑ.   Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев  кашни эрнере ирттерекен канашлура  Чӑваш Ресубликин вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров ачасемпе ашшӗ-амӑшӗсем валли  кӑсӑклӑ вӗренӳ тата культура проекчӗсене йӗркелесси ҫинчен каласа панӑ.

 «Проектсем питӗ кӑсӑклӑ тата хӑйне евӗрлӗ пулса тухнӑ.  Вӗсен йышӗ сахал мар.  Ачасемпе аслисене тавралӑх тӗнчине урӑх енчен курма, хӑнӑхнӑ япаласене урӑхла пӑхма, ачаран пӗлекен вырӑнсене ҫӗнӗрен уҫма май параҫҫӗ. Ку питӗ паха, кӑсӑклӑ тата пӗлтерӗшлӗ.  Манӑн шухӑшӑмпа, тӗрлӗ ӳсӗмсенчи ҫынсене пӗр чӑмӑра пухса, пӗрле пӗрне-пӗри килӗштерсе ӗҫлеме вӗрентсе пыни аван.  Асӑннӑ пулӑма ытти муниципалитетсенче тӑрӑшакансен те хастар хутшӑнмалла.  Хӑрушсӑрлӑх теми вара, яланхи пекех малти вырӑнта пулмалла», - тесе палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Шкулчченхи учрежденисенче вӗренекенсене валли «Ача садӗнче Акатуй» республика конкурсӗ кӗтет.  «Акатуй эрнисем» ( ҫӗртме уйӑхӗн 1-15-мӗшӗсенче) вӑхӑтӗнче ачасем чӑваш культурипе тӗплӗнрех паллашӗҫ.  Авалхи уяв йали-йерки, хальхи вӑхӑтри тухья, ал ӗҫ ӑсталӑхӗ, наци юрри-ташши - пирӗн мӑн асаттесен пуян еткерлӗхӗпе  тӗплӗнрех паллашма условисем хатӗрленӗҫ.

5-7 ҫулсенчи шкулчченхи ачасене «Тӑван енпе кутамккапа утатӑп» туризм проектне 2 пин ытла экскурси  плана кӗртсе хӑварнӑ. 

«Агроэкспедици. Ялта пӗр кунлӑх» проект пурнӑҫа кӗртме те палӑртнӑ.  Кунта ҫитӗнекен ӑрӑва ял хуҫалӑхӗпе, культурӑлла истори пулӑмӗсемпе паллаштарма пӑхса хӑварнӑ. Проекта хутшӑнма кӑмӑл тӑвакансем агрофирмӑсен ӗҫӗпе паллашма пултарайраҫҫӗ, вырӑнти предприятисен ӗҫне курса хаклама пултараҫҫӗ.

Шкул ачисем пĕр кун монастырьте пулӗҫ, манахсен пурнăçĕпе паллашĕç, çавăн пекех чан çапас тата ылтăн çиппе тĕрлĕ ĕç тăвас енĕпе мастер-классене хутшăнĕç.

Çĕртме уйӑхӗн 11-14-мĕшĕсенче «Сурские зори» кану базинче «Туриада-2026» çемье фестивалĕ иртет. Унта 120 çемье (500 ытла çын) хутшăнать. Фестивалĕн программинче - вĕренӳ лапамӗсем, спорт эстафетипе мастер-классем, ашшӗ-амӑшӗн пуçарӑвӗсем тӑрӑх аталану стратегийӗсене хатӗрлесси пулӗ.

Палăртса хăварăр, çу уйăхĕн пĕрремĕшӗнчен пуҫласа Чăваш Республикин Пуçлăхĕн «Яркое лето Чувашии» проекчĕ старт илчĕ, унăн шайĕнче регионта тĕрлĕ мероприятисем иртĕç. Çавăн пекех, экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен регионти министерстви «Ачасем Раççейпе тӗплӗнрех паллашса ҫӳрӗҫ» проекта пурнăçа кĕртет.

 Дмитрий Захаров мӗнпур проект та ачасемпе вĕсен çемйисене Чăваш Енĕ, унăн культурипе йăли-йĕркисене лайăхрах пĕлме, çавăн пекех каникул вăхăтне усăллă ирттерме пулăшассине шанса каланӑ.  



02 июня 2026
16:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter