Олег Николаев ПМЭФ-ра Чӑваш Енӗн технологи хӑйтытӑмлӑхне туса ҫитерес енӗпе пухнӑ опытпа паллаштарнӑ

Олег Николаев ПМЭФ-ра Чӑваш Енӗн технологи хӑйтытӑмлӑхне туса ҫитерес енӗпе пухнӑ опытпа паллаштарнӑ

XXIX Петербургри тӗнчери экономика форумӗн пӗрремӗш кунӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ПСБ банкӗн «Регионсен инноваци аталанӑвӗн стратегийӗсем: идейӑсемпе ресурссем шырани» ятпа ирттернӗ ирхи апатланӑвне  хутшӑннӑ.  Тӗлпулура экспертсем, экономистсем, банк ӗҫченӗсен, предприятисен ертӳҫисем ӑслӑлӑхпа, вӗрентӳпе тата производствӑпа чӑннипех пӗрлешсе технологи хӑйтытӑмлӑхне мӗнле туса ҫитерме пултарни пирки ыйтусене тарӑн тишкернӗ. Регионсем хушшинчи коопераци, инноваци аталанӑвне валли финанс механизмӗсемпе управлени йышӑнӑвӗсем ҫинчен  те сӳтсе явнӑ.

Ирхи апатра Федераци Канашӗн Председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ Андрей Яцкин, Раҫҫей Федерацийӗн промышленность тата суту-илӳ министрӗн ҫумӗ Василий Шпак, Раҫҫей Федерацийӗн экономика аталанӑвӗн министрӗн ҫумӗ Татьяна Илюшникова,  РФ Патшалӑх Думи промышленноҫпа суту-илӳ комитечӗн Председателӗ Владимир Гутенев, ҫавӑн пекех регионсен пуҫлӑхӗсем тата пысӑк бизнес представителӗсем килсе ҫитнӗ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пухӑннисене республикӑн юлашки пилӗк ҫулхи экономика аталанӑвӗн кӑтартӑвӗсемпе паллаштарнӑ. Промышленность производствин индексӗпе регион Раҫҫейре 57-мӗш вырӑнтан 24-мӗшне, Атӑлҫи федераци округӗнче вара 5-мӗш вырӑна хӑпарнӑ. Экспертсен хаклавӗпе, пӗтӗмлетнӗ регионти продукт (ВРП) 1,9 хут ӳссе 775,9 млрд тенкӗпе танлашнӑ. Тирпейлекен производствӑн ӳсӗм хӑвӑртлӑхӗ 1,6 хут чухлӗ ӳснӗ. Ҫав вӑхӑтрах ВРП-ри ҫӳллӗ технологиллӗ тата наукӑпа ҫыхӑннӑ продукци пайӗ 35% ҫитет. Раҫҫейре ҫынсем ҫӳллӗ технологиллӗ отрасльсенче ӗҫлекенсен тӳпи енчен Чӑваш Ен 5-мӗш вырӑнта, инноваци ӗҫ-хӗл енчен – 9-мӗш вырӑнта.

Пухӑннисене умӗнче тухса калаҫнӑ май, Олег Николаев паянхи экономика ӳсӗмӗ инновацисене хӑвӑрттӑн кӗртессипе тӳрремӗнех ҫыхӑннине каланӑ.  Вӑл уйрӑмах пӗрлехи наука-тӗпчев тата опыт-конструкторла ӗҫсен (НИОКР) пӗлтерӗшне уйрӑммӑн палӑртнӑ. Вӗсем нумай ҫуллӑха технологи лидерлӗхне йӗркелекен никӗсе хываҫҫӗ. Чӑваш Енре аслӑ шкулсемпе промышленноҫ предприятийӗсем пӗрлехи системӑпа ӗҫлеҫҫӗ: тӗпчев задачисене лартнинчен пуҫласа хатӗр решение чӑн-чӑн сектора кӗртичченех тӑрӑшаҫҫӗ. Кун пирки те тӗплӗн каласа кӑтартнӑ республика Пуҫлӑхӗ.

 «Кашни регионӑн тӗллевӗ - мӗнпур усӑ курма май пур ресурссемпе: саккун кӑларакан никӗсе, федераци правительствин йышӑнӑвӗсене тата хӑйсен хушма вӑй-халне - туллин усӑ курасси. Чӑваш Енре ӗҫлеме пур условисем те туса хунӑ. Пӗрлехи производствӑсене те - ҫӗнӗрен йӗркелеме, пӗрлехи ӗҫ процесӗнче ҫуралакан ҫӗнӗ идейӑсене тӗрӗслесе пӑхма, ӗҫлекен инвестици платформине пулӑшас мӗнпур формӑна туллин усӑ курса пыма хӑтлӑ майсем тунӑ. Технологиллӗ хӑйтытӑмлӑха сыхласа хӑварасси кӑна мар, технологиллӗ лидерлӗх патне ӑнтӑласси. Кун пирки тӑтӑшах Раҫҫей Президенчӗ Владимир Владимирович Путин аса илтерсе тӑрать», - палӑртнӑ Олег Николаев сӑмаха малалла тӑснӑ май.

ПМЭФ-ра ӗҫлӗ тӗлпулусем ирттернӗ май,  пӗрле ӗҫлесси ҫинчен Челябинск тата Тамбов облаҫӗсемпе, ҫавӑн пекех «Яндекс» ООО-па туризм сферинче килӗшӳсем алӑ пусса ҫирӗплетме палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне, чӑваш культурине анлӑрах сарас тӗлӗшпе Чӑваш Ен Культура министерствипе Император фарфор завочӗ хушшинче пӗр-пӗринпе килӗшсе ӗҫлесси пирки калакан ӗҫ хутне алӑ пусса ҫирӗплетӗҫ.

 

 



04 июня 2026
12:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter