Чӑваш Енре культура еткерлӗхӗн объекчӗсене сыхласа хӑваракансем валли регион шайӗнчи пулӑшу мерисем пулма пултарасса каланӑ республика Пуҫлӑхӗ
Петербургри экономика форумӗнче Чӑваш Ен истори еткерлӗхне сыхлас енӗпе пухнӑ опычӗ ҫинчен каласа панӑ.
«Экономика-еткерлӗх: Культурӑллӑ капитала территори аталанӑвӗн хӑватлӑ хатӗрӗ туса мӗнлерех ӗҫе йӗркелемелле» сессире ДОМ.РФ генеральнӑй директорӗ Виталий Мутко хутшӑннӑ. Унта республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев регион опычӗпе паллаштарнӑ. Раҫҫейри истори палӑкӗсене юсаса ҫӗнетессипе пӑхса хӑварнӑ йӗркесене ансатлатма пултаракан пуҫарусем пирки хыпарланӑ.
«Чӑваш Ен ДОМ.РФ-па нумай ҫул хушши ӗнтӗ тачӑ ҫыхӑну тытса ӗҫлет. Маларах аталану институчӗ республикӑна Шупашкар агломерацийӗн мастер-планне хатӗрлеме пулӑшнӑ, унӑн никӗсӗнче - Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Ҫӗрпӳ тата Шупашкар муниципалитет округӗсен пӗрлехи аталанӑвӗ кӗрет.
Пирӗн тӗллев – истори палӑкӗсене ҫӗнетсе упраса хӑварасси. Кунашкал пӗр тӗслӗх – Купсасен Кадомцевсен ҫурчӗн юсавӗ, хулан визит карточки тата хальхи бутик-хӑна ҫурчӗ пулса тӑчӗ. Планра – ку меслете ытти объектсем ҫине те сарма, сӑмахран, тӗп хулари «Тӑван ҫӗршыв» кинотеатра юсассипе е И.Я. Яковлев вӗрентекен уҫнӑ Иккасси салинчи шкул ҫуртне упрасси те кӗрет. Кашни кун пек проект культурӑллӑ еткерлӗхе республикӑн тулли экономика активӗ туса хурать», – тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Олег Николаев хушӑвӗпе юлашки пиллӗк ҫулта республика Правительстви 147 истори палӑкне юсама тата реставрацилеме 2,5 миллиард тенкӗ тӑкакланӑ. Кунашкал пӗрлӗхлӗ ӗҫе пула Чӑваш Енри 699 культура еткерлӗхӗн объектӗнчен 90% халӗ хастар усӑ кураҫҫӗ. Приоритетлӑ тӗллевсенчен пӗри – ҫуртсене истори палӑкӗсем пек кӑна мар, вӗсене хальхи пурнӑҫпа тӳр килтерсе упраса хӑварасси. Вӗсем ҫынсен пурнӑҫне пулӑшса пымалла: ҫӗнӗ туртӑм точкисем, канма меллӗ вырӑнсем, бизнес валли условисем тата хӑтлӑ пурӑнмалли вырӑнсем пулса тӑмалла.
Культурӑллӑ еткерлӗхе ҫӗнетес ӗҫе хӑвӑртлатас тесе Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ федераци шайӗнче пурнӑҫлама тивӗҫлӗ темиҫе конкретлӑ пуҫару тӑратнӑ. Сӗнӳсенчен пӗри – истори палӑкӗсене инвесторсене ҫӗр лаптӑкӗсемпе пӗрле пӗрлӗхлӗ объект пек памалла. Тепӗр сӗнӗвӗ хула строительствин нормисене лайӑхлатассипе ҫыхӑннӑ, унпа килӗшӳллӗн пушӑ тӑракан историллӗ ҫуртсене нумай хваттерлӗ ҫуртсем валли те, ҫӑмӑлрах адаптацилеме май пултӑр.
Унсӑр пуҫне Олег Николаев регионти налук преференцийӗсене, сӑмахран, пурлӑх налукӗ тӳлес енӗпе, истори объекчӗсене хӑвӑртрах юсама обязательствӑсем илме хатӗр бизнеса пама пултарасси ҫинчен пӗлтернӗ.
Еткерлӗхе сыхласси – вӑл иртни пирки кӑна шухӑшлани мар, ҫавӑн пекех пуласлӑха, уйрӑммӑнах туризм аталанӑвне тата регион паллӑлӑхне, витӗм хывасси. Ку ӗҫ шайӗнче форумра Олег Николаев Калининград облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗпе Алексей Беспрозванныхпа тӗл пулса регионсем хушшинчи ҫыхӑнусене малалла ҫирӗплетесси ҫинчен калас̧нӑ.
Чӑваш Енӗн ПМЭФ–2026-ра хутшӑнни республикӑн федераци кун йӗркине йӗркелес енӗпе хастар вырӑн йышӑннине ҫирӗплетет. Форумра кӑтартса панӑ опыт, ҫӗнӗ инвесторсем тупма тата алӑ пуснӑ килӗшӳсем республикӑна хӑйӗн потенциалне экономика аталанӑвӗн хӑватлӑ хатӗрне куҫарма май парӗҫ.
