Чӑваш тӗррисем Император фарфор завочӗн таварӗсенче хӑйсен сӑнарне тупассине палӑртса каланӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
Петербургри Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕнче Раççей регионĕсен Интерактивлă карттипе – Тĕрленĕ карттӑн цифрӑллӑ варианчĕпе паллаштарнӑ.
«Росконгресс фончĕн Marma лабораторийĕнче Раççей Тĕрленĕ карттин тĕп-тĕрĕс копине тунă, пур эрешсене те алăпа ӳкернӗ. Эппин, тĕрленĕ карта – декоративлă-прикладной искусствăн пĕртен-пĕр хайлавĕ пулсан, интерактивли вара цифра искусствин шедеврĕ тесен те йӑнӑш мар. Пирĕн Раççей Тĕрленĕ картти тӗрлӗ площадкăсенче пулса курчӗ: ПМЭФ-2022, «Русская песня» театрта, ВДНХра, «Россия» куравра. Анчах та оригинал, алăпа тунă япала пек, типтерлĕ упранассине ыйтать. Цифра версийĕпе усă курса, регионсенчи ăста хĕрарăмсен ӗçне çӗршер пин куракан Раççейри тӗрлӗ кӗтесре курма пултарать. Сăмахран, карттӑна Сочире вырнаçнă «Моя Россия» этнопаркӑн яланхи экспозицине кӗртнӗ. Вăл питӗ кирлӗ мисси пурнăçлать – çынсен Тăван çĕршыв çинчен вӗренессине хавхалантарать, унăн йăли-йӗркисемпе тата хальхи майӗсемпе паллаштарать, гражданла мăнаçлăха аталантарать. Эпир савăнатпăр, Тĕрленĕ карта «Раççей регионӗсен Интерактивлă картти» пӗртен-пӗр проектăн пайӗ пулса тăчӗ, çавнашкал пысăк проектсене хутшăннипе мăнаçланатпăр», – тесе палӑртса каланӑ Чăваш Республикин Пуçлăхӗ Олег Николаев.
Карттӑна 89 тӗрлӗ тӗрӗ ӑстисем ӑсталанӑ, алӑпа эрешсене тӗрлесе Раҫҫей халӑхӗсен культура нумай енлӗхне тата пӗрлӗхне сӑнарласа кӑтартнӑ. Виртуаллӑ сий пур регионсен ҫутҫанталӑкӗ, культури, экономики тата инвестици потенциалӗ ҫинчен видеороликсем пӑхма май парать. Экспозицие валли ҫӗнӗ илемлетӳне РФ халӑх художникӗ Никас Сафронов тунӑ. Вӑл карттӑн йывӑҫ рамкине традици орнаменчӗсемпе эрешленӗ.
«Эпӗ Чӑваш Ен пирки яланах ырӑпа, пысӑк туйӑмпа шухӑшлатӑп. Ку маншӑн ҫывӑх регион, вӑл тӑван Ульяновск хулипе юнашар вырнаҫнӑ. Атте-анне патне тӑван хулана кайса ҫӳренисем ҫинчен эпӗ ырӑ аса илӳсем хӑвартӑм. Ҫавӑнпа та Тӗрленӗ карттӑн илемлетӗвне тума сӗнсен эпӗ хаваспах, паха туйӑмпа тӳрех йышӑнтӑм», – тесе каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Никас Сафронов.
Тӑватӑ ҫул хушшинче, Чӑваш Енре ҫуралнӑ проект федераци шайне тухрӗ те ҫӗнӗ культура пуҫарусене вӑй илтерекен пулса тӑчӗ. 70-те ытла региона харпӑр хӑй Тӗрленӗ карттисем тума хавхалантарчӗ, вӑл «Раҫҫей» Наци центрӗн цифра «Чӗрӗ картти» никӗсӗнче, паллӑ режиссер Никита Михалкова «Театр Раҫҫейӗн атласӗ» проекта пуҫарса яма витӗм кӳчӗ.
Проект аталантарас енӗпе тепӗр пысӑк утӑм – форумра Император фарфор завочӗпе килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен калакан договора алӑ пусса ҫирӗплетни. Раҫҫей Тӗрленӗ картти мотивӗсем тӑрӑх фарфортан лимитлӑ коллекци тума палӑртнӑ. Унта Атӑлҫи федераци округне халалланӑ чей сервизӗ, ҫавӑн пекех чӑваш эрешӗллӗ чей чашки кӗресси паллӑ. Япаласен пӗр пайӗ Чӑваш наци музейӗн фончӗсене пуянлатӗ.
Ҫӗршыври фарфор туса кӑларакан чи ватӑ предприятисенчен пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлесси малалла тӑсӑлӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарти хальхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑракан Современный искусство центрӗнче Император фарфор завочӗн ӗҫченӗсем хатӗрленӗ «Раҫҫей халӑхӗсем» курав уҫӑлать. Чӑваш Енӗн тӗп хулине патша Раҫҫейӗ вӑхӑтӗнчи коллекци никӗсӗ ҫинче тунӑ хӗрӗх тавар, хӑйне евӗр паха япаласем илсе килӗҫ. Ку экспозици валли завод ӑстисем пирӗн мӑн асаттесен чӑн-чӑн сӑнарӗсене фарфорпа ҫӗнетсе тунӑ. Республикӑра пурӑнакансем вӗсене чи малтан курӗҫ. Курава халӑхсен историйӗпе тата йӑли-йӗркипе ҫывӑхрах паллашма май паракан мастер-классемпе лекцисене ирттерессине кӗртнӗ.
