Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Эколог кунӗ ячӗпе саламлани
Тавралӑхӑн хисеплӗ хӳтӗлевҫисем, ҫут ҫанталӑка сыхлакан отраслӗн ӗҫченӗсемпе ветеранӗсем!
Сире Эколог кунӗ ячӗпе саламлатӑп!
Паянхи професси уявӗ хӑйӗн пурнӑҫне Раҫҫейпе Чӑваш Енӗн хӑйне евӗрлӗ ҫут ҫанталӑкне сыхласа хӑварас ӗҫе халалланӑ мӗнпур ҫынна – ҫут ҫанталӑка сыхлакан ведомствӑсен ӗҫченӗсене, инженерсене, ӑсчахсене, общество ӗҫӗн хастарӗсене тата отрасль ветеранӗсене – пӗрлештерет.
Экологин лайӑх тӑрӑмӗ вӑл – отрасль тӗллевӗ ҫеҫ мар, кашни ҫын пурнӑҫӗн тата кирек хӑш регионӑн ҫирӗп аталанӑвӗн никӗсӗ те. Ҫӗршывра ҫавӑн ятлӑ наци проекчӗ пурнӑҫланать. Таса сывлӑш, таса шывсемпе вӑрмансем тата ҫӗре типтерлӗн упрани хальхи тата пулас ӑрусен пурнӑҫ пахалӑхне палӑртаҫҫӗ. Проект пуҫаракан ӗҫ-хӗл шутӗнче – территорисене тӑтӑшах тӗплӗн тасатса тирпейлесси, хупӑ цикллӑ экономикӑна аталантарасси, пурнӑҫ тӗрлӗлӗхне сыхласа хӑварасси тата экологи туризмне йӗркелесси.
Сирӗн кулленхи тата питӗ яваплӑ ӗҫӗре пула Чӑваш Ен экологи лару-тӑрӑвӗ тӗлӗшпе ҫиччӗмӗш ҫул ӗнтӗ Раҫҫейри чи лайӑх вунӑ регион шутне кӗрет, мониторингӑн юлашки кӑтартӑвӗсем вара эпир улттӑмӗш вырӑнта тӑнине ҫирӗплетеҫҫӗ.
Ҫак ҫитӗнӳсен никӗсӗнче – пайӑр та тӑрӑшуллӑ ӗҫ. Эпир каяшсене сортламалли хӑватсене тӑтӑшах ӳстерсе пыратпӑр. Канаш округӗнче хальхи вӑхӑтри комплекса хута янӑ, ҫулталӑк вӗҫлениччен тата икӗ ҫавнашкал комплекс ӗҫе кӗмелле – Патӑрьел тата Муркаш округӗсенче. Пирӗн тӗллев – ҫитес ҫулсенче, пӗтӗм Раҫҫейри сроксенчен маларах иртсе, каяшсене туллин сортлама пуҫласси.
Вӑрмансен самаях пысӑк лаптӑкӗсене чӗртсе тӑратнӑ – палӑртнинчен икӗ хута яхӑн ытларах. Пулас ӑрусем валли миллионшар хунав пӑхса ҫитӗнтернӗ. Чӑваш Енри вӑрмансене сыхлакан тытӑма паян мӗн кирлипе нихҫанхинчен те ытларах тивӗҫтернӗ, ҫав шутра хальхи вӑхӑтри ҫӗнӗ техникӑпа, пилотсӑр системӑсемпе. Пушара хирӗҫ кӗрешмелли кун пек вӑй-хӑват республикӑра халиччен пулман-ха.
Эпир ҫӑл куҫсем ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑхатпӑр. 900 яхӑн ҫӑл куҫа официаллӑ реестра кӗртнӗ те ӗнтӗ.
Малта тата ӗҫ чылай-ха, анчах та эпир ҫакна лайӑх пӗлсе тӑратпӑр: пӗрле пурне те тӑватпӑрах. Паянах акӑ Чӑваш Енре пурӑнакан кашни виҫҫӗмӗш ҫын экологи акцийӗсене хастар хутшӑнать.
Раҫҫей тата тӑван Чӑваш Ен ырлӑхӗшӗн палӑртса хунине пурнӑҫа кӗртме сире ҫирӗп сывлӑх, ырлӑх тата иксӗлми вӑй-хал сунатӑп. Пирӗн пӗрлехи килӗмӗре тирпейлӗ упранӑшӑн тавтапуҫ!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
