Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Социаллӑ сферӑн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани
Чӑваш Республикин социаллӑ сферӑн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!
Хӑвӑрӑн професси уявӗпе чун-чӗререн саламланине йышӑнсамӑр!
Социаллӑ ӗҫчен – ахаль професси кӑна мар, вӑл чӑннипех те чун туртӑмӗ, ӑна пурнӑҫлама уҫӑ та ырӑ кӑмӑллӑ тата чӑтӑмлӑ пулни кирлӗ. Шӑпах эсир социаллӑ пурнӑҫ ҫирӗплӗхне тивӗҫтеретӗр. Сирӗн кулленхи тӑрӑшулӑхӑрпа тимлӗхӗр тата пулӑшӑвӑр республикӑра пурӑнакан нумай ҫыншӑн пурнӑҫри чи йывӑр лару-тӑрура шанчӑклӑ тӗрев пулса тӑрать.
Ҫак калама ҫук пысӑк яваплӑха ӑстаҫӑсен пӗчӗкех мар пӗрлӗхӗ хӑй ҫине илнӗ. Паян республикӑра 6 пине яхӑн социаллӑ ӗҫчен вӑй хурать. Сире пула «Манӑн социаллӑ центр» евӗр пӗлтерӗшлӗ проектсене пурнӑҫа кӗртме май килет, унӑн шайӗнче республикӑри социаллӑ ыйтусене тивӗҫтерекен учрежденисен никӗсӗ ҫинче 13 хастарлӑ вӑрӑм ӗмӗр центрӗ ӗҫлет те ӗнтӗ, унта ҫулсерен 9 пин ытла ватӑ хӑйне кирлӗ пулӑшӑва илет, ытти ватӑсемпе хутшӑнать, ҫӗнӗ тӗллевсемпе хавхаланать. «Кӗмӗл» волонтерсен юхӑмӗ вӑйланать, аслӑ ҫулсенчи ҫынсен опытне, ӑсне тата ырӑ кӑмӑллӑхне паха пуянлӑх пек уҫса пама пулӑшакан пуҫарусем ҫуралаҫҫӗ.
Республикӑра нумай ачаллӑ ҫемьесене, сывлӑх тӗлӗшӗнчен хавшак ҫынсене пулӑшу паракан комплекслӑ программӑсем пурнӑҫланаҫҫӗ. Ҫемьесем валли хальхи вӑхӑтри центрсем уҫӑлаҫҫӗ, пулӑшу илмелли майсене меллӗрех тумашкӑн цифра сервисӗсем хута каяҫҫӗ, уйрӑммӑнах адреслӑха, тӑтӑшлӑха тата пулӑшу кашнин патнех ҫитнине асӑрхаса тӑрассине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ.
Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансемпе вӗсен ҫемйисем ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑхатпӑр: социаллӑ ӗҫченсем асӑннӑ ҫынсене йӑлари ыйтусене татса пама, психологи тӗлӗшӗнчен асӑрхаса тӑма, тивӗҫлӗ мӗнпур пулӑшу майӗсене ҫырса йӗркелеме пулӑшаҫҫӗ тата вӗсем пирӗн пӗрлехи пуласлӑхӑмӑра хӳтӗлекенсемшӗн чӑннипех те шанчӑклӑ тыл шутланаҫҫӗ.
Ӑсталӑх ҫеҫ мар, пысӑк яваплӑх та ыйтакан ӗҫӗршӗн сире ҫынсем яланах тав туса тӑччӑр. Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, кулленхи хавхалану тата эсир тӑрӑшни ҫынсене чӑнласах пулӑшу кӳнине туйса тӑнипе савӑнма сунатпӑр. Ҫак пархатарлӑ профессие суйласа илнӗшӗн, ырӑ чунлӑ пулнӑшӑн тата ҫынсене шанчӑкпа хӑвӑрӑн чун ӑшшине парнелесе обществӑна ырӑрах тума ӑнтӑлнӑшӑн сире тавтапуҫ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
