ПМЭФ–2026 пĕтĕмлетĕвĕсем çĕршывăн экономика суверенитетне вӑйлатас енĕпе Президент палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫа кӗртнине çирĕплетнине каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Санкт-Петербургри Пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗн пленарлӑ ларӑвне хутшӑннӑ, унта Владимир Путин тухса калаҫнӑ.
Тулаш чӑрмавсен условийӗсенче пирӗн ҫӗршыв хӑйӗн экономикине тата суверенитетне ҫирӗплетет, партнерла ҫыхӑнусене анлӑлатать тата макроэкономика тӗреклӗхне сыхласа хӑварнине палӑтнӑ Раҫҫей Президенчӗ хӑйӗн докладӗнче.
«Чӑн-чӑн суверенитет тухӑҫлӑха ыйтать. Ӗҫӗн пур участокӗнче те чи хастар, чи пысӑк тухӑҫлӑхпа ӗҫлемелле. Патшалӑх, бизнес тата граждансен тупӑшӗсем ӳсчӗр тесе, хӑвӑртрах, лайӑхрах ӗҫлеме тӑрӑшмалла», – тесе сӑмаха малалла тӑснӑ Владимир Путин.
Ҫӗнӗ инвестици циклне пуҫарасси влаҫсен тӗп тӗллевӗ пулса тӑрать, инвестицисен ӳсӗмӗ вара - ӗҫ тухӑҫлӑхне хак паракан чи пӗлтерӗшлӗ кӑтарту. Президент ҫӗршыв суверенитечӗ кашни регион аталаннипе палӑрса тӑнине асӑннӑ.
«Раҫҫей пек пысӑк ҫӗршыв суверенитечӗ тӗп хула е темиҫе пысӑк промцентр вӑйӗпе кӑна мар, паллах, паллӑ. Кашни регион инвестицисене явӑҫтарни, паха ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелени, производство тата хула хутлӑхне аталантараканни пысӑк пӗлтерӗшлӗ», – тенӗ Раҫҫей Президенчӗ.
Федераци субъекчӗсене пулӑшас тӗллевпе инфратытӑм бюджет кредичӗсен анлӑ программи пурнӑҫланать. Юлашки тӑватӑ ҫулта регионсене 1 триллион тенкӗ ытла тӑкакланӑ. 2030 ҫулччен хушма 750 миллиард тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Унсӑр пуҫне, икӗ ҫул хушшинче регионсен бюджет кредичӗсем тӑрӑх 440 миллиард тенкӗ парӑмне каҫарнӑ. 2026 ҫулта тата 100 миллиард тенкӗ ытларах парса татассине каярах вӑхӑта куҫарӗҫ. Упраннӑ укҫа-тенкӗпе регионсем аталанупа ҫыхӑннӑ проектсем валли усӑ курма пултараҫҫӗ.
Форумра Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсенчи инвестици климатӗн наци рейтингӗн кӑтартӑвӗсене туллин пӗтӗмлетнӗ. Владимир Путин регионсем инвестицисемшӗн ҫивӗч конкуренцире пулнине палӑртнӑ тата кӑҫалтан пуҫласа рейтингра регионсен культура еткерлӗхӗн объекчӗсене хуҫалӑх ҫаврӑнӑшне явӑҫтарас енӗпе пурнӑҫлакан ӗҫне шута илмеллине каланӑ. Вӑл туризм тата хула хутлӑхне аталантарас енӗпе пысӑк пӗлтерӗшлӗ ҫул-йӗр пулнине асӑннӑ. Раҫҫей Президенчӗ культура еткерлӗхӗн объекчӗсене ҫӗнетессинче стратегиллӗ бизнес-партнерсен, урӑхла каласан, регион экономикинче паллӑ вырӑн йышӑнакан пысӑк компанисемпе предприятисен, вайне усӑ курмалли пирки тепӗр хут аса илтерсе хӑварнӑ.
Президент инвесторсем валли ятарлӑ право режимӗсене туса хума сӗннӗ. Ҫавӑн пекех «ушкӑнпа инвестици хывасси» механизмӗсене ӗҫе кӗртесшӗн, вӗсем граждансене хӑйсен пурӑнакан вырӑнӗсен аталанӑвне тӳрремӗнех хутшӑнма май параҫҫӗ.
Паянхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑракан экономика хальхи технологисене ӗҫе кӗртни ҫине таянса тӑрать. Раҫҫей экономикӑна «платформизацилессине» малалла тӑсӗ, искусственнӑй интеллектпа пур сферӑра та усӑ курӗ: логистикӑран пуҫласа сывлӑх сыхлавне ҫитиччен. Раҫҫейре искусственнӑй интеллект аталантармалли наци стратегийӗ йышӑннӑ та ӗнтӗ. Ҫав вӑхӑтрах Правительствӑна автономиллӗ системӑсемпе цифрӑллӑ платформӑсене аталантармалли наци стратегийӗсене хатӗрлеме хушнӑ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев форумӑн калӑпӑшӗ тата хутшӑнакансен йышӗ тӗнчери экономика йӗркине пысӑк шайра тытса пынине ҫирӗплетнине каланӑ ПМЭФ-2026 пленарлӑ ларӑвӗн пӗтӗмлетӗвӗсене тишкерӳ тунӑ май. 130 патшалӑх представителӗсем, ҫавӑн пекех Раҫҫей, Узбекистан, Танзани лидерӗсем, Китай, США тата Европа ҫӗршывӗсен представителӗсем тухса калаҫни тӗнче экономикине ҫӗнӗ глобаллӑ пӗрлӗхлӗ шухӑшсем йӗркеленине тата тӗнче экономикинче хӑватлӑ пуҫарусем пурнӑҫланнине кӑтартса панине тепӗр хут палӑртнӑ вӑл.
«Раҫҫей Президенчӗ палӑртнӑ тӗллевсем: ӑслӑлӑх тӗпчевӗсем ҫине таянни тата искусственнӑй интеллекта хӑвӑртрах интеграцилесси – ӑнӑҫлӑ пуласси тата кӗске вӑхӑт хушшинчех малтисен йышӗнче тӑрасси. Раҫҫей Федерацийӗн Правительстви тата патшалӑх пуҫлӑхӗн хушӑвӗпе Чӑваш Республикинче те, Раҫҫей Федерацийӗнче ирттернӗ ӗҫ пире ҫирӗп тӑнине кӑна сыхласа хӑварма мар, пурнӑҫӑн тӗрлӗ сферинче те малтисен ретӗнче пулма май панине кӑтартать», – тесе сӑмаха ҫавӑрнӑ Олег Николаев.
