ПМЭФ-2026-ра алӑ пусса ҫирӗплетнӗ килӗшӳсене пуянлатса анлӑрах сарса пурнӑҫа кӗртсе пымаллине каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев республикӑн делегацийӗн ӗҫне XXIX Петербургри халӑхсен хушшинчи экономика форумӗнче пысӑк тухӑҫлӑ тесе хакланӑ, ҫирӗплетнӗ килӗшӳсем регион валли хӑватлӑ инвестици ӳсӗмне тивӗҫтерессине палӑртнӑ. Ozon тата «Яндекс» компанисемпе килӗшусем алӑ пусса ҫирӗплетни, ҫавӑн пекех Раҫҫейри регионсемпе тата финанс институчӗсемпе ҫыхӑнусене анлӑрах сарса пыни технологи аталанӑвне, ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме тата регионти социаллӑ инфратытӑма ҫирӗплетме витӗм кӳнине палӑртнӑ.
«Эпӗ Правительство членӗсене кӑна мар, Чӑваш Енри бизнес представителӗсене те тӗрлӗ «ҫавра сӗтел мелӗпе» ирттернӗ уҫӑ калаҫусене хастар хутшӑннӑшӑн тав тӑвас килет. Чылай килӗшӗве ҫирӗплетнӗ, вӗсем ҫине алӑ пуснӑ, ҫак килӗшӳсене Шупашкарти экономика форумӗнче малалла тӑсмалла. Пирӗн тӗллев килӗшӳсене пурнӑҫа кӗртесси. Кун пек йышӑнусе туни – хамӑрӑн майсене тухӑҫлӑ усӑ курма тата ҫӗнӗ партнерсем явӑҫтарма витӗм кӳрет», – тесе палӑтса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Олег Николаев.
Чӑваш Республикин экономика министрӗ Лариса Рафикова ПМЭФ-2026 паллӑ мероприятинче пӗтӗмпе республикӑн делегацийӗ 15 ытла тӗлпулу ирттернӗ, 5 килӗшӳ ҫине алӑ пуснӑ, Раҫҫейри регионсен интерактивлӑ карттине - чӑвашсен чаплӑ Тӗрленӗ карттин цифра варианчӗ тата «Яндекс Путешествия» компанипе пӗрлехи проект хута янӑ.
Чӑваш Республикин регионсем хушшинчи ӗҫлӗ ҫыхӑнусем Челябинск тата Тамбов облаҫӗсемпе алӑ пуснӑ килӗшӳсем тӑрӑх анлӑланнӑ. Килӗштерсе ӗҫлессине Кӑнтӑр Уралӗнчи предприятисемпе аталантарасси палӑртнӑ, вӗсемпе тавар ҫаврӑнӑш 2,8 млрд тенкӗ ытла. Тамбов облаҫӗпе пӗрлехи ӗҫ агропромышленноҫ комплексне, вӗренӳ тата социаллӑ блок кӗрӗ. Кунсӑр пуҫне Калининград облаҫӗпе транспорт ҫыхӑнӑвне малалла аталантарасси пирки сӳтсе явнӑ. 2025 ҫул вӗҫнелле Шупашкарти аэропорт пассажирсен юхӑмӗ 650 пин ҫынна ҫитнӗ, юлашки ҫулсенче вӑл вунӑ хут ӳснӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче вара тӳрех Минск хулине вӗҫме пуҫлӗҫ.
Пысӑк инвестици проекчӗ Ozon компанипе пӗрле алӑ пусса ҫирӗплетнӗ килӗшӳ. 2027 ҫул тӗлне республикӑра 15 пин тӑваткал метртан пысӑкрах лаптӑк йышӑнакан хальхи йышши сортировкӑллӑ центр хӑпартса лартмалла. Инвестици калӑпӑшӗ 500 млн тенкӗ чухлӗ пулмалла. Ҫӗнӗ объект таварсене хӑвӑртрах ҫитерме, электронлӑ коммерци аталанӑвне тата хушма ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме май парӗ. Икӗ ен пӗрлехи вӗрену технологийӗсене ӗҫе кӗртессипе килӗшсе татӑлнӑ.
Регионӑн туризм потенциалне цифра мелӗпе сарни «Яндекс» компанипе пӗрле ӗҫлемелли тӗп никӗс пулса тӑрӗ. Пӗлтӗрхи кӑтартусем тӑрӑх, Чӑваш Ене 1,5 млн ҫын килсе курнӑ, юхан шыв туризмӗн сегменчӗ тӑватӑ хут хӑвӑрт ӳснӗ. «Яндекс Путешествия» сервиса тӗпе хурса Чӑваш Енри маршрутсене, отельсене тата пулӑмсене миллионшар усӑ куракансем валли ҫителӗклӗ тума май парӗ. Унсӑр пуҫне, ҫуллахи ятарлӑ проект пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, компани регион валли тулли аналитика парӗ, вӑл аталантарас ӗҫӗн тухӑҫлӑхне хаклама тата отрасльти ӳсӗм точкисене палӑртма пулӑшӗ.
Культура еткерлӗхӗн сферинче республика системӑллӑ ӗҫӗн пӗтӗмлетӗвӗсемпепаллаштарнӑ. Юлашки пилӗк ҫул хушшинче 147 объекта юсама 2,5 млрд тенкӗ янӑ. Истори тата культура палӑкӗсен 699-ран 90% япӑх мар лару-тӑрура. Олег Николаев инвесторсене ҫӗр лаптӑкӗсемпе пӗрле объектсене пама тата хуласене тӑвас нормӑсене вӗсем тухӑҫлӑ усӑ курччӑр тесе хӑнӑхтарма сӗннӗ. Вӑл ҫавӑн пекех истори объекчӗсене юсассипе хӑй ҫине обязательствӑсем илекен бизнес валли регион налук преференцийӗсем пама пултарассине пӑхса тухма хатӗррине пӗлтернӗ.
ПСБ банкӗ тата РБК пулӑшнипе иртнӗ ӗҫлекенсен ирхи апатланӑвӗнче Олег Николаев регион аталанӑвӗпе тӗплӗн паллаштарнӑ. Юлашки пилӗк ҫул хушшинче Чӑваш Енре СПИК 2.0 ӑнӑҫлӑ хута янӑ, технопарксен сетьне йӗркеленӗ тата «Новочебоксарск» ятарлӑ экономика зони ӗҫлет. Уҫӑ калаҫу вӑхӑтӗнче ПСБ тата Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетика федерацийӗпе Шупашкарта ҫӑмӑл атлетика манежне тума килӗшсе татӑлнӑ. Ҫӗнӗ объект хулара спорт инфратытӑмне анлӑлатма тата ӑмӑртусемпе массӑллӑ мероприятисем ирттерме ятарлӑ тӳрем пулӗ.
