Чӑваш Енри предприятисем хӑйсен ӗҫченӗсен ҫемйисене пулӑшнине каланӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
Чӑваш Республикин Правительствин Ҫуртӗнче республикӑн Ӗҫпе социаллӑ хӳтлӗх министерствин коллегийӗн анлӑ ларӑвӗ иртнӗ, ӑна Социаллӑ ӗҫчен кунне халалланӑ. Кун йӗркинчи тӗп тема – предприятисенче корпоративлӑ демографи стандарчӗсене ӗҫе кӗртни. Кун пек ҫӗнӗлӗх ӗҫченсене ӗҫпе ҫемье пурнӑҫне шайлаштарма витӗм кӳрет. Республикӑра 1400 ытла ӗҫ паракан коллективлӑ килӗшусенче ачаллӑ сотрудниксем валли хушма гарантийӗсем ҫирӗплетнӗ.
«Ҫемьене тата унӑн интересӗсене хӳтӗлесси – Чӑваш Республикин Правительствин ӗҫӗн тӗп тӗллевӗ. Юлашки ҫулсенче пулӑшу пысӑкланать, пур сферӑра та пулӑшу кӳмелли ҫӗнӗ хатӗрсем пурнӑҫа кӗреҫҫӗ. Ҫапах та демографи ӑнӑҫлӑхӗ льгота тата тӳлев ҫинче кӑна мар, ҫынсен ыранхи куна шанни ҫинче те никӗсленет. Социаллӑ пӗлтерӗшлӗ йывӑрлӑх кӑларса тӑратма пултракан ыйтусене пысӑк тимлӗх пысӑк тимлӗх уйӑрмалла», – тесе палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Республикӑри пысӑк предприятием анлӑ социаллӑ пакет сӗнеҫҫӗ: ача ҫуралсан пӗр хутчен тӳлев, пурӑнмалли вырӑнпа пулӑшасси, санаторипе курорт сиплевӗшӗн компенсаци, медицина страхованийӗ, ӗҫ вӑхӑтне йӗркелесси, спорта ҫӳреме корпоративлӑ ҫӑмӑллӑхсем тата ытти нумай япала. Ҫакнашкал мерӑсене «Вӑрнарти хутӑш препаратсен завочӗ» АО, «Химпром» ПАО, «Шупашкарти Газпром» АО, «В. И. Чапаев ячӗллӗ ЧПО» АО, «ЧЭАЗ» АО тата ытти хӑш-пӗр компанисенче кӗртнӗ ӗнтӗ.
Компанисен ҫемьесене пулӑшас ӗҫри тӳпине корпоративлӑ демографи пулӑшӑвӗн рейтингӗ хаклать. Хальхи вӑхӑтра унта 5 пин ытла чӑваш предприятийӗсем пысӑк шайра тӑраҫҫӗ. Чи лайӑх кӑтартусем суту-илӳ, строительство тиата тирпейлекен производствӑсенче. Ҫак рейтингри топ-вырӑнсем ответлӑ бизнесӑн анлӑрах ЭКГ-рейтингне те витӗм кӳреҫҫӗ. Ку вара налук стимулӗсене, грантсене тивӗҫме, ҫавӑн пекех патшалӑх тата муниципалитет туянӑвӗсене хутшӑннӑ чухне хушма ҫӑмӑллӑхсем уҫать.
Лару чыслав церемонийӗпе вӗҫленчӗ. Нумай ҫул хушши тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн, пысӑк професси ӑсталӑхӗ тата халӑха социаллӑ хӳтлӗх кӳрес енӗпе пысӑк уйрӑм тӳпе хывнӑшӑн чи лайӑх специалистсене патшалӑх тата ведомство наградисемпе хавхалантарнӑ. «Ӑсталӑх ҫеҫ мар, пысӑк яваплӑх та ыйтакан ӗҫӗршӗн сире ҫынсем яланах тав туса тӑччӑр. Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, кулленхи хавхалану тата эсир тӑрӑшни ҫынсене чӑнласах пулӑшу кӳнине туйса тӑнипе савӑнма сунатпӑр. Ҫак пархатарлӑ профессие суйласа илнӗшӗн, ырӑ чунлӑ пулнӑшӑн тата ҫынсене шанчӑкпа хӑвӑрӑн чун ӑшшине парнелесе обществӑна ырӑрах тума ӑнтӑлнӑшӑн сире тавтапуҫ», – тесе каланӑ Ертӳҫӗ.
