Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев граждансене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑннӑ
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев граждансене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑннӑ. Елчӗк, Канаш, Пӑрачкав тата Хӗрлӗ Чутай муниципалитет округӗсенче пурӑнакансене инфратытӑма малалла аталантарас, ҫулсене юсас, шывпа тивӗҫтерес, спорт объекчӗсем тӑвас тата газификацилес ыйтусем пӑшӑрхантараҫҫӗ.
Чӑваш Енри Елчӗк тӑрӑхӗнче пурӑнакан Александр Павлов «Комсомольское – Яльчики – Буинск» ҫулӗ ҫинче, Тип Тимеш ялне кӗнӗ ҫӗрте, тӑпра хӳсе ҫирӗплетме тата шыв каҫакан пӑрӑха юсама ыйтнӑ.
Олег Николаев палӑртнӑ лару-тӑру пирки пӗлет. Округ администрацийӗ объект тӗрӗслевне ирттернӗ. Смета докуменчӗсем хатӗр пулсанах, килӗшӳ алӑ пусӗҫ. Ӗҫсен хакӗ - 1 миллион 240 пин тенкӗ ытла. Вӗсене 2026 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен вӗҫлеме палӑртаҫҫӗ.
Шӑхасанта пурӑнакан кадастр инженерӗ Ольга Никитина регион Пуҫлӑхне Чапаев урамӗнче тӗп шыв пӑрӑхӗ ҫукки ҫинчен каласа панӑ. «Шыв лару-тӑрӑвӗ ҫулсерен япӑхланса пырать. Ҫуллахи вӑхӑтра ҫӑлсем типеҫҫӗ, хӗлле вара шыв запасӗ аран-аран ҫиткелет. Унсӑр пуҫне, 2021 ҫулта ирттернӗ анализсем шывра щелочь тата тимӗр виҫи нормӑран иртнине кӑтартнӑ. Хушма тасатусӑр шыва ӗҫме юрамасть», - тесе хыпарланӑ вӑл.
Олег Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес хӗллех урамра централизациленӗ шыв пӑрӑхӗ пулать. Унӑн строительстви валли 5,5 миллион тенкӗ укҫа уйӑрнӑ. Ку «Пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата коммуналлӑ хуҫалӑх сферине модернизацилесси тата аталантарасси» патшалӑх программи шайӗнче пурнӑҫланӗ. Строительствӑпа монтаж ӗҫӗсене 2026 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 31-мӗшӗччен вӗҫлеме палӑртаҫҫӗ.
Ольга Никитина - нумай ачаллӑ амӑшӗ. Вӑл Шӑхасан салинче ача-пӑча лапамӗсем ҫителӗклӗ марри ҫинчен каласа панӑ. Республикӑн Пуҫлӑхӗ ятарлӑ ушкӑн йӗркелеме тата кӑҫалах «Ниме - халӑх бюджечӗ» программӑна хутшӑнма заявка пама сӗннӗ. Проектӑн тепӗр ҫул пурнӑҫа кӗрес шанчӑк пысӑк.
Пӑрачкав шкулӗн директорӗ, шкула 23-мӗш ҫул ертсе пыракан Иван Кудявнин, республика ертӳлӗхне нумай ҫул хушши вӗрентекенсене, спортсменсене, вӗренекенсене тата вӗсен ашшӗ-амӑшне канӑҫ паман ыйту пирки каласа кӑтартнӑ. Сӑмах «Дельфин» физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетекен комплекс территорийӗнче тата шкулта хальхи йышши оборудованиллӗ спорт лапамӗ ҫукки ҫинчен пырать.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ыйтӑва татса памалли урӑх май сӗннӗ - объекта шкул территорийӗн тирпей-илем кӗртмелли объект пек пӑхса тухма. Шкула тӗпрен юсасси 2028 ҫулта палӑртнӑ.
Аса илтерер, 2023 ҫултанпа Чӑваш Республикинчи шкулсене тӗпрен юсасси комплекслӑ пулса пырать. Ҫуртсене ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн вӗсене ҫӗнӗ оборудованипе тивӗҫтереҫҫӗ, унтан вӗренӳ заведенийӗсен таврашӗнчи территорисене тирпей-илем кӗртеҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн йышӑнӑвне Хӗрлӗ Чутай муниципалитет округӗнчи Горбатовка ялӗн старости Ольга Ипатова та ҫитнӗ. Вӑл яла газ кӗртессине хӑвӑртлатма ыйтнӑ. Олег Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх, 2026 ҫулта пысӑк тата пӗчӗк пусӑмлӑ газ пӑрӑхӗсене, ҫавӑн пекех газ регулятор пунктне тума палӑртаҫҫӗ. Ӗҫсене кӑҫалхи тӑваттӑмӗш кварталта вӗҫлемелле.
Ольга Ипатова ҫавӑн пекех ялтан вырӑнти масар патне ҫул туса пама ыйтупа тухнӑ. Хальлӗхе унта ҫитме вырӑнти юханшыв урлӑ каҫмалла, унта вӑхӑтлӑх каҫма май пур. Пур-пӗрех йывӑрлӑхсем кулленех пулаҫҫӗ имӗш.
«Ку питӗ пӗлтерӗшлӗ ыйту. Паллах, пӗрремӗш тапхӑрта асфальтлӑ ҫул пулмӗ, анчах та пуҫламаллах. Муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗпе калаҫса пӑхӑп, ыйтӑва татса парӑпӗр», - сӑмаха ҫавӑрса каланӑ Олег Николаев.
