Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей кунӗ ячӗпе саламлани
Хаклӑ ентешӗмӗрсем!
Сире Раҫҫей кунӗ ячӗпе саламлатӑп!
Вун-вун ҫул хушши ӗнтӗ ҫӗршывӑмӑр патшалӑх суверенитечӗ тата демократи хаклӑхӗсем нумай миллионлӑ халӑх пурнӑҫне йӗркелесе пымалли ҫирӗп никӗс пулса тӑнӑ ҫӗнӗ кун-ҫул тивлечӗпе малалла аталанать.
Владимир Путин Президентӑмӑр калакан гражданла ирӗклӗхсемпе саккун аслӑлӑхӗ паянхи кун уйрӑм пӗлтерӗшпе палӑрса тӑраҫҫӗ. Этем, унӑн ҫемйин ырлӑхӗ тата ыранхи куна шанчӑклӑн кӗтни – акӑ мӗне тӗп вырӑна хурать хальхи вӑхӑтри патшалӑх политики. Тӑван ҫӗршывӑмӑр аслӑлӑхӗ ҫакӑн пек ансат та пӗлтерӗшлӗ енсенчен йӗркеленет: телейлӗ ачасем ҫитӗнекен ҫемьесенчен, астӑвӑмран, аслисене хисепленинчен, йывӑр вӑхӑтра пӗр-пӗрне пулӑшма хатӗр пулнинчен тата тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлакан ӗҫрен.
Чӑваш Ен – Раҫҫейӗн уйрӑлми, курӑмлӑ тата хӑйне евӗрлӗ пайӗ. Пирӗн тӑрӑха авалтанпах ҫӗр пин юрӑ тата ҫӗр пин тӗрӗ ҫӗршывӗ теҫҫӗ. Пултарулӑхӑн хӑйне евӗрлӗ еткерлӗхӗ тата унӑн ку чухнехи сӑнарлӑхӗ тивӗҫлипе нумай нациллӗ ҫӗршывӑмӑрӑн пӗрлехи культура пуянлӑхӗн йышне кӗрет.
Раҫҫейри Халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗнче Чӑваш Енре Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкне ирттерни те ӑнсӑртран мар. Ҫапла майпа эпир пӗтӗм ҫӗршывӑмӑрпа пӗрле утатпӑр.
Эпир ҫӑмӑл мар, анчах питех те пӗлтерӗшлӗ вӑхӑтра пурӑнатпӑр. Тата эпир – ҫӗнтерӳҫӗсемпе пултаруллӑ ӗҫченсен ӑрӑвӗн еткерҫисем. Раҫҫей кунӗ пире ҫакна тата тепӗр хут ҫирӗппӗн аса илтертӗр – эпир пиншер ҫулхи кун-ҫуллӑ та пуян культурӑллӑ вӑйлӑ патшалӑхӑн пӗр пайӗ.
Пӗтӗм Раҫҫей ҫыннине ҫирӗп сывлӑх, тӑнӑҫлӑх тата ырлӑх сунатӑп! Пирӗн ачасем хӑюллӑ ӗмӗтсемпе ҫунатланма тата пысӑк ҫитӗнӳсем тума май паракан ҫӗршывра ӳссе ҫитӗнччӗр. Пирӗн тӑван республикӑмӑр малалла чечеклентӗр, Аслӑ Патшалӑхӑмӑр вара татах та вӑйланса тӗреклентӗр!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
