Олег Николаев «НИМЕ – Халăх бюджечĕ» программăн объектĕсене йышăннă чухне халăх тата патшалăх тĕрĕслевне пĕрлештерме хушнă

Олег Николаев «НИМЕ – Халăх бюджечĕ» программăн объектĕсене йышăннă чухне халăх тата патшалăх тĕрĕслевне пĕрлештерме хушнă

Ертӳҫӗсен эрнесерен ирттерекен канашлӑвӗнче «НИМЕ - Халӑх бюджечӗ» пуҫару бюджечӗн программине пурнӑҫлас ӗҫӗн  кӑтартӑвӗсене тишкернӗ. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пур проектсене те  утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен контрактсене туса пӗтерме хушнӑ. Вӑл обществӑлла  тӗрӗслев пирки чарӑнса тӑнӑ. 

 «Пирӗн тӗллев – объектсене вӑхӑтра хута ярасси кӑна мар, ҫынсене пахалӑх тӗрӗслевӗн процесне явӑҫтарасси. Етӗрне округӗ питӗ лайӑх тӗслӗх кӑтартрӗ, унта муниципалитет администрацийӗ ӗҫсене йышӑнни ҫинчен калакан документсене объектра пурнӑҫа кӗртнӗ ӗҫсене ҫынсем ырламасӑр алӑ пусман. Шӑпах граждансен пуҫаруллӑ ушкӑнӗсем хӑйсен идейисене пурнӑҫа кӗртес ӗҫре хӑйсен шухӑшне пӗлтермелле», – тенӗ вӑл.

 «НИМЕ – Халӑх бюджечӗн» программине чӑвашсен йӑли-йӗркипе тачӑ ҫыхӑнса тӑракан ансат принциппа  йӗркеленӗ: унта пурӑнакансем хӑйсен картишӗнче, урамра е поселокра, чи лайӑх проектсемшӗн сасӑлаҫҫӗ, ӗҫ мӗнле пынине тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ. Программӑна Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пуҫарнипе йӗркеленӗ.

2025 ҫултан пуҫласа пуҫаруллӑ бюджетировани программи чылай улшӑнса ҫӗнелнӗ: проект ҫул-йӗрӗсене анлӑлатнӑ, проектсен йышне ӳстерме килӗшнӗ.

Чӑваш Ен строительство министрӗ Владимир Максимов Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Канашра, Ҫӗмӗрлере тата Улатӑрта кӑҫал 288 проект пурнӑҫланнине палӑртнӑ. Ку вӑл ҫулталӑк малараххинчен ултӑ хут пысӑкрах. Сасӑлавра 45 пине яхӑн хула ҫынни хутшӑннӑ, чи ҫивӗч ҫул-йӗрсемпе ҫулсене юсаттарма, картишсене тирпей-илем кӗртме, ачасемпе ҫамрӑксем валли общество уҫлӑхне йӗркелеме пуҫланӑ. Хула проекчӗсен пӗтӗмӗшле хакӗ 1,17 млрд тенкӗрен иртнӗ. Пилӗк объекта срокчен маларах хута янӑ. Улатӑрта ҫула юсанӑ, ача садӗнчи чӳречесене улӑштарнӑ, Ҫӗмӗрлере спортплощадка уҫнӑ, Шупашкарта ача-пӑча ӳнер шкулӗнче пандус йӗркеленӗ, Лесхозной урамӗнчи ҫутта ҫӗнетнӗ. Ытти хула проекчӗсене чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне вӗҫлеме палӑртнӑ.

Ял тӑрӑхӗнче тата пысӑкрах ӗҫсем йӗркеленнӗ. 2026 ҫулта кунта пӗтӗмӗшле 3,9 млрд тенкӗпе танлашакан 1 553 проект пурнӑҫланать. Ҫулсемпе инфратытӑм объекчӗсене юсасси, массӑллӑ кану вырӑнӗсене, парксене тата ача-пӑча вӑййисене тирпей-илем кӗртесси ыйтусем актуаллӑ.  Ҫавӑн пекех ТОП-5-ра халӑха таса шывпа тивӗҫтерес (шыв башнисене юсасси), урамри ҫутта модернизацилесси тата масарсен территорийӗсене йӗркене кӗртесси ҫинчен калакан проектсем кӗнӗ.

«Ял ҫыннисем пушар хӑрушсӑрлӑхӗн, истори астӑвӑмӗн, социаллӑ пурнӑҫпа культура сферин тата спорт сферин ыйтӑвӗсем ҫине тимлӗн пӑхаҫҫӗ. Республикӑра халӗ урамсене юсаҫҫӗ, тротуарсем вырнаҫтараҫҫӗ, общество вырӑнӗсене тирпейлеҫҫӗ» – тесе каланӑ  Чӑваш Ен ял хуҫалӑх министрӗ Андрей Макушев.

2027 ҫулхи проектсем  валли  заявкӑсене пухасси ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пуҫланнӑ, августӑн 15-мӗшӗнче вӗҫленнӗ. «НИМЕ – Халӑх бюджечӗ» пуҫаруллӑ бюджет программи ҫинчен калакан пӗтӗм хыпара народныйбюджет.чувашия.рф. вуласа пӗлме пулать.  Ял территорийӗнче пурӑнакансем валли «Чувашия онлайн» сайтра кирлӗ пек хыпарсене вырнаҫтарнӑ.  



15 июня 2026
17:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter