Чӑваш Республикин наркотиксемпе кӗрешекен комиссин ларӑвӗ иртнӗ

Чӑваш Республикин наркотиксемпе кӗрешекен комиссин ларӑвӗ иртнӗ

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев регионта наркотика хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен комиссийĕн ларăвне ирттернĕ, учрежденисенче  наркотиксен саккунсӑр ҫаврӑнӑшне чарса тӑрас енӗпе тунӑ мерӑсен эффективлӑхне сӳтсе явнӑ. Республика Ертӳҫи палӑртнӑ тӑрӑх, тӗп приоритет - профилактика тата пур ведомство та килӗштерсе ӗҫлени. Вӑл 2026 ҫулхи вӗҫнелле вӗренӳпе методика пухӑвӗсем ирттерме хушнӑ. Вӗрентӳ программи оперативлӑ состав валли те (преступленисене уҫса парас пахалӑха лайӑхлатас тата наркотиксене турттарса кӗрес каналсене пӳлес енӗпе), медицина персоналӗ валли те (системӑллӑ пулӑшу тата информаци ылмашӑнӑвӗ енӗпе) пырса тивет.

Наркотиксен саккунсӑр ҫаврӑнӑшне чакарас, преступленисен шутне пӗчӗклетес тӗллевпе пурнӑҫланӑ ӗҫсем пирки ыйтусене пухăннисем ҫивĕч сӳтсе явнă, пăтăрмахсене сирсе ярассипе йышăннă мероприятисем ҫинчен канашланă, палăртнă программăри хăш-пĕр пайсем пирки калаҫнă. Сиенлĕ наркăмăш витĕмлĕхĕ паянхи пурнăҫ таппинче самай сисĕннине каланă  ларăва пухăннисем.

Чӑваш Республикинчи Раҫҫей УФСИН пуҫлӑхӗ Геннадий Шиндин пӗлтернӗ тӑрӑх, 2026 ҫул пуҫламӑшӗнче право хуралӗн органӗсемпе килӗштерсе ӗҫленипе наркотиксен саккунсӑр ҫаврӑнӑшӗ енӗпе 12 преступлени уҫса панӑ. УФСИН подразделенийӗсем панӑ оперативлӑ информаци тӑрӑх, саккунсӑр ҫаврӑнӑшран 5,6 кг ытла наркотик тата психотроп япаласем туртса илнӗ, ку вӑл иртнӗ ҫулхи ҫав тапхӑрти кӑтартупа (660,04 грамм) танлаштарсан чылай пысӑкрах.

Чӑваш Республикинчи уголовлӑ-исполнительлӗ инспекцире 2026 ҫулта наркотиксен саккунсӑр ҫаврӑнӑшӗпе ҫыхӑннӑ преступленишӗн судпа айӑпланнӑ 256 ҫын, вӗсенчен 6-шӗ  ҫула ҫитмен ачасем (пӗлтӗр - 296 тата 13), учетра тӑнӑ. 

Канашлура ҫавӑн пекех наркотиксемпе усӑ курас хӑрушлӑха маларах палӑртас енӗпе тунӑ ӗҫсен кӑтартӑвӗсене сӳтсе явнӑ. Комисси уйрӑмах вӗренекенсене социаллӑ-психологи тӗпчевӗ ирттерессинчен хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗ хирӗҫлени пирки чарӑнса тӑнӑ. Ку ыйтӑва тӗплӗн тишкермеллине чӗнсе каланӑ канашлӑва пухӑннисем.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ҫамрӑксем хушшинче профилактика ӗҫне вӑйлатма хушнӑ.  Наркотиксене хирӗҫ ӗҫлекен комиссийӗсен ларӑвӗсенче тӑтӑшах ыйтусене тарӑн пӑхса тухма чӗнсе каланӑ.  Хушма профилактика мероприятийӗсене плана кӗртсе хӑвармаллине те асӑннӑ.

 «Социаллӑ-психологи тӗпчевне ирттерессинчен пӑрӑнни  аван мар.  Пирӗн тӗллев хӑрушсӑрлӑхсее сирсе ярасси.  Ачасен ӗҫӗсемпе тимлекен комиссисене ытларах  ашшӗ-амӑшне явӑҫтарсан, шкулсенче ытларах та ытларах ӑнлантару ӗҫӗсене йӗркелесен йӗрке хуҫаланасси те часах пулӗ», - тенӗ Чӑваш Ен  Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Чӑваш Республикин вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров пӗлтернӗ тӑрӑх, 2025-2026 вӗренӳ ҫулӗнче социаллӑ-психологи тестированине 77 203 вӗренекен иртнӗ, ку вӑл тӗрӗслеве лекекен вӗренекенсен пӗтӗмӗшле хисепӗн 99,6% пулать. 

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Лариса Тарасова палăртнă мероприятисене йĕркелесе ирттерни пысăк инкексене сирсе яма пулăшнине каланă. Ку енӗпе республикӑра ятарлӑ программӑсем ҫирӗплетнӗ. Вӗсемпе килӗшӳллӗн ҫамрӑксен хушшинче наркотиксемпе усӑ куракансене тупса палӑртма медицина тӗрӗслевӗсем йӗркеленӗ, психотроплӑ япаласен сиенӗ пирки калаҫусем, профилактика мероприятийӗсем ирттернине хыпарланӑ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тĕрлĕ профилактика ĕҫĕсене кулленех йĕркелесе ирттермеллине чĕнсе каланă, право хуралĕнче тăрăшакансемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлеме, пĕрне-пĕри паха сĕнӳсемпе пулăшма пĕлмеллине каланă. Хăш-пĕр ĕҫсене пурнăҫлама пысăк укҫа та кирлĕ мар, ырă сăмах темĕнрен те хаклă. Наци проекчĕпе килĕшӳллĕн мĕнпур мероприятисене вăхăтра тата туллин пурнăҫламалла, программăсене планпа килĕшӳллĕн пурнăҫа кĕртсе пымалла.

 Канашлура пӑхса тухнӑ мӗнпур ыйтӑва ҫирӗп тӗрӗслеве илме тепӗр хут асӑрхаттарса хӑварнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ. Кашни муниципалитетра ҫамрăксемпе канашламалли ятарлă вырăнсем пулмалла. Ҫитĕнекен ăру тепре чухне хăй мĕн тунине те ăнкарса илеймест, усал ĕҫе туса та хурать. Ҫавăнпа та вĕсемпе кулленех ҫыхăну тытма пĕлмелле. Тимлĕхе ҫухатмалла мар, йывăр чухне ырă сĕнӳ паса пулăшмалла тенӗ Пуҫлӑх сӑмаха ҫавӑрса.

 



17 июня 2026
10:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter