Шупашкарта иртекен экономика форумĕ Чăваш Ене çĕнĕ пысăк инвестицисем илсе килессине каланӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Шупашкарта иртекен экономика форумĕ Чăваш Ене çĕнĕ пысăк инвестицисем илсе килессине каланӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Паян Чӑваш Енӗн тӗп хулинче  – Шупашкарта XVI-мĕш экономика форумĕ уҫӑлнӑ. Кашни ҫулах унӑн кун йӗрки улшӑнса ҫӗнелсе пырать. Ӑнланмалла япала. Паянхи пурнӑҫ таппинче, хальхи чӑнлӑхсем Раҫҫейри экспертсен пӗрлӗхӗ умне ҫӗнӗ тӗллевсем лартаҫҫӗ.

Кун йӗркинчи тӗп тема – «Тӑнӑҫлӑх. Аталану. Технологи». Форум Мускавпа Санкт-Петербургран, Тутарстан Республикинчен, Чулхула, Самара, Киров облаҫӗсенчен тата ытти регионсенчен килнӗ 1,5 пин ытла хутшӑнакана пӗр чӑмӑра пухнӑ. Бизнес программинче: пленарлӑ лару, пысӑк пӗлтерӗшлӗ килӗшӳсене алӑ пусасси, «Регионсем – чикӗсӗр ӗҫтешлӗх» курава хутшӑнасси, потенциаллӑ партнерсемпе тӗл пулса калаҫасси тата ытти те.

«Форумӑн тӗп тӗллевӗ – бизнес, экспертсем тата влаҫ хушшинчи тӳрремӗн диалог туса хурасси. Пирӗншӗн республикӑна аталантармалли комплекслӑ программа тата Шупашкар агломерацийӗн мастер-планне пурнӑҫлас енӗпе  пӗр-пӗринпе килӗшсе, ӑнланса ӗҫлени питӗ пӗлтерӗшлӗ, мӗншӗн тесен пирӗн нумай ҫуллӑх плансем практика енӗпе хӑвӑртрах пурнӑҫа кӗрсе пыччӑр. Чӑваш Ен тухӑҫлӑ ӗҫлесе пыма яланах хатӗр»,  –  тесе палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Форумра 14 дискусси площадки ӗҫлет. Унта 17 килӗшӳ алӑ пусса ҫирӗплетме палӑртнӑ, вӗсен пӗтӗмӗшле инвестици калӑпӑшӗ 8,7 млрд тенкӗпе танлашать, вӗсем республикӑри производство, цифраллӑ инфраструктура, логистика тата спорт аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑ. Стратегиллӗ аталану ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ май янӑ сӗнӳсемпе рекомендацисем палӑртнӑ тӗллевсене тата пысӑк кӑтартусемпе палӑрас енӗпе пысӑк инструмент пулса тӑрӗҫ.



18 июня 2026
14:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter