Чӑваш Енре иртекен Раҫҫей Кубокӗ регион статусне ҫӑмӑл атлетика центрӗ пек ҫирӗплетнине каланӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Чӑваш Енре иртекен Раҫҫей Кубокӗ регион статусне ҫӑмӑл атлетика центрӗ пек ҫирӗплетнине каланӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Шупашкарта «Олимпийский» стадионра  ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раççей Кубокĕ уçăлнӑ. Наци спорт календарĕнчи пысăк пулăмсенчен пĕри республикăн тĕп хулинче çĕртме уйăхĕн 18-21-мĕшĕсенче иртет. Ăмăртăва çĕршывăн 54 регионĕнчен 644 спортсмен хутшăнать.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, ӑмӑртусене хутшӑнакансене саламланӑ май, Шупашкаршӑн ҫакнашкал пысӑк турнир ирттерни пысӑк чыс пулнине палӑртнӑ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев  хӑйӗн ум сӑмахӗнче пирӗн региона Раҫҫейрен кӑна мар,  тӗнчери чи ӑста ҫӑмӑл атлетика енӗпе паллӑ спортсменсем килсе ҫитнине асӑннӑ. «Чӑваш Республикинче кун пек ӑмӑртусене ирттерни - чыс та, яваплӑх та. Спортра пуҫласа ҫитӗнӳсем тӑвакансемшӗн чемпионсен тӗслӗхӗсем вӗсене тата та хавхалантарӗҫ.  Автографсем илсе, каярахпа спорт аренисенче те ҫавнашкалах ҫитӗнӳсемпе палӑрма тӑрӑшӗҫ ҫитӗнекен ачасем», - тенӗ вӑл сӑмаха малалла тӑснӑ май.

РФ Патшалӑх Думиӗн финанс рынокӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн Председателӗ Анатолий Аксаков пухӑннисене спорт уявӗ ячӗпе саламланӑ тата Шупашкарта ҫакнашкал пысӑк шайри ӑмӑртусем иртни питӗ сумлӑ тесе хакланӑ. Вӑл хутшӑнакансене ӑнӑҫусем, чи вӑйлисене ҫӗнтерӳпе палӑрма суннӑ. Ҫивӗч тупӑшура малтисем ыттисемшӗн тӗслӗх пулса тӑччӗр тенӗ вӑл.

Олимпийский чемпион тата Раҫҫейӗн ҫӑмӑл атлетика федерацийӗн пӗрремӗш вице-президенчӗ Юрий Борзаковский Чӑваш Ен уншӑн 20 ҫул хушшинче тӑван вырӑн пулса тӑнине палӑртнӑ. Вӑл республикӑн ертӳлӗхне тата Раҫҫей кубокне йӗркелекенсене турнирӑн пысӑк шайри йӗркелӳшӗн тав тунӑ.  Куракансене ҫӑмӑл атлетсене хастартарах  хавхалантарма чӗнсе каланӑ.  Ӑмӑртӑва хутшӑнакансене ӑнӑҫу тата сурансӑр тупӑшусем суннӑ.

Уявӑн торжествӑлла пайне ҫавӑн пекех ПСБ Председателӗн ҫумӗ Дмитрий Макеев тата Чӑваш Енӗн физкультурӑпа спорт министрӗ Василий Петров хутшӑннӑ.

Паллӑ пулӑма Чӑваш Республикинчен 17 спортсмен - регионти профильлӗ спорт шкулӗсенче вӗренсе тухнисем - хутшӑнаҫҫӗ.

Раҫҫей Кубокӗпе пӗрлех Шупашкарта «Спортӑн наци те, чикки те ҫук» фестиваль иртет.  Унта мастер-классем пулӗҫ, артистсем хӑйсен юрри-ташшипе илем кӳрӗҫ, тӗрлӗ ӑмӑртусенче хастарсем хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартса парӗҫ.  



19 июня 2026
09:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter