Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Медицина ӗҫченӗсене професси уявӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Медицина ӗҫченӗсене  професси уявӗпе саламлани

Хисеплӗ медицина ӗҫченӗсем тата отрасль ветеранӗсем!

Хӑвӑрӑн професси уявӗпе чун-чӗререн саламланине йышӑнсамӑр!

Паян Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗнче 5 пин ытла тухтӑр тата 12 пин ытла вӑтам сыпӑкри медицина ӗҫченӗ вӑй хурать. Хӑйсен ӗҫне лайӑх пӗлекен ӑстаҫӑсен самаях пысӑк йышӗ ҫакӑ, ҫын сывлӑхӗшӗн тӑрӑшасси вӗсемшӗн чӑннипех чун туртӑмӗ шутланать, ҫав пархатарлӑ тивӗҫе пурнӑҫлакансем ҫавӑн пекех пысӑк хастарлӑхпа та ыркӑмӑллӑхпа палӑрса тӑраҫҫӗ. Эсир чи хаклӑ тупрана – ҫын пурнӑҫне  –  шанчӑклӑн сыхлатӑр.

Федерацин «Земство тухтӑрӗ» тата «Земство фельдшерӗ» программисене, ятарлӑ тӳлевсене, пурӑнмалли ҫурт-йӗршӗн тӳлеме паракан субсидисене тата социаллӑ пулӑшу памалли ытти майсене пула Чӑваш Ен сывлӑх сыхлавӗ ҫамрӑк тата ӑста специалистсемшӗн, ҫав шутра ытти регионсенчисемшӗн те, илӗртӳллӗрех пулса пырать. Кадрсемпе тивӗҫтернин кӑтартӑвӗсем ҫӳллӗ шайра сыхланса юлаҫҫӗ. Медицина профессийӗн ят-сумне ӳстерес ӗҫе наставниклӑх институчӗ те хӑйӗн курӑмлӑ тӳпине хывать.

Республика Правительстви эсир хӑвӑра пӗтӗмпех сывлӑха сыхлас ӗҫе тата пирӗн граждансен пурнӑҫне ҫӑлса хӑварассине халаллама пултарӑр тесе хӑйӗнчен мӗн килнине пурне те тӑвать. Сывлӑх сыхлавӗ валли уйӑракан укҫа-тенкӗ калӑпӑшӗ чылай ӳсрӗ, ҫакӑ ҫӗнӗ пысӑк технологиллӗ оборудовани туянма, телемедицинӑпа тата искусствӑлла интеллектпа усӑ курса инновациллӗ сиплев мелӗсене пурнӑҫа кӗртме май пачӗ. 2025 ҫулта ҫӗнӗ уйрӑмсем уҫнӑ, вӗсен шутне Ҫӗнӗ Шупашкарти реабилитаци центрӗ, Патӑрьелӗнчи юн тымарӗсен центрӗ тата Канашри Сывлӑх центрӗ кӗреҫҫӗ, ҫавӑн пекех пӗтӗм республикипе вун-вун объекта тӗпрен юсанӑ. Эпир наци проекчӗсене ӑнӑҫлӑ пурнӑҫлатпӑр, ку чухнехи фельдшерпа акушер пунк­чӗсем, врач амбулаторийӗсем тӑватпӑр.

Сиплеве хальхи майсемпе йӗркеленине тата, чӑн малтанах, сирӗн тӑрӑшуллӑ ӗҫӗре пула, республикӑра хуласенче кӑна мар, ял ҫӗрӗнчи округсенче те пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑвӗпе пӗр тан усӑ курмалли майсем туса хунӑ. Профилактика ӗҫӗ ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑхатпӑр. Вуншар пин ҫынна тӗплӗн тӗрӗслеме, камӑнне те пулсан вара пурнӑҫне те ҫӑлса хӑварма май паракан «Сывлӑх патне  –  утӑм» проект ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланать. Предприятисенче сывлӑха ҫи­рӗплетмелли корпоративлӑ программӑсем хастарлӑн ӗҫе кӗреҫҫӗ.

Ҫав ӗҫсен кӑтартӑвӗсем куҫ умӗнче: республикӑра пурнӑҫ тӑршшӗ 74 ҫула ҫити ӳсрӗ, ҫынсем медицина пулӑшӑвӗпе кӑмӑллӑ  пулнин кӑтартӑвӗ  вара 56 процентран та иртет.

Тивӗҫе чунтан парӑннӑшӑн, ырми-канми ӗҫӗршӗн сире чӗререн тав тӑватӑп! Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми вӑй-хал, ӗҫре ҫитӗнӳсем тата харпӑр хӑй ырлӑхне сунатӑп. Сире те, сирӗн ҫывӑх ҫыннӑрсене те тӑнӑҫлӑх тата  ӑнӑҫлӑх!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                  Олег Николаев



21 июня 2026
09:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter