Астăвăмпа хурлану кунӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Çар Мухтавĕн мемориалĕн комплексӗнче Ӗмӗрлĕх вут-ҫулӑмĕ умне чечексем хунă
Ҫĕртме уйăхĕн 22-мӗшӗнче, Астăвăмпа хурлану кунӗнче, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Шупашкарти Çар Мухтавĕн мемориалĕн комплексӗнче Ӗмӗрлĕх вут-ҫулӑмĕ умне чечексем хунă.
Хурлану митингне Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Леонид Черкесов, Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Сергей Артамонов, правительство членӗсем, Общество палатин членӗсем, тӗрлӗ министерствӑсен ертӳҫисем, ятарлӑ ҫар операцийӗн участникӗсем, вӑй структурисен представителӗсем, тӗн конфессийӗсем, обществӑлла организацисем, кадетсем тата та ыттисем хутшӑннӑ.
Аслă Çĕнтерĕве туптанă, хăйсен йăхне тăсакан çĕнĕ ăрăва телейлĕ те ирĕклĕ, янкăр тӳпеллĕ пурнăç парнеленĕ паттăр салтаксене пуҫ тайса паллă пулăма пухăннисем пĕр самантлăха шăплăха тытнă. 1941-мӗш ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗ – пирӗн ҫӗршыв историйӗнчи чи синкерлӗ кунсенчен пӗри. 200 пин ытла пирӗн ентеш фронта тухса кайнӑ, вӗсенчен кашни иккӗмӗшӗ каялла таврӑнайман. Тылра юлнисем заводсенче тата уй-хирте «Пӗтӗмпех фронт валли, пӗтӗмпех Ҫӗнтерӳ валли!» чӗнӳпе хавхаланса тата ырми-канми ӗҫлесе чӑн-чӑн паттӑрлӑх кӑтартнӑ. Республикӑра пурӑнакан ҫӗршер пин ҫын 1941-1942 ҫулсенчи шартлама сивӗре хӑйсен вӑйӗпе Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене туса хатӗрленӗ.
«Паян, пирӗн ҫар ҫыннисем ятарлӑ ҫар операцийӗ иртекен тӑрӑхра Раҫҫей суверенитетне хӳтӗлессипе ҫыхӑннӑ тӗллевсене пурнӑҫланӑ вӑхӑтра, эпир саманасен ҫав уйрӑлми ҫыхӑнӑвне уйрӑмах ҫивӗч туятпӑр. Ҫавна май вӗсемшӗн шанчӑклӑ тыл пуласси тата вӗсен ҫемйисене пур енлӗн пулӑшса тӑрасси – пирӗн сӑваплӑ тивӗҫӗмӗр. Асаттесемпе мӑн асаттемӗрсен паттӑрлӑхне асра тытни пире кирек мӗнле йывӑрлӑха та ҫӗнтерме, хамӑр тӗрӗслӗхе ҫирӗппӗн шанса тӑма вӑй парать. Ҫав астӑвӑма пирӗн чыслӑн сыхласа упрамалла, ӑна ӑруран ӑрӑва куҫарса пымалла, мухтавлӑ мӑн асаттемӗрсене тивӗҫлӗ пулмалла тата хамӑр республикӑпа пӗтӗм Раҫҫей ырлӑхӗшӗн ырми-канми тӑрӑшса ӗҫлемелле. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин паттӑрӗсем ӗмӗр-ӗмӗр асра пулӗҫ!», – тенӗ вӑл.
