Чăвашсен йăли-йĕрки çинчен сӑнарлакан курав Раççей халăхĕсен пĕрлĕхне витӗм кӳрекен пӗрлехи ӗҫ пулнине палӑртнӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче «Йăла-йĕркепе тумсем çинчен / Про обряды и наряды» ятпа ӳнер произведенийĕсен куравĕ уçăлнӑ. Паллӑ пулӑма Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, телекурав ертӳҫи тата «Раççей хĕрарăмĕсен пĕрлĕхĕ» Пĕтĕм Раççейри обществăпа патшалăх организацийĕн председателĕ Мария Ситтель, «Раççей хĕрарăмĕсен пĕрлĕхĕ» Чăваш Республикинчи обществăлла организацин председателĕ Наталья Николаева тата ытти хисеплĕ хăнасем хутшăннӑ.
Курава уçнă май, регион Ертӳçи экспозици Чăваш Республикин кунĕ умĕнхи пысăк пĕлтерĕшлĕ пулӑм тесе хакланӑ. Ҫавăн пекех Раççейре Халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕ тата Чăваш Енре Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕ пулнӑ май, кун пек мероприятисен витӗмлӗхӗ пысӑк пулнине асӑннӑ.
«Пирĕн республикăра 120 ытла наци çынни пурăнать, эпир хамăр тивĕçе чăваш культурин пуянлăхĕпе никĕсне кăтартса парассинче куратпăр. Раççей Федерацийĕнчи халăхсен пысăк ушкӑнӗнче эпир хăйне евĕр вырăн йышăнатпăр. Иртнĕ ĕмĕрсен хайлавĕсем урлă асаттесемпе асаннесен вăй-хал çăлкуçӗпе тачӑ ҫыхӑнса тӑратпӑр. Кун пек ӗҫсене йӗркелесе пыни пире паянхи йывăрлăхсене хирĕç тăма тата малалла, çĕнтерӳсем патне, çирĕппĕн утма май параҫҫӗ», – тесе чӗнсе каланӑ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Куравра хатӗрлесе тӑратнӑ пиртен ӑсталанӑ япаласем авалхи уявсен тумӗ, йăла-йĕрке пуянлăхне уçса параççĕ.
Экспозицире уйрăмах пысăк вырăна çурхи çĕр ĕçĕн уявĕ – Акатуй тата çуллахи кун тăршшĕн Уяв йăли-йĕрки çинчен калакан пиртен ӑсталанӑ япаласем йышăнаççĕ. Тĕрлĕ ӳнерçĕсен, кашни хăйне май, «ниме» – чăвашсене çулсем хушши пĕрлĕхе упрама тата пĕр-пĕрне пулăшма пулăшнă, тĕлĕнмелле пысӑк шухӑшлӑ пулӑм – темине сăнарлаҫҫӗ.
«Раççей хĕрарăмĕсен пĕрлĕхĕ» Пĕтĕм Раççейри обществăпа патшалăх организацийĕн председателĕ Мария Ситтель курав йĕркелӳçисене тав тунӑ тата культурăллă йăла-йĕркесене упраса хăварасси – çитĕнекен ăрăва воспитани парас ĕçре чи пĕлтерĕшлĕ пай пулнине палăртнӑ.
«Йăла-йĕркепе тумсем çинчен / Про обряды и наряды» курав Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче 2026 çулхи авăн уйăхĕн 6-мĕшĕччен ĕçлĕ.
