Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин паттӑрӗсем ӗмӗр-ӗмӗр асра
Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫыннисем! Хаклӑ ветерансем, тыл ӗҫченӗсемпе вӑрҫӑ ачисем!
1941-мӗш ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗ – пирӗн ҫӗршыв историйӗнчи чи синкерлӗ кунсенчен пӗри. 1941-мӗш ҫулхи ҫак кун миллионшар ҫыннӑн пурнӑҫне «умӗнхи» тата «хыҫҫӑнхи» тапхӑрсем ҫине пайланӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи – ҫӗршывӑмӑрта пурӑнакан кашни ҫынранах паттӑрлӑхпа тӳсӗмлӗх ыйтакан чи юнлӑ та хаяр тытӑҫу пуҫланнӑ.
200 пин ытла пирӗн ентеш фронта тухса кайнӑ, вӗсенчен кашни иккӗмӗшӗ каялла таврӑнайман. Тылра юлнисем заводсенче тата уй-хирте «Пӗтӗмпех фронт валли, пӗтӗмпех Ҫӗнтерӳ валли!» чӗнӳпе хавхаланса тата ырми-канми ӗҫлесе чӑн-чӑн паттӑрлӑх кӑтартнӑ. Республикӑра пурӑнакан ҫӗршер пин ҫын 1941-1942 ҫулсенчи шартлама сивӗре хӑйсен вӑйӗпе Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене туса хатӗрленӗ. Чӑваш Ен фронт ҫывӑхӗнчи хуласенчен эвакуациленӗ пин-пин ҫыншӑн, аманнӑ салтаксемпе тӑлӑха юлнӑ ачасемшӗн иккӗмӗш кил пулса тӑнӑ. Вӑрҫӑ кӳрекен йывӑрлӑхсем пирӗн халӑхӑн чун хавалне амантайман, пачах урӑхла, ӑна туптаса тата ҫирӗплетсе никам ҫӗнейми хӑватлӑ вӑя ҫавӑрнӑ.
Паян, пирӗн ҫар ҫыннисем ятарлӑ ҫар операцийӗ иртекен тӑрӑхра Раҫҫей суверенитетне хӳтӗлессипе ҫыхӑннӑ тӗллевсене пурнӑҫланӑ вӑхӑтра, эпир саманасен ҫав уйрӑлми ҫыхӑнӑвне уйрӑмах ҫивӗч туятпӑр. Ҫавна май вӗсемшӗн шанчӑклӑ тыл пуласси тата вӗсен ҫемйисене пур енлӗн пулӑшса тӑрасси – пирӗн сӑваплӑ тивӗҫӗмӗр.
Асаттесемпе мӑн асаттемӗрсен паттӑрлӑхне асра тытни пире кирек мӗнле йывӑрлӑха та ҫӗнтерме, хамӑр тӗрӗслӗхе ҫирӗппӗн шанса тӑма вӑй парать. Ҫав астӑвӑма пирӗн чыслӑн сыхласа упрамалла, ӑна ӑруран ӑрӑва куҫарса пымалла, мухтавлӑ мӑн асаттемӗрсене тивӗҫлӗ пулмалла тата хамӑр республикӑпа пӗтӗм Раҫҫей ырлӑхӗшӗн ырми-канми тӑрӑшса ӗҫлемелле.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин паттӑрӗсем ӗмӗр-ӗмӗр асра пулӗҫ! Ветерансемпе тыл ӗҫченӗсене ҫӗре ҫити тайма пуҫ! Пирӗнтен кашниех паян Раҫҫейӗн паттӑр хӳтӗлевҫисемшӗн кӗлӗ тӑвать.
Эпир астӑватпӑр. Эпир мӑнаҫланатпӑр.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
