Шупашкар округӗ Республика кунне ҫемье канӑвӗ тата спорт валли ҫӗнӗ объектсемпе кӗтсе илнине каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Шупашкар округӗ Республика кунне ҫемье канӑвӗ тата спорт валли ҫӗнӗ объектсемпе кӗтсе илнине каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Кӳкеҫри спорт стадионне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. 2025 ҫулта муниципалитетра пурӑнакансем ҫак обществӑлла территорие хӑтлӑх кӗртессине федераллӑ «Пурӑнма хӑтлӑ хула хутлӑхӗ йӗркелесси» наци проекчӗн «Пурнӑҫ инфратытӑмӗ» проекчӗн шайӗнче ирттернӗ онлайн-сасӑлав вӑхӑтӗнче хӑйсем суйласа илнӗ.

Икӗ пин тӑваткал метртан пысӑкрах лаптӑкра футбол уйӗ, чупмалли ҫулсем, воркаут зони, урамри тренажерсем тата болельщиксем валли трибунасем хӑтлӑх кӗртнӗ. Халӗ площадка юлташла матчсемпе професси вӗренӗвӗсем ирттерме, ҫемьепе спортпа туслашма та юрӑхлӑ.

Республика Пуҫлӑхӗ Шупашкар округӗнче пурӑнакансене тӑван ене илем кӗртес ӗҫе хастар хутшӑннӑшӑн тав тунӑ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ объектсем уҫни муниципалитетсене ҫӗнӗ сывлӑш кӗртет.

«Ку лаптӑка илем кӗртессине Кӳкеҫ поселокӗнче пурӑнакансем хӑйсем суйласа илни уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Вӑхӑт нумай та иртмерӗ, эпир ҫитӗнӳ куратпӑр: спортпа аппаланма ҫеҫ мар, халӑх пуҫтарӑнса тӗрлӗ мероприяти ирттерме пултаракан илемлӗ стадион пулса та тӑчӗ. Ҫӗнӗ стадион нумай ҫул хушши халӑхшӑн усӑллӑ пултӑр», - тенӗ вӑл.

Олег Николаев Чăваш Республикин кунĕ ячĕпе пурăнакансене саламланă тата вырăнти «Ротор» футбол командине символлă парне - мечĕксем панă.
Ӗçлĕ çул çӳрев вăхăтĕнче Республика Пуҫлӑхӗ «Бичурин тата хальхи самана» музее ҫитсе курчӗ, вӑл юсав хыҫҫӑн уҫӑлнӑ. Республикӑн бюджетӗнчен ҫак тӗллевсем валли 13,8 млн тенкӗ уйӑрнӑ. Халь музей лаптӑкӗ 157 тваткал метр пысӑкланнӑ. Анлӑ экспозици залӗ тата фонд управ пӳлӗмӗ сарӑлнӑ.

Кӑҫал музей «Ҫемье» наци проекчӗн «Семейные ценности и инфраструктура культуры» программи шайӗнче пурлӑхпа техника тӗлӗшӗнчен 8,5 млн тенкӗлӗх пуянланнӑ. Ҫак укҫа-тенкӗн пысӑк пайӗ федераллӑ бюджетран килнӗ, вӗсемпе хальхи йӗркеллех ҫутӑ системисене, мультимеди комплексӗсене тата ятарлӑ экспозици оборудованийӗсене туяннӑ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхне нумаях пулмасть туса хунӑ «Культурӑсен диалогӗ» ҫӗнӗ экспозицие те кӑтартнӑ. Выставкӑн тӗп элеменчӗ - «Бичурин сукмакӗ», вӑл паллӑ тухӑҫ тӗпчевҫин тӑван Чӑваш ялӗ Типнеррен пуҫласа Пекин таранах маршрутне сӑнарлать. Музейра Китайӑн пуян культурине уҫса паракан темӗн чухлех япала вырӑн тупнӑ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫӗнетнӗ музей ӳссе пыракан ӑрӑва тӗнче курӑмпа воспитани пама, вӗсенче историе хисеплес туйӑма тата хамӑрӑн ентешсемпе мухтанас йӑлана ҫирӗплетме пулӑшакан хутлӑх пулса тӑрасса шаннине палӑртнӑ.



24 июня 2026
15:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter