Республика кунĕнче Олег Николаев «Паха тĕрĕ» фабрикăн çĕнĕ центрне тăвас ĕç мĕнле пынипе кӑсӑкланнӑ

Республика кунĕнче Олег Николаев «Паха тĕрĕ» фабрикăн çĕнĕ центрне тăвас ĕç мĕнле пынипе кӑсӑкланнӑ

Паян Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Кӳкеҫ поселокӗнче «Паха тӗрӗ» художество промыслисен фабрики ҫумӗнчи Ҫӗнӗ нумай функциллӗ центр строительствин ӗҫӗсемпе паллашнӑ. Республикӑри чи аслӑ предприятисенчен пӗри, вӑл халӑх ӑстаҫисен вӑрттӑнлӑхӗсене упраса, чӑваш тӗрӗҫи хӗрарӑмӗсен ӗмӗрхи йӑлисене хальхи пурнӑҫ таппипе ӑнӑҫлӑ ҫыхӑнтарса пырать.

«Тӗрӗ пире хамӑрӑн ҫӗршыв мӗн тери нумай нациллӗ тата ҫак нумай йышлӑхра епле пӗрлӗхре пулнине туйма май парать. Кашни халӑх хӑйӗн ҫӑлкуҫӗнчен вӑй илет, анчах та пӗрле эпир - аркатми, кирек мӗнле йывӑрлӑха та парӑнтарма тата хамӑрӑн тӗллевсем патӗнче шанчӑклӑн утма пултаратпӑр», - палӑртнӑ Олег Николаев.

Виҫӗ хутлӑ ҫӗнӗ ҫурт, лаптӑкӗ виҫӗ пин тӑваткал метр патнелле, 80 процент хатӗр. Хушма пӳлӗмсем производствӑна анчах мар, ҫӗнӗ мастерскойсем уҫма, ҫавӑн пекех 30 ӗҫ вырӑнӗ йӗркелеме май парӗҫ.

Паллах, ҫӗнӗ центр ҫутта кӑларас (вӗрентӳ) миссине те пурнӑҫлӗ. Мобильлӗ конференц-залпа фабрика историйӗн музейӗ наци культурипе ҫывӑх ҫынсемшӗн туртӑм точки пулса тӑрӗҫ. Республикӑн туризм карттине тата тепӗр кӑсӑклӑ маршрут хутшӑнӗ.



24 июня 2026
15:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter