Раҫҫей халӑхӗсен хӑйне евӗр алӑ ӗҫӗсем Пӗтӗм ҫӗршывшӑн шанчӑклӑ ҫыхӑну пулса тӑнине каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ

Раҫҫей халӑхӗсен хӑйне евӗр алӑ ӗҫӗсем  Пӗтӗм ҫӗршывшӑн шанчӑклӑ ҫыхӑну пулса тӑнине каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ

Республика кунӗнче Хӗрлӗ площадьре «Русь мастеровая. Ремесленный край» декоративлӑ-прикладной ӳнерӗн XXIV Пӗтӗм Раҫҫей конкурсне хутшӑнакансен ӗҫӗсен куравӗ пулнӑ.  Тӗп хула ҫыннисемпе хӑнисем яланах тӗрлӗ регионсенчи ӑстаҫӑсен ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ, кашни ӑстаҫӑн «вӑрттӑнлӑхӗпе» кӑсӑкланнӑ.   Ку хутӗнче 23 субъектран килнӗ 56 профессианал куракансене хӑйсен аллипе тунӑ чи лайӑх ӗҫсене кӑтартнӑ. Пӗтӗм Раҫҫей аренинче Чӑваш Енри  ҫичӗ маҫтӑр  хӑйсен ӑсталӑхӗпе ыттисене тыткӑнна илнӗ.

 Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ӑстаҫӑсемпе калаҫнӑ, ҫак конкурс нумай нациллӗ Раҫҫей пӗрлӗхӗн ҫутӑ символӗ пулнине, унта халӑхсен йӑли-йӗркисем пӗтӗм ҫӗршывшӑн пӗрлехи пурлӑхпа шанчӑклӑ ҫыхӑну пулса тӑнине палӑртнӑ.

Ку çулхи гран-при хуҫи Вологда облаçĕнчи халăх пултарулăхĕн ăсти Наталья Жидяк пулса тăнӑ. Çĕнтерӳçе парнене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев чаплă лару-тăрура парса чысланӑ. Жюри унăн «Живая нить традиций» конкурс ĕçне пысăка хурса хакланӑ.  Хăйĕн пултарулăх ӗçӗнче автор Раççей халăхӗсен культурин нумай енлӗхне сăнарласа кӑтартнӑ: наци тумтирӗсемпе ал-ӗçӗсене, уявсенче савăннине, музыка ӳнерне тата тараватлӑх йӑлисене сăнланӑ.

Савăнăçлă концертпа пĕрлех «Раççей çăлкуçĕсем» Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн фестивалĕн хутшăнаканĕсен гала-концерчĕ иртнĕ. Çавăн пекех Республика кунĕн культура программине Чăваш патшалăх филармонин артисчĕсем «Чăваш Енĕн янăракан аваллăхĕ» спектакль пайне кӗртнӗ, артистсем ӑна чаплӑ сӑнарласа кӑтартнӑ.  Спектаклье  республика Пуçлăхĕн грантне тивĕçсе  калӑпланӑ.  Авалхи чăваш йăли-йĕркисене, çав шутра туй, сăра вĕретес тата Сурхури наци уявĕн йăлисене, уçса паракан постановкăн тулли премьери кĕркунне халӑх умне тухӗ.

 



25 июня 2026
09:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter