Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Канаш округӗнче ҫӗнӗ поликлиника уҫнӑ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Канаш округӗнче ҫӗнӗ поликлиника уҫнӑ

Канаш муниципалитет округĕнче  Шăхасан салинче, 500 çынна йышăнма пултаракан тăватă хутлă нумай профильлĕ çĕнĕ поликлиника уçăлнă. Хальхи вăхăтри медицина учрежденийĕ 31 пин ытла çынна, вĕсен шутне 4,3 пин ача та кĕрет, пăхса тăрĕ, ял халăхне чи çӳллĕ шайри технологиллĕ диагностика мелĕсемпе тивĕçтерӗ.

 «Çĕнĕ поликлиникăра чи çӳллĕ шайри медицина хатӗрӗсене вырнаçтарнă, паха медицина пулăшăвĕ парас моделне пурнăçа кĕртнĕ. Çакнашкал условисенче пирĕн тухтӑрсем тата та тухăçлăрах ĕçлеме, халăх вара хăйсене кирлĕ пулăшăва вăхăтра илме пултараççĕ»,  палăртнă хӑйӗн ум сӑмахӗнче Олег Николаев.

Канаш округĕн халăхĕшĕн поликлиникăна уçни чăннипех те кĕтнĕ пулăм пулса тăнине палăртнă вӑл сӑмаха малалла тӑснӑ май. Объекта хăпартнă чухне йывăрлăхсем тухса тăнă. Çапах та, республика тата муниципалитет влаçĕсен пĕрлехи ĕçĕ, çавăн пекех вырăнти халӑх, «Стройтрест №3» АО генеральнăй директорĕ Валерий Семенов çак ĕçе чунтан хутшăнни ял çыннисем валли хальхи медицина центрне уçма май панă.

«Паян кашни фельдшерпа акушер пункчĕ телемедицина системипе çыхăнма, ял çыннине профильлĕ специалистран дистанцилĕ майпа канаш илме пултарать. Çитменнине, кăçалтан пирĕн кашни ФАП-ра сывлăхри хăрушлăха вырăнтах хак пама май паракан диспансеризацин «пĕрремĕш пусăмне» иртме пулать»,  тесе сӑмаха малалла тӑснӑ вӑл.

 «Пирӗн тӗллев  чир çын вăй-халне пĕтериччен кĕтсе лариччен, вăл хăйĕн сывлăхне маларах тĕрĕслеттерсе, чир-чĕр аталанма пуçличчен асăрхаттарасси. Поликлиника коллективне çĕнĕ учреждени мĕнпур майĕпе тухăçлă усă курма, халăха вара тухтăрсем патне çав тери сайра çӳреме сунатăп»,  тенӗ Олег Николаев паллӑ пулӑма пухӑннисене тав тунӑ май.

Çĕнĕ поликлиника чир-чĕрсенчен асăрхаттарасси тата халăх хушшинче сывă пурнăç йĕркине сарасси çине таянса ĕçлĕ. Çак тĕллевпе учреждени тытăмĕнче медицина профилактики уйрăмне пăхса хăварнă.



25 июня 2026
17:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter