Олег Николаев «Космонавт» лагерӗнче канакан ачасемпе уҫӑ калаҫу ирттернӗ

Олег Николаев «Космонавт» лагерӗнче канакан ачасемпе уҫӑ калаҫу ирттернӗ

Андриян Николаев ячĕллĕ «Космонавт» ачасен сывлăхне çирĕплетекен лагерь, Канаш муниципаллă округĕнче вырнаçнăскер, темиçе теçетке çул хушши шкул ачисен çуллахи каникул вăхăтĕнче республикăри тĕп кану лапамĕсенчен пĕрин статусне упраса пурăнать. 2020 çулта ăна тĕпрен юсанă. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ӗҫлӗ ҫул ҫӳревре палӑртнӑ муниципалитетра пулнӑ май,  унта канакан ачасемпе тĕл пулнӑ.

Палăртса хăварăпăр, лагерьти хальхи смена «Вăй пĕрлĕхре» ятпа иртет. Унăн концепцийĕ Раççее паттăрлăхлă иртнĕ пурнăçлă аслă çĕршыв пек туллин кăтартса пама вĕрентессине никĕсленĕ. Программăра - çичĕ тĕп тема: истори, çар, çемье, халăх, ăслăлăх, асăну, çĕнтерӳ. Сменăн кашни кунĕ пĕрлĕхĕн пĕр енне уçса парать, тĕп шухăшĕ вара ансат та тарăн: эпир пĕрле пулсан пирĕн вăй пĕр-пĕрне хисепленинчен, алла-аллăн тытăнса пулăшнинчен тата Тăван çĕршыва чунтан юратнинчен пуçланать.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ учреждени инфратытӑмӗпе паллашнӑ: волейбол тата баскетбол лапамӗсем, биатлонпа, ҫуллахи тренажёр залӗ, ҫавӑн пекех вӑл шахмат турнирне тата юлташла футбол матчне курса хакланӑ.  Ачасен тунсӑхлама вӑхӑчӗ ҫук, кашни кун вӗсем хӑйсене килӗшекен  кӑсӑклӑ ӗҫ тупаҫҫӗ. Шкул ачисем Олег Николаева ачасем  канӑвӗ мӗнле иртни, столовӑйра вӗсене мӗн ҫитерни ҫинчен каласа панӑ.  «Акатуй» стилӗллӗ флешмоб уйрӑмах пысӑк кӑсӑклӑх ҫуратнӑ, ӑна  чӑваш юрри-ташшипе пуянлатнӑ.

Уҫӑ калаҫура, республика Пуҫлӑхӗ, «Пӗлӳ» Раҫҫей обществин лекторӗ пулса, тӗлпулӑва хутшӑнакансене лагерь хӑйӗн ятне илнӗ легендарлӑ лётчик-космонавт Андриян Николаев пурнӑҫӗнчен кӑсӑклӑ фактсемпе паллаштарнӑ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ачасене иртнӗ кунсенче пулса иртнӗ Республика кунӗ тата Пӗтӗм чӑваш Акатуйӗ ҫинчен  хыпарланӑ, паллӑ пулӑма 15 ытла регионран хӑнасем пирӗн тӑрӑха килсе ҫитнине пӗлтернӗ. Чӑваш Ен - титуллӑ республикӑсенчен пӗри, ҫӗршыври нумай регионта пурӑнакан ентешсем хӑйсен тымарӗсене манмаҫҫӗ тата тӑван йӑли-йӗркисене упраса пынине асӑннӑ регион Пуҫлӑхӗ. Раҫҫейре 190 ытла тӗрлӗ халӑх пурӑнать, шӑпах культурӑсен нумай енлӗхӗ пирӗн ҫӗршыва вӑйлӑ та ҫӗнтерейми тӑвать.

Ҫакнашкал тӗлпулусем ачасемшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ Чӑваш Ен вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров.  Уҫӑ калаҫусем ачасене республикӑри пурнӑҫа  вӗсем хӑйсем те пысӑк тӳпе хывнине туйма витӗм кӳреҫҫӗ.

 

 



26 июня 2026
08:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter