Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Ҫамрӑксен кунӗ ячӗпе саламлани
Хаклӑ туссем!
Сире Ҫамрӑксен кунӗ ячӗпе саламлатӑп!
Эсир – республикӑна хӑват кӳрсе тӑракан тӗп вӑй тата унӑн мӑнаҫлӑхӗ, хальхи пурнӑҫӗ. Хастар та хӑюллӑскерсем тата пуринпе те кӑсӑкланаканскерсем, эсир хӑюллӑ шухӑш-сене ҫирӗппӗн пурнӑҫа кӗртетӗр.
Сирӗн пархатарлӑ ӗҫӗрсем тӳрех куҫа курӑнаҫҫӗ. 99 пин ытла волонтер ватӑсемпе ачасене, пурнӑҫра йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ҫынсене, пулӑшать. 30 пин ҫамрӑк ҫулсерен ачасемпе ҫамрӑксен «Зарница» тата «Орленок» ҫарпа спорт вӑййисене хутшӑнса хӑйӗн кӑмӑл-туйӑмне ҫирӗплетет, дисциплинӑна ӑша хывма тата ушкӑн вӑйне туйма вӗренет. Шырав отрячӗсем вара ҫапӑҫусем пынӑ хирсенче тата тӗрлӗ архивра тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ, ҫапла майпа паттӑрсен ячӗсене тупса палӑртаҫҫӗ тата иртнӗ кун-ҫула пирӗн асӑмӑртан ҫухалма памаҫҫӗ.
Пирӗн студентсем Раҫҫейри «Ҫулталӑк студенчӗ» наци премийӗн ҫӗнтерӳҫисен шутне тӑтӑшах кӗреҫҫӗ. Юлашки икӗ ҫулта кӑна вӗсем ултӑ номинацире ҫӗнтернӗ. 2020 ҫултанпа эпир ачасемпе ҫамрӑксен театр коллективӗсен округри «Театрлӑ Атӑлҫи» фестивалӗн лидерӗсен йышӗнче шанчӑклӑн тӑратпӑр. Пӗлтӗр вара пирӗн студентсем Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫейри студентсен ҫуркунни» фестивальте иккӗмӗш вырӑна тивӗҫрӗҫ. Сирӗн ҫӗнтерӗвӗрсем – республикӑн пӗрлехи мӑнаҫлӑхӗ.
Вӗренӳре, ӑслӑлӑхра, пултарулӑх ӗҫӗнче, спортра, производствӑра е общество пурнӑҫӗнче пысӑк пултарулӑхпа палӑрса тӑракан пин ҫамрӑк ҫулсерен Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн ятарлӑ стипендине тивӗҫет. Ҫамрӑксенчен чылайӑшӗ пурӑнма ял ҫӗрне суйласа илни, пуласлӑхне унпа ҫыхӑнтарни савӑнтарать. Ҫакӑн курӑмлӑ ҫирӗплетӗвӗ – ҫамрӑк ҫӗр ӗҫченӗсем «Ялта чи лайӑххисем» слета хастарлӑн хутшӑнни, вӑл ҫулсерен пӗр пин ҫурӑ ытла ял ҫамрӑкне: вӗрентекенсене, врачсене, культурӑпа спорт ӗҫченӗсене, студентсене пӗрлештерет. Пӗр-пӗринпе хӑюллӑ шухӑшсемпе улшӑнма тата территорисене аталантармалли ҫӗнӗ чӑн проектсем ҫуратма май паракан лайӑх вырӑн ҫакӑ.
Эпир ялти ҫамрӑк специалистсене мӗн ӗҫлеме пуҫланӑрапах пулӑшса пыратпӑр. Вӗсене пӗр хутчен укҫа тӳлевӗсем, хваттер уйӑрса паратпӑр, ӗҫ укҫи ҫумне хушса тӳлетпӗр, пурӑнмалли ҫурт-йӗршӗн тата коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн тӳленипе пулакан тӑкаксене саплаштаратпӑр. Республикӑра «Земство тухтӑрӗ», «Земство фельдшерӗ», «Земство учителӗ», «Земство культура ӗҫченӗ» тата «Земство тренерӗ» йышши программӑсем ӑнӑҫлӑн пурнӑҫланаҫҫӗ. Ҫакӑ пурте сире хӑвӑрӑн професси ҫулне такӑрлатма пуҫлама тата ҫынсене пӗлӳ парассипе, вӗсен сывлӑхне ҫирӗплетессипе тата ытти ӑсталӑх ыйтакан ӗҫ-хӗлпе ҫыхӑннӑ хӑвӑрӑн тӗп тивӗҫӗре пурнӑҫлама пулӑшмашкӑн тивӗҫ.
Ҫамрӑк ҫемьесене те пулӑшатпӑр. Пӗлтӗр пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатма май паракан патшалӑх пулӑшӑвӗпе 362 ҫамрӑк ҫемье усӑ курнӑ. Кӑҫал ҫавнашкал пулӑшӑва тата 292 ҫемье тивӗҫет. Ача амӑшӗ пулса тӑнӑ студенткӑсем 100 пин тенкӗ виҫепе танлашакан тӳлев илеҫҫӗ – ҫакӑ вӗренӳпе ача пӑхас ӗҫе пӗрле тума тивнӗ вӑхӑтра самаях витӗмлӗ пулӑшу.
Эпир сирӗн шухӑшӑрсене чӑн вӑя ҫавӑрма пултаракан хутлӑх – аслӑ шкулсем хушшинчи кампус – тӑвас тӗллевпе ӗҫлетпӗр, вӑл виҫӗ университетпа пысӑк предприятисене пӗрлештермелле. Кунта эсир электроэнергетикӑра, ял хуҫалӑхӗнче, биотехнологисем тата хими тӗлӗшпе ку чухнехи тӗпчевсем ирттерме, хальхи вӑхӑтри оборудованипе ӗҫлеме, проектсене пурнӑҫлама тата тӑван республикӑран ниҫта та каймасӑрах лайӑх карьера тума пултаратӑр.
Пысӑк ӗмӗтсемпе ҫунатланса хавхаланӑр, йывӑрлӑхсем умӗнче аптраса ан ӳкӗр, хӑвӑра шанӑр тата ҫуралса ӳснӗ тӑван кӗтесе яланах чунӑрта упрӑр! Сирӗнпе юнашар яланах ӑслӑ вӗрентекенсем тата шанчӑклӑ чӑн-чӑн туссем пулччӑр.
Уявпа!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
