Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн «Тӑнӑҫлӑ пурнӑҫа утӑм» проекчӗ хӑйӗн тухӑҫлӑхне кӑтартрӗ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн «Тӑнӑҫлӑ пурнӑҫа утӑм» проекчӗ хӑйӗн тухӑҫлӑхне кӑтартрӗ

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн эрнесеренхи канашлӑвӗнче Чӑваш Республикин ӗҫпе социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова «Тӑнӑҫлӑ пурнӑҫа утӑм» проектӑн пӗтӗмлетӗвӗсемпе паллаштарнӑ. Проекта, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хушнипе, 2025 ҫулта хута янӑ.

Чӑваш Республикинче ятарлӑ ҫар операцийӗн участникӗсене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшас тӗллевпе пӗтӗмӗшле тытӑм йӗркеленӗ. Регионта 40 ытла пулӑшу мерисем ӗҫлеҫҫӗ. 2022–2025 ҫулсенче республикӑн бюджетӗнчен боецсемпе вӗсен ҫывӑх ҫыннисене 12,7 млрд тенкӗ янӑ, вӗсенчен 9 млрд тенкӗ – пӗлтӗр.

Проектӑн тӗп хатӗрӗ - специалистсен тухса ҫӳрекен мобильлӗ ушкӑнӗсем. «Пулӑшу десантне» юристсем, адвокатсем, обществӑлла ӗҫченсем, социаллӑ службӑсен, ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсен, социаллӑ фондӑн, республикӑри ҫар комиссариачӗн, муниципаллӑ администрацисен сотрудникӗсем кӗреҫҫӗ.

Унсӑр пуҫне, Чӑваш Республикин Ӗҫпе социаллӑ хӳтлӗх министерствин пӑхӑнса тӑракан социаллӑ тивӗҫтерӳ центрӗсен никӗсӗ ҫинче координаци центрӗсем ӗҫлеҫҫӗ – вӗсене вырӑнти администрацисен пуҫлӑхӗсем ертсе пыраҫҫӗ. Специалистсем ҫемьесен социаллӑ паспортне тӑваҫҫӗ тата вӗсен чи малтанхи нушисене палӑртаҫҫӗ: укҫа-тенкӗ, ӗҫ е урӑх професси илме кирли.

Ҫакӑн пек тӗллевлӗ ӗҫӗн тухӑҫлӑхне цифрӑсем кӑтартса параҫҫӗ. Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа 23 хутчен тухса ҫӳренӗ, вӗсене 611 специалист хутшӑннӑ. 1 136 ыйтуран вырӑнтах 1 051-шне тӳрех татса панӑ, 85 ыйтӑва ҫирӗп  тӗрӗслеве илнӗ.

СВО участникӗсене тата вӗсен ҫывӑх ҫыннисене ытларах чухне укҫа-тенкӗ тӳлевӗсемпе компенсацисем, сиплев, аманнӑ хыҫҫӑн реабилитаци, вӗренӳ, ӗҫе вырнаҫасси тата социаллӑ контракт туса алӑ пусасси пӑшӑрхантарать.

 «Тӑнӑҫлӑ пурнӑҫа пӗрремӗш утӑм» - пӗр хутчен иртекен  акци маррине, вӑл системӑллӑ проект, вӑл хӑйӗн ӗҫне малалла тӑсасса палӑртнӑ министр, ҫар ҫыннисен ҫемйисене пулӑшу вӑхӑтра тата туллин пымаллине тепӗр хут асӑрхаттарса хӑварнӑ.

 «Проектӑн тата тепӗр тӗллевӗ – нормативлӑ базӑна тӳрлетӳсем кӗртмелли е хушма йышӑнусем тумалли самантсене тупса палӑртасси. Чи кирли - ҫӗнӗ пулӑшу мерисем кӗртесси  анчах мар, пуррисене ҫынсемшӗн ӑнланмалла та ҫирӗп тӑвасси», – пӗтӗмлетнӗ хӑйӗн сӑмахне Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, проектра хутшӑнакан пур партнерсене те тав туса. Вӑл ҫавӑн пекех халӗ пулӑшу механизмне тӗплӗн шухӑшласа ҫитерни пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине каланӑ.

 



29 июня 2026
14:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter