Ҫитӗнекен ӑрӑва патриотла воспитани парасси тата çамрăксене ҫар ретне тӑма явӑҫтарасси пĕрлехи тытăм пек ĕçлемеллине каланӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Ҫитӗнекен ӑрӑва патриотла воспитани парасси тата çамрăксене ҫар ретне тӑма явӑҫтарасси пĕрлехи тытăм пек ĕçлемеллине каланӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев вӗренӳ лапамӗсене ҫамрӑксене патриотла воспитани парас тата вӗсене ҫар службине хатӗрлес енӗпе тытса пыракан системӑллӑ ӗҫре хастартарах усӑ курма тата ветерансен организацийӗсемпе хутшӑнусене анлӑлатма хушнӑ. Кун пирки регион Ертӳҫи Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Граждансене патриотла воспитани парас енӗпе  ӗҫлекен Координаци канашӗн ларӑвӗнче асӑннӑ.

Пирӗн ума паянхи кун лартакан ҫӗнӗ тӗллевсем ҫар комиссариатӗпе тата Ассоциаципе ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене хастарлӑн ҫыхӑнтарма ыйтаҫҫӗ. Ҫамрӑксемпе тӗл пулмалли интерактивлӑ форматсене аталантармалла, спортӑн тӗрлӗ енӗпе туслӑ пулмалла. Олег Николаев палӑртнӑ тӑрӑх, «Хӑюлӑх урокӗсем», специализациленӗ классем, «Юнармия» движени, «ВОИН» Центр проекчӗсем тата ыттисем те пӗрлехи тытӑм пек ӗҫлемелле. Вӗсен пӗрлехи тӗллев - ҫамрӑксен ҫирӗп гражданла позицине йӗркелесси, ҫӗршыв пуласлӑхӗшӗн яваплӑ пуласси.

 «Пирӗн тӗллев Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме кирлӗ чӑн-чӑн хӑнӑхусем илме  ачасене вӗрентсе пырасси.  Паллӑ, кану кунӗсенче сывлӑха ҫирӗплетни те паха »  палӑртнӑ Олег Николаев.

Патриотла воспитани памалли комплекслӑ тытӑмӑн тухӑҫлӑхӗ призыв кампанийӗсен кӑтартӑвӗсенче тӳрремӗн палӑрса тӑрать. Яшсене планпа килӗшӳллӗн, пӗр йӑнӑшсӑр ҫар ретне тӑратаҫҫӑ. Чӑваш Республикин ҫар комиссарӗ Андрей Колесник Тӗп ҫар округӗн штабӗ палӑртнӑ тӗллевсене  туллин тата ҫӳллӗ шайра пурнӑҫлассине ҫирӗплетнӗ.

Ҫамрӑксен сывлӑхӗшӗн тӑрӑшасси пӗлтерӗшлӗ. Кунта ДОСААФ тытӑмӗ хӑйӗн рольне вылять. Регионта авиаци, автомобиль, парашют, планерлӑ спорт, ҫавӑн пекех радиоспорт, тинӗс ҫарӗсен тата стрелковӑй дисциплина аталанать. Малтанлӑха вӗҫме хатӗрленес ӗҫе Як-52 спорт самолетне юсаса ҫӗнетме, Шупашкарти аэроклуб никӗсӗ ҫинче планерлӑ спорт секцийӗсене уҫма палӑртнӑ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ҫӗнӗ ҫул-йӗрсене, техника тата мотоспорт дисциплинисене шута илсе, пӑхса тухма сӗннӗ.

Шкул ачисене «Ӗҫпе оборона» комплексӗн нормативне системӑпа явӑҫтарас ӗҫе хутшӑнтарасси ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑхмалла. ГТО интеграцийӗ вӗренӳ процесне витӗм кӳрет ӗнтӗ: 2025–2026 ҫулсенче ГТО нормативӗсене 23,5 пин ытла ҫын пурнӑҫланӑ. Чӑваш Ен команди Пӗтӗм Раҫҫейри ҫамрӑксен спартакиадине утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 10-мӗшӗччен Волгоградра иртекен  мероприятине хутшӑнма хатӗрленет.

Раҫҫей Геройӗ Дмитрий Семёнов ячӗпе хисепленекен «Воин» регионти филиал пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать.  Вӑл уҫӑлнӑранпа унта 7 пине яхӑн ҫын  хӑйсен ӑсталӑхне туптанӑ.  Занятисене инструкторсем чӑн-чӑн ҫар опычӗсене тӗпе хурса ирттереҫҫӗ. СВО ветеранӗсем паха опытпа паллаштараҫҫӗ. Республика Правительстви центрӑн пурлӑхпа техника базине пуянлатма сахал мар витӗм кӳрет.

Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев центрӑн коллективне тав тунӑ, инфратытӑма ҫӗнетсе улӑштарни тата та мероприятисене лайӑхрах ирттерме витӗм кӳнине палӑртнӑ.

Канаш ларӑвӗнче И.Н. Ульянов ячӗллӗ  Чӑваш патшалӑх университечӗн никӗсӗ ҫинче ӗҫлекен Координаци центрӗн ӗҫ кӑтартӑвӗсене пӑхса тухнӑ.  



30 июня 2026
15:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter