Чăваш Енре патшалăх çамрăксен премийĕсен лауреачĕсене тата «Çамрăк лидерсен команди» республика конкурсĕн çĕнтерӳçисене чысланӑ

Чăваш Енре патшалăх çамрăксен премийĕсен лауреачĕсене тата «Çамрăк лидерсен команди» республика конкурсĕн çĕнтерӳçисене чысланӑ

Ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Правительство ҫуртӗнче Чăваш Республикин Патшалăх çамрăксен премийĕсен лауреачӗсене тата «Çамрăк лидерсен команди» республика конкурсӗн çӗнтерӳçисене чысланӑ.

Регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пухӑннисене Ҫамрӑксен кунӗ ячӗпе саламланӑ, ҫамрӑк специалистсен пысӑк вӑй-халне палӑртнӑ. Республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика тата культура аталанӑвне пысӑк тӳпине  хывнине каланӑ.

«Паян эпир Чӑваш Енӗн пултаруллӑ ҫамрӑкӗсене чыс тӑватпӑр. Уйрӑмах тав сӑмахӗсем - сирӗн хастар пурнӑҫ позицийӗшӗн, тӗп вырӑнта вара - кӑтартуллӑ ҫитӗнӳсем. Республикӑн Правительстви ҫамрӑксен юхӑмне аталантарас тесе пӗтӗмпех тӑвать. Сирӗнпе тӳррӗн хутшӑнса пулӑшу мӗн пур формисем йӗркеленеҫҫӗ. Вӗсем сирӗн пултарулӑха туллин уҫса пама - шырас тапхӑрта кӑна мар, шухӑшсене ятарлӑ проектсене куҫарса республикӑн пурнӑҫне улшӑну кӳрес тапхӑрта та - йӗркеленеҫҫӗ», - тенӗ вӑл.

Чӑваш Республикин Патшалӑх ҫамрӑксен премийӗсем, 1996 ҫулта йӗркеленӗскерсем, наука, вӗренӳ, культура, спорт тата ытти пысӑк пӗлтерӗшлӗ сферӑсенче тунӑ паха ҫитӗнӳсемшӗн параҫҫӗ. Кӑҫал лауреатсен йышне 36 каччӑпа хӗр кӗнӗ. Вӗсен ӗҫне производство, экологи, литература, волонтерство енӗпе пысӑк наградӑсемпе паллӑ тунӑ. Хисепе тивӗҫнисен хушшинче И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУн работникӗсемпе студенчӗсем пур.

Патшалӑх ҫамрӑксен премийӗн виҫи кашни енӗпе маларахи ҫулсенче 50 пин тенкӗ пулнӑ, 2026 ҫултан вӑл 100 пин тенкӗпе танлашнӑ.

И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ Андрей Александров Патшалӑх ҫамрӑксен премийӗн пӗлтерӗшӗ обществӑра пысӑк вырӑн йышӑннине каланӑ.  Вӑл республика Пуҫлӑхне пулӑшса пынӑшӑн тата Правительствӑпа ҫамрӑксен хушшинчи уҫӑ диалог йӗркелеме май панӑшӑн тав тунӑ.

Паллӑ кун мероприятинче ҫакӑн пекех «Ҫамрӑк лидерсен команди» республика конкурсӗн пӗтӗмлетӗвӗсене те пӗлтернӗ. Палӑртса хӑваратпӑр,  ӑна влаҫ органӗсенче тата социаллӑ сферӑра ӗҫлеме пултаракан пултаруллӑ ертӳҫӗсене шырас тӗллевпе ирттереҫҫӗ.

Конкурсра ҫӗнтерекенсем Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Ҫамрӑксен кадр резервне кӗме тивӗҫлӗ пулӗҫ. Кунсӑр пуҫне вӗсем валли Чӑваш Республикинчи РАНХиГС филиалӗнче хушма пӗлӳ паракан программӑсем тӑрӑх вӗренме тӳлевсӗр сертификат палӑртнӑ, финалта хутшӑнакансене вара вӗренӳшӗн 30%  саплаштарӗҫ.

«Эпир Чӑваш Енри ҫамрӑксен мӗн тӗрлӗ, ҫутӑ та пултаруллӑ пулма пултарнине куртӑмӑр. Наука, культура, экологи, ял хуҫалӑхӗ - пирӗн лауреатсем пур енӗпе те тӑрӑшаҫҫӗ, кашни хӑйне май пӗлтерӗшлӗ. Уйрӑмах кӑмӑллӑ, проектсен ытларах пайӗ обществӑшӑн усӑллӑ тата чӑн-чӑн тӗллевсене, тӗрлӗ ыйтусене уҫӑмлатма витӗм кӳреҫҫӗ. Шӑпах с̧ак с̧амрӑксем, вӗсене эпир шанатпӑр»,  - тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ  Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Управленийӗн ҫамрӑксен политикин пай пуҫлӑхӗ Илья Царевский.



30 июня 2026
08:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter