Чăваш Енĕн 18 проекчĕ çĕнтернĕ

Чăваш Енĕн 18 проекчĕ çĕнтернĕ Чăваш Ен «Пĕлӳ» обществăн ашшĕ-амĕшĕн ушкăнĕсен пуçарăвĕсен конкурсĕн 3-мĕш сезонĕнче чи лайăх 5 регион шутне кĕнĕ. Республикăн 18 проекчĕ çĕнтернĕ, вĕсем пурĕ 15,8 млн ытла тенкĕ илĕç.

Проектсене çемье хаклăхĕсем, патриотла воспитани, пултарулăх, экологи, наука, спорт, ачасене пулăшасси шкулпа çемье хутшăнăвне çирĕплетесси çине тĕревленсе хатĕрленĕ.

«Шăпах çакнашкал пуçарусем пирĕн ачасем тавра çирĕп пĕрлĕх хатĕрлеме, Тăван çĕршыва юратакан, йăла-йĕркене упракан, малашлăха çирĕппĕн пăхакан ăрăва ӳстерме май параççĕ.

Конкурсра çĕнтернĕ пур шкула, ача садне, вăтам професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисене саламлатăп!» – палăртнă хăйĕн каналĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев. Тӗплӗнрех



01 июля 2026
12:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter