Раҫҫей МЧС-ӗн Чӑваш Республикин Тӗп управленийӗн ҫӗнӗ ертӳҫӗ
Правительство ҫуртӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тата Раҫҫей МЧС-ӗн Чӑваш Республикинчи Тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Владимир Закутаев ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ.
Раҫҫей МЧС-ӗн Чӑваш Республикин Тӗп управленийӗн ҫӗнӗ ертӳҫӗ. Ҫавӑн пек приказа Раҫҫей Федерацийӗн гражданла хӳтлӗх, чрезвычайлӑ лару-тӑру ӗҫӗсем тата ҫутҫанталӑк инкекӗсен сиенне пӗтерес енӗпе ӗҫлекен министрӗ, генерал-полковник Александр Куренков алӑ пуснӑ.
Шалти службӑсен полковникӗ Владимира Закутаева Раҫҫей МЧС-ӗн Чулхула облаҫӗнчи Тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗ, шалти службӑри генерал-лейтенант Валерий Синьков паллаштарнӑ.
Хальхи чӑнлӑхра МЧС ӗҫӗ уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулса тӑрать - ведомство ҫынсен хӑрушсӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ҫӗнӗ тӗллевсем кӑна мар, чрезвычайлӑ лару-тӑрӑва пӗтерессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене те пурнӑҫлать. Раҫҫей МЧСӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗн ӗҫченӗсем ку тӗлӗшпе хӑйсене шанса панӑ ӗ’сене ҫӳллӗ шайра пурнӑҫласа пыни те куҫ кӗретех.
Республикӑн Пуҫлӑхӗ Владимир Закутаева ӑнӑҫусем суннӑ МЧС ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ. Ҫутҫанталӑк пушарӗсене асӑрхаттарас, шыв объекчӗсенче хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтерес тата халӑха техноген хӑрушлӑхсенчен хӳтӗлес енӗпе тухӑҫлӑ ӗҫлеме кирлине тепӗр хут аса илтерсе хӑварнӑ.
«Республикӑри лару-тӑру йӗркеллӗ, чи пӗлтерӗшли - пур енлӗн те ырӑ улшӑнусем пур. Ҫакна системӑллӑ ӗҫ тата МЧСпа тачӑ ҫыхӑну тытнипе тума май килет. Кирек мӗнле ыйтӑва та татса пама пулать. Вӑл мӗн чухлӗ пысӑк пулнине ӑнланса илни пӗлтерӗшлӗ. Халӑха хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтересси пӗлтерӗшлӗ», - тенӗ Олег Николаев.
