Шупашкарта иртнӗ «Юхан шыв» форумӗнче юхан шыв ҫулӗсене аталантарас енӗпе отрасль килӗшӗвӗсен пакетне алӑ пуснӑ тата юхан шыв флочӗн ӗҫченӗсене наградӑсем парса хисеп тунӑ
«Юхан шыв» Пӗтӗм Раҫҫейри пӗрремӗш форум шайӗнче Шупашкар хулинчи Хӗрлӗ тӳремре юхан шыв транспорчӗн чи лайӑх специалисчӗсене чаплӑ лару-тӑрура чысланӑ. Паллӑ пулӑма Тинӗс тата юхан шыв флочӗн ӗҫченӗсен кунне халалланӑ, ӑна ҫулсерен утӑ уйӑхӗн пӗрремӗш вырсарникунӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Пухӑннисене Раҫҫей Федерацийӗн транспорт Министрӗ Андрей Никитин тата Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ӑшшӑн саламланӑ. Ертӳҫӗсем юхан шыв отраслӗн аталанӑвне тата ҫӗршыв экономикине ҫирӗплетес ӗҫе паха специалистсем пысӑк тӳпе хывнине палӑртнӑ.
Паллӑ пулӑма уҫнӑ май, Андрей Никитин ҫӗршывӑн юхан шыв ҫулӗсен - калама ҫук пысӑк потенциал пуррине палӑртса хӑварнӑ. Ӑна хастар аталантарас пулать, мӗншӗн тесен юхан шывсен тӑршшӗпе Раҫҫей тӗнчере иккӗмӗш вырӑн йышӑнать. Порт инфратытӑмне модернизацилемелле тата цифра технологийӗсене кӗртмелле - пысӑк тӗллевсем тӑраҫҫӗ отрасль умӗнче. Вӑл ҫавӑн пекех «Юхан шыв» форумне пӗрремӗш хут Шупашкар хулинче - Ӗҫ паттӑрлӑхӗн хулинче - ирттерни Атӑлӑн историллӗ пӗлтерӗшне каланӑ, ҫӗршыва малалла аталантарас ӗҫре пысӑк витӗм кӳнине асӑннӑ.
«Сӑмах май, Транспорт министерствин тӗллевӗ - шыв транспорчӗн аталану ҫӗнӗ концепцине туса хатӗрлесси. Ку пуҫарӑва Президент ырланӑ тата паянхи форум Шупашкарта документ сӳтсе явмалли пӗрремӗш площадка пулса тӑрӗ. Регионсен, промышленноҫ, бизнес, транспортниксен сӗнӗвӗсене пухма палӑртатпӑр, 2027 ҫулта документа Патшалӑх Пуҫлӑхне кӑтартма хатӗрлетпӗр. Ҫакна пӗрле тата килӗштерсе ӗҫлекен профессионалсен команди ҫеҫ тума пултарать. Эпӗ кашнинех ӗҫе чунтан парӑннӑшӑн тав тӑватӑп», - тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ вӑл.
Министр ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗсенчи юхан шыв инфратытӑмӗн предприятийӗсенче тӑрӑшакансене патшалӑх тата ведомство наградисемпе чысланӑ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев флотра тӑрӑшакансене пысӑк профессионализмшӑн тав тунӑ тата хальхи йывӑрлӑхсен лару-тӑрӑвӗнче лартнӑ тӗллевсене уҫӑмлӑ хутшӑнусем пулсан кӑна пурнӑҫлама май килнине палӑртнӑ.
«Хальхи экономика пире регион шайӗнче те, регионсем хушшинче те калӑпӑшлӑ та пӗр шухӑшлӑ ӗҫлеме хистет. Эпир кашниех хӑйӗн вырӑнӗнче тӑрӑшса, професси шайӗнче тата вӑхӑтра тата пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлесен, лартнӑ кирек мӗнле тӗллеве те пурнӑҫлама пултаратпӑр», - тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ.
Республикӑн Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин патшалӑх наградисене «Шупашкарти юхан шыв порчӗ» АО сотрудникӗсене парса хисеп тунӑ.
Форумӑн ӗҫлӗ программинчи пӗлтерӗшлӗ пайӗ отрасль килӗшӗвӗсен пакетне алӑ пусни шутланать. Раҫҫей Транспорт министерстви тата юхан шыв транспорчӗн портӗсен тата карап тытакансен ассоциацийӗ шыв ҫулӗсемпе усӑ курассинче тухӑҫлӑха ӳстерме тата отрасльти нормативлӑ йӗркелевсене лайӑхлатма пулӑшакан ӗҫ хучӗсене алӑ пуснӑ. Паллӑ кун ытти килӗшӳсене те алӑ пусса ҫирӗплетнӗ, пӗрле килӗштерсе ӗҫлесси пирки канашланӑ.
